Хĕвел пек ăшă çын

21 Нарăс, 2018

Ăна ял-йыш ырă кăмăлĕшĕн, уçă чунĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн, пултарулăхĕшĕн хисеплет. Чăннипех те унран вĕренмелли чылай.

Людмила Данькова Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Октябрьски салинче кун çути курнă. Вăл ачаранах юрра-кĕвве юратнă. Ашшĕ Геннадий Павлович хут купăс каланă, амăшĕ Полина Агаковна — балалайка. Çавна май ачисем те пултаруллă çитĕннĕ. Икĕ хĕрĕ Людăпа Ирина ялти музыка шкулĕнче вĕреннĕ.

Людмила Геннадьевна вăтам шкул хыççăн Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищинче пĕлĕвне малалла тăснă. Алла диплом илсен тăван тăрăхне таврăннă. Ăна Нарат Чакки ялĕнчи культура çуртне ĕçлеме янă. Çамрăкскере клуб ертÿçи пулма шаннă. Пултаруллă хĕр хора çĕнĕрен чĕртсе тăратнă. Унсăр пуçне «Шăнкăрав» пултарулăх ушкăнĕ тата драма кружокĕ йĕркеленĕ. Нарат Чакки хорĕ часах таврара кĕрлесе тăма пуçланă. Районти конкурссене хутшăнса ят-сум çĕнсе илнĕ.

Людмила Геннадьевна килен-каяна питĕ тарават. Мăшăрĕпе вĕсем 2008 çулта хăйсен хуçалăхĕнче музей-хăна çурчĕ уçнă. ЧР Культура министерстви пулăшнипе музей пуянланнă, хушма çуртсем çĕкленнĕ. Вĕсем патне хăнасем тĕрлĕ çĕртен килсе çÿреççĕ, çав шутрах ют çĕршывран та. Паянхи куна 29 çĕршывран туристсем экскурсире пулнă: Америкăран, Австралирен, Бразилирен, Германирен, Италирен, Китайран… Ĕçчен те маттур, пултаруллă хĕрарăм туристсене чăваш апат-çимĕçĕпе, кăпăклă сăрапа сăйлать. Вĕсене килĕнче йĕркеленĕ хăна çуртĕнче вырăн тупса параççĕ. «Шăнкăрав» пултарулăх ушкăнĕпе концертсемпе савăнтараççĕ, авалхи ĕç хатĕрĕсемпе паллаштараççĕ.

Маттур хĕрарăм çитĕнÿсемпе лăпланса ларма хăнăхман. Вăл пысăк ĕмĕтпе пурăнать. «Шăнкăравпа» тĕрлĕ района тухса çÿрет, ентешсене юрă-ташăпа савăнтарать. Нумаях пулмасть вĕсем Çĕмĕрле районне концертпа кайса килчĕç. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.