Хула урамне кам ятне парĕç?

18 Çу, 2018

Шупашкарта пурăнакансем ШĔМĕн çĕнĕ зданийĕпе Суту-илÿ çурчĕ хушшинчи çул ятне палăртаççĕ. Вăл Карл Маркс тата Ярославль урамĕсене çыхăнтарать. Муниципалитет порталĕнче уçă сасăлав пырать. Унта хутшăнакансем Чăваш Енĕн шалти ĕçсен органĕн паллă виçĕ сотрудникĕнчен пĕрне суйлаççĕ.

Çак йышра ЧААСР общество йĕркине сыхлавĕн министрĕ, милицин 3 рангри комиссарĕ Архипов Всеволод Архипович, ЧАССР ШĔМĕн облаçсен хушшинчи шкулĕн пуçлăхĕ, шалти службăн полковникĕ Дмитриев Василий Дмитриевич тата Совет союзĕн Геройĕ Логинов Алексей Романович. Кандидатсем пирки тĕплĕнрех сасăлав страницинче паллашма пулать.

Онлайн мелĕпе иртекен ыйтăм çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен пулĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвне кура çул ятне палăртĕç.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас