Хĕртен арăм — туххăмрах…

28 Юпа, 2019

…Аннепе унăн арчинчи япаласене тĕрĕслетпĕр — чиперех упранаççĕ-и, кĕве таврашĕ тапăнман-и? Пир кĕпесем, саппунсем, тутăрсем… Сарлака хăю евĕр япала манăн куçа илĕртет. Чăваш тĕррипе капăрлатнă ăна, хĕрлĕ тĕслĕскерне. Ăна алла илмесĕр пултараймастăп. «Масмак ку, — эпĕ кăсăкланнине кура ăнлантарать çывăх çыннăм. — Ăна çамка çине вырнаçтарнă». Манăн та масмака хăйĕн вырăнне хурса пăхас килет. «Ан хăйнă пултăр!» — халĕ кăна шăкăл-шăкăл калаçакан анне пĕр кĕтмен çĕртен сассине хăпартнипе шартах сикетĕп. Мĕн пулнă? «Ан тыт апла тăк пачах ку япалана!» — ниепле те лăпланаймасть анне. Эпĕ вара ниепле те ăнланаймастăп — масмака мĕншĕн тытса та пăхма юрамасть-ха? Çĕмĕрĕлмест вĕт-ха вăл…
Аннен кăмăлсăрлăхĕ кĕçех уçăмланать. Масмак — качча кайнă хĕрарăм палли-мĕн. Апла тăк, ăна çамка çине хуракан çын хĕр маррине пĕлтерет. Эпир ÿснĕ вăхăтра çакăнтан намăсраххи мĕн пулнă ялта?
Унтанпа вăхăт нумай иртрĕ. Чăвашлăх та, шел те, сцена çинче кăна упранма тытăнчĕ. Концерт-спектакльте курса савăнатпăр халăхăмăрăн мăнаçлă тĕрри-эрешне. Спектакльте епле пулсан та чăвашлăх йĕркине пăхăнма тăрăшаççĕ пулсан тĕрлĕ конкурсра е эстрада юрăçисен концерчĕсенче мĕн кăна пулса иртмест!
Нумаях пулмасть Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ «Хĕрарăм, сан умăнта пуçа таятăп!» фестиваль-конкурс иртрĕ. Пĕрремĕш хут кăна йĕркелеççĕ пулин те регион тулашĕнчи хастарсене те чĕннĕ кил хуçисем. Хĕрарăмсем пур енлĕн тупăшрĕç конкурсра. Пĕри тепринчен маттуртарах, пĕри тепринчен пултаруллăрах /тĕплĕнрех «Чăваш хĕрарăмĕн» иртнĕ номерĕнче çырса кăтартнă/. Шел, чуна ыраттараканни кунта та тупăнчĕ.
Чăваш тумтирне пачах та пĕлменни- уяманни питех те кулянтарчĕ. Акă Шăмăршă хĕрарăмĕ çемйине пуçтарса тухрĕ куракан умне. Хĕрĕсем чăвашăн капăр çи-пуçĕпе. Паллах, куншăн мухтава тивĕç вĕсем. Анчах хĕрарăм хăй йăлтах пăсса хучĕ — амăшĕ те пепкисемпе пĕрле тухья тăхăнса, тевет çакса саркаланчĕ. Темиçе ача çуратса та хăй хĕр пулса юлнине те куракана ĕнентересшĕн пулчĕ, те жюрие?
Эпĕ пĕчченех мăкăртатса ларнă тесе шухăшлатăн тăк, вулаканăм, йăнăшатăн. «Конкурс ячĕ те «Чăваш хĕрарăмĕ» ятлă-çке, мĕн тесе тухьяпа килеççĕ вара вĕсем?» — чунтанах пăшăрханса калаçса ларчĕç ман çумра курма килнисем. Хальхинче сăмах Патăрьелсене тиврĕ. Те ватăласшăн мар хайхисем, «Мерчен» ушкăн йĕркеленĕ те шăкăрин тухья тăхăнса чăваш юррипе савăнтарасшăн пулчĕç хайхисем куракана. Анчах та чунра савăнăç туйăмĕ пачах пулмарĕ.
Маларах вара, маларах… чутах аннем пек «юрамаç!» тесе кăшкăрса ярассинчен аран тытса чартăм хама. Сăмахăм тухсах кайрĕ-ха, хăшĕ-пĕри ман енне кăн! пăхса: «Тĕрĕсех калатăр», — терĕ. Хайхи Патăрьел хĕрарăмех пур куракан умĕнче шкул çулĕнчи хĕрачаран туххăмрах… арăм туса хучĕ — чăваш çи-пуçĕпе паллаштарнă май хăех çамки çине масмак хурса кăна мар, çыхсах ячĕ.
Çакăн евĕр ÿкерчĕк тăтăшах сăнама тÿр килнипе чуна ыраттарма та пăрахрăмăр ахăртнех. Çав вăхăтрах тахçан шкулсенче «Тăван ен культури» пурччĕ. Республика историне те тăрăшсах шĕкĕлчеттĕмĕр. Хамăр вара халăх йăли-йĕркин никĕсне те тĕшмĕртместпĕр. Çакăн евĕр конкурссене ячĕшĕн мар, «усси пултăрччĕ» тĕллевпе ирттерсен аванрах-тăр. Конкурса уçнă чух хитре сăмахсемех янăраççĕ-ха: «Халăх йăли-йĕркине упрас тĕллевпе…» Мĕн упратпăр? Е кама? Хĕр мар хĕрсене-и? Е утмăл-çитмĕл çулти пикесене-и? Е чăваш хĕрарăмĕн — хĕрĕн кăна мар — кĕпи-тумтирĕ хитре мар тесшĕн-и? Конкурс çинчен çырса кăтартнă чух чăн чăваш хĕрарăмĕсем республика тулашĕнче пурăннине палăртнăччĕ. Акă куракан умне Пушкăрт хĕрарăмĕ тухрĕ. Хĕрĕсене тухья тăхăнтартнă, хăй вара — хушпупа. Мĕн тери килĕшÿллĕ курăнчĕ çак çемье. Çĕрпÿсем те хăйсем чăваш йăли-йĕркине чăнласах çирĕплетме пултарчĕç — хĕрарăм çÿçне йăлт тирпейлĕ пуçтарса пытарнă, пĕр пĕрчи те курăнмасть! Ара, мĕн авалтан килекен йĕрке çапла — хĕрарăмăн çÿçне кăтартмалла мар…
Ирĕксĕрех ыйту çуралать — тĕрĕссипе, мĕнле тĕллевпе ирттеретпĕр çакăн евĕр тупăшусене? Халăх йăли-йĕркине упрас шухăш тытнă пулсан ăна пăсма юраманнине конкурс условийĕсенчех палăртмалла пек туйăнать… Малалла вулас...

Маргарита ИЛЬИНА.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.