Хусахсем тата çемье çавăрнисем: хăшĕ вăйлăрах?

9 Çĕртме, 2017

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи хусахсемпе çемье çавăрнă арсем футбол лапамĕнче тупăшрĕç.

Çирĕплетнĕ йĕркепе яланхиллех 45-шер минутлă икĕ тапхăра тăсăлнă тĕлпулăва Владимир Матвеевпа Сергей Скворцов судьясем хакларĕç.

Хусахсем хастарлăрах пулчĕç: арлă-арăмлисен командин хапхине 7 мечĕк тапса кĕртрĕç. Тапăнса вылякан Алексей Семенов хăй кăна — 4 мечĕк хуçи.

Асăннă мероприятие ирттермешкĕн Валерий Павлов спонсор пулăшрĕ, кашни футболиста асăнмалăх парнепе савăнтарчĕ. Çĕнтерÿçĕ команда куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕ.

Вăйă хыççăн ентешсем пĕрлехи сĕтел хушшинче техĕмлĕ чейпе тата кукăль-икерчĕпе сăйланчĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.