Хĕрлĕ сăмса... Лидия САРИНЕ

27 Раштав, 2014

Çĕнĕ çула киле çитрĕ-çитрех. Мускава ĕçлеме кайнăскер. Кĕтсе халтан кайрăм вĕт. Чипер, йĕркеллĕ çаврăнса çиттĕрччĕ тесе мĕн чухлĕ кулянтăм. Хăвăрах пĕлетĕр - мăшăрăм пирки-ха.

Вăл киле çитсен лăштах пултăм. Ĕнтĕ Çĕнĕ çула çынсем пекех кĕтсе илĕпĕр терĕм. Пĕр виçĕ кун ĕçрĕ конешнă. Атя, куç умĕнче çапах та. Ун пекех хăрушă мар. Тарăхтарать-ха та, мĕн тăвас тетĕн? Юлташсемпе, кумасемпе калаçса татăлтăмăр. Пурте пирĕн патне пуçтарăнасшăн иккен. Пирĕн хваттерĕ те пĕчĕк, хăйсен - пысăк, хăть туй ту. «Эсир хаваслă çынсем, хăнасене юрататăр», - теççĕ. Чăн та, хăна пăхма юрататăп ĕнтĕ. Ирхине ирех района кайса прическа тутартăм. Укçана шеллемесĕрех. Çĕнĕ блузка туянтăм, кăвак сурăх тĕсли. Çÿçĕме кăтралатрĕç тата: «Сурăх çулĕ», - терĕç. Кăтра путек пек пулмалла терĕç. Вара пурнăç ăнать имĕш. Тен, тĕрĕсех те? Упăшкам тепрехинче пĕр чăматан укçа илсе килсе парсан... пуйса та кайăпăр-и? Ыррине шанас килет-çке.

Парикмахерскирен тухсан лавккасем тăрăх вĕçтертĕм. Халь вĕт тем те пур. Укçа кăна пултăр. Сысна çури туянтăм. Сĕтел варрине кĕртсе вырттарăп. Кролик сутаççĕ, ăна илтĕм. Кăркка сĕнчĕç, хаваспах туянтăм. Ытти-хытти унта... Киле çитрĕм, манăн хуçа çук. Каллех ирĕке янă ĕнтĕ хăйне. Ăна пăхса тăмалла-и, эй, манăн уяв сĕтелĕ хатĕрлемелле. О! Алăк сасси пулчĕ. Охо, хĕрĕнкĕ курăнать. Унпа калаçса нервăсене хускатас мар. Кил хушшине тухас, выльăхсене утă парас. Кивĕ фуфайка уртрăм, ăшă тутăра пĕркентĕм. Мана курсан куçĕ çуталчĕ хайхин. Манăн çула пÿлчĕ:

- Михаля хĕрĕ ăçта каять? - тет.

- Пăрăн, - тетĕп. - Выльăхсем патне тухатăп.

- Эпĕ те санпа!

- Эсĕ выртса кан кăштах. Çĕнĕ çулччен урăл.

- Çок!

- Мĕн пулчĕ тата!

- Эс ма хитре паян? Ай-яй, меринос, кăтра пуç.

Унпа калаçса тăни усси çук, ăна айккинелле сиртĕм те тухса кайрăм. Кил хушшине пуçтармалла, вите тасатмалла, утă антармалла. Лупасай тăррине улăхрăм, утă шăрши... Ах, кунтан ырри ăçта-ши? Ак сана, унччен те пулмарĕ, лешĕ пусма тăрăх упăте пек чакаланса хăпарать. Тĕксе ярсан... татăлса анĕ те, тем курса ларăн. Аяк пĕрчине хуçса пăрахсан... Мана пулăшам пекки тăвать, чĕнместĕп-ха. Пусма картлашки патне пытăм, анма хатĕрленнĕччĕ, пĕррех тĕксе ячĕ, каялла, кут çине лак! анчах кайса лартăм. Упа пек тăпăлтарма пуçларĕ мур арçынĕ, лупасай тăрринчен нимпе ярасшăн мар.

- Кăравул кăшкăратăп, кай! - тетĕп.

- Хăв ухмаххуна çеç кăтартăн, - тет вăл. - «Мускавран ĕçлесе таврăннă упăшка мăшкăллать», - тесе кăшкăр эппин. Саншăн сухала хыртăм. А-а-а, çисе яра-ап!

- Илюш! Чарăн!

- Чарăнмастăп. Çĕнĕ çул çитиччен пĕрре те пулин юратса юлам. Унсăрăн тепĕр çулсăр та лекмест, - тет. Катăк.

- Итле-ха, Илюш, кĕçех хăнасем килеççĕ...

- Илюш мар эп! - тет. Чăнах та «сурăх» вăл манăн.

- Тата кам?

- Илюшенька те-ха. Илюшенька те, ачаш сăмахсем илтес килет

- Нимĕнле Илюшенька та мар эс - сысна! Килте вырăн çук-и? Сивĕ мана. Прическа ванать.

- Килте йăлăхтарнă ĕнтĕ. Кунта вăт, çемçе утă çинче, совçем урăх настроени. Пĕлетĕн-и? Курасчĕ санăн хăвна, мĕн тери хитре хĕрарăм эсĕ. Эпĕ кун çинчен Мускавра ĕмĕтленни-и...

Хайхи кĕрешнĕ май, тарăхса кайнăскер, сăмсинчен натăрт! çыртса илтĕм. Вăл мана кĕçех тăхăнтартса яратчĕ, çÿçрен ярса илчĕ те енчен-енне силлерĕ анчах. Пĕтрĕм. Аран-аран вĕçерĕнсе тартăм вĕт «упаран», пусма тăрăх йăк-як анчах сиксе антăм. Хăвăртрах пÿрте чупса кĕтĕм, хам çине пăхатăп, иййе чăмланă катемпи пек. Çÿçĕме тураса тирпейлерĕм. Ах, хăвăртрах, духи, пушмак, колготки... Кĕçех хăнасем персе çитĕç. Хам çав вăхăтрах алăк еннелле шикленсе пăхса илетĕп. Ну, халех мана леке-ет... Унччен ĕлкĕресчĕ. Хăнасем умĕнчех çапса антарĕ-ши? Эдик кум спортсмен-ха, вăл чарĕ! Хальтерех килтĕрччĕ, мур. Алă çыхланать, колготки çакланать, юбка анса ларать, шпилька ÿкет. Урамра хаваслăн калаçни, кулни илтĕнет. Чĕрем кăштах лăпланать. Эх, ма çыртрăм-ши сăмсинчен? Хам та сиссе юлаймарăм... Алăк уçăлса каять, хаваслă хăнасем кĕпĕртетсе кĕреççĕ. Пы-ысăк хуран çĕкленĕ. Мĕскер-ши?

- Сурăх пĕçерсе килтĕмĕр! - кăшкăрать Эдик кум. - Çĕнĕ çула сурăх çийĕпĕр!

- Пĕр сурăха веçех пĕçертĕмĕр! Чашлама ку.

- Ай-уй, эпир кашкăрсем мар-иç?! - вĕтеленетĕп çеç эпĕ. - Манăн кунта веçех пур.

- У-у, уяв сĕтелĕ мĕнле пуян пирĕн кумсен! - тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет Аля кума. - Кăркка, кролик, сысна çури. Целăй ферма.

- Çĕнĕ çул çитет, ачасем, - хыпăнаççĕ хăнасем. Хĕрарăмсем пĕр-пĕрин тумне тишкереççĕ, арçынсем пĕр енне тăнă та - политика пирки тавлашаççĕ.

- Кумушка, что-тă кил хуçи курăнмасть, - çÿçне турать Эдик кум.

Эпĕ нимĕн калама та аптăратăп, куçа пытаратăп. Ăшăм çунать, çын курмасть. Сехет йĕппи шăвать.

- Сурăхсене апат парать вăл, - алă сулатăп та хам каллех хашш! сывлатăп. - Хĕрĕнкĕччĕ тата.

- Тухса пăхас пуль, тен, утă çинче çывăрать? Тăрса юлать вĕт кум Çĕнĕ çул кĕтсе илмесĕрех.

- Астăвăр, чашлама кунта, - хурана айккинерех лартать Эдик кум. - Так, тухса пăхас.

- Эпĕ паян Юр пике пулас терĕм, - шурă кĕпипе саркаланать Суйкка. - Шел, Хĕл Мучи çук. Мана кичем капла. Кампа ташлас?

Тем пек хаваслă тытас тетĕп хама, çук, ниепле те хавхаланаймастăп. Пушмак вĕççĕнех пÿртрен тухма тăтăм, Эдик кум тытса чарчĕ. «Ан шăнса çÿре, часах хам кайса тупса килетĕп», - терĕ. Ĕнтĕ вуникĕ сехет çитет, кил хуçи çук та çук. Ой-ой.

Алăкран хыттăн шаккани илтĕнсе кайрĕ. Чĕре кăрт! турĕ. Мухтав Турра. Тупăнчĕ ман этем.

- Кĕме юрать-и? Çĕнĕ çул уявĕ кунта пулать терĕç! Сире саламлама килтĕм!

Пирĕн умра шур сухаллă, шурă кĕрĕклĕ, туя тытнă Хĕл Мучи тăрать. Туйипе урайне хыттăн танклаттарать. Сăмси... Хĕрелсе ларнă апăршан, манăн ăш-чикĕм пĕçерсе кайрĕ, пит-куçăм хĕрелсе кайрĕ. Мĕн туса хутăм эпĕ? Намăса ăçта хурас?

- Хĕл Мучи, хаклăскерĕм! - пĕррех уртăнтăм мăйĕнчен. - Сана кĕтни-и-и. Пошалстă каçар. Эпĕ сана пи-итĕ юратап. Урăх нихăçан та...

Илюш тĕксе сирпĕтет пуль тенĕччĕ, шарламарĕ ачам. Сарлака кăкăрĕ çумне çупăрларĕ. Чун кĕрсех кайрĕ. Чĕрем сиксе тухать...

- Вçо йĕркеллĕ, - тет. Хăй ман çине пăхмасть.

- Эй, Çĕнĕ çул çитнĕпе пĕрех! - шавлаççĕ пурте. - Мĕн туса тăратăр? Тавай!

- Шампански уçăр, арçынсем!

- Черккесене тытăр хăвăртрах! - кăшкăрать Хĕл Мучи.

- Юратушăн! Тăвансем, юрату пултăр, - тет Суйкка.

- Тăхта-ха, малтан Çĕнĕ çулшăн.

Суйкка чеен пăхса кулкалать, йĕплемесĕр чăтаймасть:

- Сăмсуна кам çыртса илчĕ, Хĕл Мучи?!

- Уй-уй урлă каçнă чух, утă-улăм купи хыçĕнчен пĕр кашкăр ами сикрĕ-тухрĕ, ман çине сикрĕ-ларчĕ... Ух, хаярскер пулчĕ.

Эпĕ пуçа айккинелле пăрса шăл йĕретĕп. Арçынсем хыттăн кулаççĕ, хĕрарăмсем хи-хи-хиклетеççĕ. Кам ăнланчĕ пуль, хăшĕ ăнланмарĕ те-и? Çавах мар-и? Пурте черккесене çĕклерĕмĕр. Телевизор хыттăн «калаçать». Пĕтĕм таврара татах та хытăрах тÿнлетни илтĕнет, хаваслă кĕвĕ кĕрлесе кайрĕ. Пурте кăшкăраççĕ.

- Çĕнĕ çулпа, туссем! - кăшкăрать Хĕл Мучи.

Юр пике çинçе сассипе тем çухăркалать. Маншăн ĕнтĕ пурпĕрех. Пĕрисем чашлама, сурăх ашĕ антарма пуçларĕç, пĕрисем вальс çаврăнаççĕ. Пĕтĕм тĕнче савăнать, пирĕн кил те кĕрлесе çеç тăрать. Эпĕ Хĕл Мучи çумĕнче кушак çури пек ачашланатăп...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.