Хитре Тамар

8 Çурла, 2015

Канаш районĕнче пĕр пĕчĕк те илемлĕ ял пур - Аслăял. Маншăн унран пахи нимĕн те çук. Паллă ĕнтĕ - çуралнă кĕтесĕм вăл. Аван çынсем пурăнаççĕ кунта. Кашнин расна шăпа - хури, шурри, йÿççи, пылакки... Мĕн тăвăн-ха, пурнăç пĕр пек килмест-çке. Апла пулин те хамăр ялсене питĕ кăмăллатăп. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă май пĕтĕм ял-йыш пĕр пулса салтаксен ячĕпе палăк лартрĕ. Ăна уçма клуб ертÿçи Римма Петровна та нумай тăрăшрĕ.

Унсăр пуçне пирĕн ял çыннисем вулама юратаççĕ. Тамара Емельянова, Маргарита Александрова тата ыттисем те эпир пурте юратакан "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата çырăнса илеççĕ. Почтальонка Алена та маттур пике.

Рита инке, çапла чĕнетпĕр ăна, килкарти тулли выльăх усрать пулин те хаçата пĕр сиктерми вулать. Тамар аппа вара 87 çула çитнĕ пулин те аллинчен кĕнеке, хаçат-журнал ямасть. Чăваш çыравçисен вуламан кĕнеки юлман тесен те юрать. Унсăр пуçне вăл çĕвĕ çĕлеме юратать. Кĕçĕн хĕрĕ Оля та амăшĕ евĕрех ăста, ялти çамрăксене чăваш тумтирĕ çĕлесе парать. Кÿкеçре пурăнакан хĕрĕ Надя тĕрлĕ пусма-тавар илсе килсе парать. Илемлĕ тĕссене курсан Тамар аппа каçсах каять.

- Ай-тур-тур, эх, ĕлĕк пулсан, мĕн тери савăннă пулăттăм, - тет вăл капăр татăксене тирпейленĕ май. - Мĕн чухлĕ япала, ача кĕпи çĕлĕттĕм.

Мана та хитре саппун çактарчĕ вăл. Шел, аннем çĕре ир кĕчĕ. Çав тери туслă пурăнатчĕç.

Яла килсен калаçса ларма вăхăт сахал - пахчара ĕç тăкăнса тăрать. Хăш чухне май тупса эпĕ çапах та Тамар аппа патне çитсе килме тăрăшатăпах.

...Хальхинче те каç пулчĕ. Никамăн та çутă çук - ир выртаççĕ пулас. Майĕпен анаталла утатăп, çутă куратăп. Хаваспах хапха алăкне уçса кĕретĕп. Мана курсан ватă çын сăнĕ çуталать.

- Кĕме юрать-и? Тамар аппа, çывăрмастăн-и?

- Килех, хĕрĕм, килех. Эй, мĕнле килме пĕлтĕнех? - выртнă çĕртен тăрса ларать вăл. Аллинче - кĕнеке. Юнашар, ăшă кĕрĕк çанни çинче, "пĕчĕк сăпка", унта кушак çури тутлăн тĕлĕрет. Эпĕ хулăн кĕнекене тытса пăхатăп. "Хветуççа". Василий Алентей.

Тĕл пулсан эпир унпа вăхăт çине пăхмастпăр. Кĕнекери сăнарсене сÿтсе яватпăр, пурнăç çинчен калаçатпăр.

Йÿçкасси ялĕнчен качча килнĕ вăл. Терен пичче чипер хĕре тÿрех куç хывнă. Ачи-пăчи те йышлă пулнă вĕсен. Хăйĕн вăрăм ĕмĕрĕнче çак хĕрарăм мĕн кăна тÿсмен пуль? Итленĕçем итлес килет ăна - йăлтах астăвать.

Амăшне "хитре Марфа" тесе чĕннĕ. Вăл Канаш районне кĕрекен Кăшнаруй ялĕнче çуралнă. Николай Терентьев драматургăн тăванĕ пулнă вăл. Ашшĕ - Емельян, Йÿçкасси пуянĕсен йăхĕнчен тухнăскер. Хайхи авланма шухăш тытать. Арăм тума пурте куç хывнă Марфана суйлать. Анчах хĕр патне каçунккасăр килме хушман ăна. Емельян каçункка çĕклет те - Кăшнаруй ялне вĕçтерет. Марфа арча тирпейленĕ, парнесем хатĕрленĕ ĕнтĕ. Килтисем сăра пичкисене тултарнă, кукăль-икерчĕ пĕçернĕ. Кÿршĕ-аршă та чупкалать анчах. Туй арăмĕсем шÿлкемесем çакнă...

- Каçункка пар! Унсăр хĕр памастпăр, - теççĕ хапха умĕнчисем.

Емельян вĕсен ыйтăвне тивĕçтерет, анчах ăна яхăнне те ямаççĕ. Йăли çапла, мĕнле унсăр?

- Ку - сахал! - пĕррепе çырлахмаççĕ хайхисем.

- Тепринсĕр хĕр парса ямастпăр! - пĕлтереççĕ татăклăн.

- Урăх çук, - тет пулас кĕрÿ. - Мана пĕрре çеç каланă...

- Апла пулсан Марфана парса ямастпăр - чăркăшаççĕ хĕр енчисем. - Хăть те ăçтан тупса пар. Емельян нумай шухăшласа тăмасть:

- Эппин, хĕрне мăн кĕрÿрен парса ярăр, - тет те çаврăнса утать...

- Мана хама та "хитре Тамар" тенĕ, мĕншĕн тесен эпĕ анне сăнĕллĕ, - тет Тамар аппа. - Питĕ хĕпĕртеттĕм куншăн.

- Мĕнле вĕçленнĕ вара вĕсен туйĕ? - ыйтатăп эпĕ.

- Атте çаврăнса тухса каять, вĕри пулнă ĕнтĕ, айван та çамрăкскер, - малалла каласа кăтартать кил хуçи хĕрарăмĕ. - Пĕр çынна тĕл пулать, лешĕ мĕн пулнине ыйтса пĕлнĕ хыççăн аттене каялла çавăрса пырать. Ара, аннен епле тÿсмелле-ха çакна? Вăл айăплă та мар-çке.

Инкеке, амăшĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Хĕрĕхе çывхарсан пилĕк ача амăшĕ çил-тăманлă çанталăкра шăнса вилет. Амăшĕсĕр ÿснĕ ачасен пурнăçĕ - пылак мар паллах.

- Калаçса ывăнмарăр-и? - тет Надя пирĕн умма вĕри чей лартнă май. Кĕçех Оля сĕтел çине çырла кукли касса хурать. Пурте пĕрле, вăхăт çинчен мансах, сăмах çăмхине малалла сÿтетпĕр...

 

Лидия САРИНЕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.