Хĕвелтухăç ташши туйăмлăха вăратать

19 Раштав, 2014

Кашни студент хăйĕн кун йĕркине палăртать: пĕрин вĕренме çÿремелле, теприн ĕçе çитсе килмелле. Чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупмалла. Хальхи вăхăтра аталанмашкăн тĕрлĕ кружок-секци ĕçлет. Ачаранпах кăмăлланă чун киленĕçĕ вара нихăçан та манăçмасть. Тĕп хулари культура училищинче вĕренекен Татьяна Яковлева та шкул вăхăтĕнчех ташă студине çул такăрлатма пуçланă. Пике студентсен ретне тăрсан та юратнă чун киленĕçĕпе сывпуллашман.

Таня музыкăпа тачă çыхăннă: малтанах вăл музыка шкулне çÿренĕ, фортепиано класĕнче ăсталăхне туптанă. Унсăр пуçне хорта юрланă. Анчах 4 çул вĕреннĕ хыççăн Татьяна музыка шкулне текех кайман. Вăхăт иртсен юлташĕ сĕннипе хĕвелтухăç ташшисен студине çырăннă.

- Малтанах унта çÿреме кăмăл пулмарĕ. Чылай шухăшланă хыççăн тусăмпа пĕрле занятие кайрăм. Паллах, хăнăхма çăмăлах мар. Пĕр уйăх иртсен веçех улшăнчĕ. Ташлама килĕшетчĕ. Халĕ илемлĕ кĕвĕпе авкаланма чунран юрататăп, çавăнпах ташă студине пăрахас шухăш нихăçан та пулман. Унта сукмак хывни - 5-мĕш çул, - каласа кăтартрĕ 17 çулти пике. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.