Хĕрсен вăйĕ иксĕлми

12 Раштав, 2015

Ĕнер «Шупашкар-Арена» кермен ирĕклĕ майпа кĕрешекен спортне юратакансене уява пухрĕ. Вĕсен йышĕ, чăн та, самай пысăк пулчĕ - 5000 яхăн. 7500 çынна вырнаçтарма пултаркан керменте Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн Раççей кубокĕ иртрĕ.

Спорт уявне килнисене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Омар Муртузалиев, РФ хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов, СССР спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисен бронза призерĕ Сергей Корнилаев, ЧР спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн ертÿçи Алексей Лапшин саламларĕç. Уява чăваш эстарда артисчĕсем, «Бони М» ушкăн илемлĕ юрă-ташăпа илемлетрĕç.

Аса илтеретпĕр, кăçалхи уçă ăмăртăва 5 çĕршыври /Раççей, Монголи, Казахстан, АПШ тата Азербайджан/ 120 спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Тупăшусем питĕ хĕрÿ иртрĕç. Раççей спортсменĕсем пухмача 5 «ылтăнпа» тата ытти наградăпа пуянлатса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Монголипе Казахстан кĕрешÿçисем те хастар пулчĕç, вĕсем ăмăртăвăн тĕп парнисене çĕнсе илчĕç. Регионсем хушшинче вара Мускав командине çитекенни пулмарĕ, Красноярск крайĕпе Санкт-Петербург хули - иккĕмĕшпе виççĕмĕш.

Шел те, Чăваш Ене пикисем пире наградăсемпе пит савăнтармарĕç. Спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Наталья Гольц кăна хăйĕн ушкăнĕнче кĕмĕл медальлĕ пулчĕ. Çапах та тепĕр кăмăллă самант хĕпĕртеттерчĕ: Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ чăваш хĕрĕ Инна Тражукова, хальхи вăхăтра вăл Мускавра пурăнать, 63 килограмлă виçере Монголи спортсменкине çĕнтерсе тĕп парнене тивĕçрĕ.

А.МИХАЙЛОВ.

http://hypar.ru/cv/hersen-vaye-ikselmi-0

 

Рубрика: