Хуласене хăтлăлатассине сÿтсе яврĕç

Паян Правительство çуртĕнче "Çурт-йĕр тата хула территорийĕ" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн хуласенчи общество вырăнĕсене хăтлăлатассине тата çак ĕç-хĕле пурнăçламалли условисене лайăхлатассине сÿтсе яврĕç. Ларăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. "Çавра сĕтел" ĕçне муниципалитетсен представителĕсем хутшăнчĕç.

ЧР строительство министрĕ Алексей Грищенко Чăваш Республикинче 2020 тата 2024 çулччен "Хула хутлăхне йĕркелесси" наци проектне пурнăçланин кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, çитес тапхăр тĕллевĕсене палăртрĕ. Регион проектне 2017 çулта пуçласа ĕçе кĕртнĕ. Икĕ çул хушшинче нумай хутлă çуртсен 151 картишĕ, 68 общество вырăнĕ сăн-сăпатне лайăх енне улăштарнă. Çак обьектсене йĕркене кĕртме 972,6 миллион тенкĕ тăкакланă.

Ку проекта Чăваш Енри мĕн пур районпа /Çĕмĕрле районĕсĕр пуçне/ хула хутшăнать. Ларура Шупашкар хулине хăтлăлатас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсем çинчен тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Владимир Филиппов каласа кăтартрĕ. Етĕрне хули те çитес вăхăтра улшăнса илемленĕ. Пĕлтĕр хула тăрăхĕ Раççей конкурсĕнче çĕнтернĕ. Проектра палăртнă ĕçсене пурнăçлама Етĕрнене федераци бюджетĕнчен 40 миллиона яхăн тенкĕ параççĕ, республика тата 10 миллиона яхăн уйăрать. Çак укçа-тенкĕпе пурнăçа кĕртме палăртнă ĕçсемпе Етĕрне хула пуçлăхĕ Владислав Михайлов паллаштарчĕ.

www.hypar.ru
 

Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас