Хорти 1 пин ача сасси пĕр кĕвĕллĕн янăрарĕ

24 Çĕртме, 2017

Паян Республика кунĕнче 17 сехетрен пуçласа 18 сехетчен Шупашкарти Анне палăкĕ умĕнче Раççейри тата Чăваш Республикинчи ачасен пĕрлештернĕ хорĕн концерчĕ иртрĕ. Вăйлă çумăр çунине пăхмасăрах 1 пин ача сасси пĕр кĕвĕллĕн Атăл заливне янăратрĕ. Хорта юрлакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламларĕç. Пĕтĕм Раççейри хор обществин ĕç тăвакан директорĕ Павел Пожигайло та килсе çитнĕ.

Хор йышĕнче — Чăваш Енри 600 ытла пултаруллă хĕрачапа арçын ача. Вĕсем Комсомольски, Çĕрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă районĕсенчи, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисенчи музыка тата ÿнер шкулĕсенче, пултарулăх керменĕсенче тата вăтам шкулсенче вĕренеççĕ.

Раççейри пĕрлештернĕ хор йышĕнче юрламашкăн пирĕн çĕршывăн 32 субъектĕнчен 400-е яхăн ачапа преподаватель килсе çитнĕ. Вĕсем Чечня Республикинчен, Мускав, Псков, Ярославль облаçĕсенчен тата ытти регионтан.

Концерт Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсенчен пуçланчĕ. Ача-пăча хорĕн репертуарĕнче халăхра анлă сарăлнă юрăсем: "С чего начинается Родина" /кĕвви В. Баснерăн, сăмахĕсем М. Матусовскин/, "Жаворонок" /кĕвви Ф. Лукинăн, сăмахĕсем И. Малкайăн, чăвашларан вырăсла Н. Евстафьев куçарнă/, "Пусть всегда будет солнце" /кĕвви А. Островскин, сăмахĕсем Л. Ошанинăн/, "Вместе весело шагать" /кĕвви В. Шаинскин, сăмахĕсем М. Матусовскин/ тата ыттисем. Пĕрлештернĕ хор Чăваш патшaлăx симфони оркестрĕпе пĕрле вырăс тата чăваш композиторĕсен 12 хайлавне шăрантарчĕ. Дирижерĕ — чăваш патшалăх академи симфони капеллин илемлĕх ертÿçи, РФ тата ЧР халăх артисчĕ Морис Яклашкин.

Раççейĕн пĕрлештернĕ хорне РФ Правительствин пуçарăвĕпе 2014 çулта йĕркеленĕ. Чăваш Енри хор кăçал ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕннипе йĕркеленнĕ. Унăн пĕрремĕш концерчĕ çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿремре иртнĕ.

Елена ДАНИЛОВА, "Туслăх" ача-пăча тĕслĕ коллективĕн ертÿçи:
- Пĕрлештернĕ хорта пирĕн 35 ача юрлать. Вăл шутра - Юля Чапрасова солистка. Ачасем Раççей хорĕн йышне кĕме тивĕçни пирĕншĕн пысăк чыс. Хорта юрлакансем "Росток" ача-пăча пултарулăх центрĕн лагерьне çÿреççĕ. Кашни кун репетицисем ирттерме унта, 61-мĕш шкула çÿрерĕмĕр. Юлашки çулсенче ачасен хорне тимлĕх уйăрма тытăнни пире питě савăнтарать. Ачасем яваплăха туяççĕ.

Ольга ДЖАНОВА, Çурçěp Осети-Алани Республикинчи регионти хор ушкăнĕн ертÿçи:
- Пирĕн республикăра 2014 çулта ача-пăчан пĕрлештернĕ хорĕ йěpкеленчĕ. Чаваш Енре эпир пĕрремěш хут. Транскрипцисене тĕрěс палăртнăран Чăваш Eн гимнне ачасем çăмăллăнах вĕренчĕç. Эпир кĕтни тÿрре тухрĕ: Шупашкарта питĕ килĕшрĕ. Халăх уçă чунлă пулни сисĕнет. Çут çанталăк тасалăхне, хитрелĕхне асăрхарăмăр. Эпир "Алый парус" лагерьте пурăнтăмăр.  Концерта хатĕрленнĕ май кунĕпех репетицисенче пултăмăр, çавăнпа хулана тухсах кураймарăмăр. Эпĕ ачасем мĕнле юрлĕç-ши тесе пĕртте пăшăрханмарăм, мĕншĕн тесен питĕ нумай хатĕрлентĕмĕр.

Екатерина МАНЖУЛ, Краснодарти шкулсен хушшинчи эстетика центрěн хормейстерĕ:
- Эпĕ 19 ачана илсе килтĕм, вĕсем хушма пĕлÿ паракан шкулта вĕренеççĕ. Краснодарта пĕлтĕр ача-пăчан пĕрлештернĕ хорĕ йĕркеленчĕ. Пирěн тăрăхра Кубаньти казаксен хорĕ вăйлă аталаннă, ачасем мĕн пĕчĕкрен юрласа ÿсеççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе Чăваш Ене килме май тупрăмăр. Вĕсем ачисене Раççее кăтартса çÿреттересшĕн. Эпĕ хам - Шупашкарта 3-мĕш хут. Киле яланах тулли кăмăлпа хавхаланса таврăнатăп.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас