Хушăм — 7 миллиард тенке яхăн

28 Кăрлач, 2019

Министрсен Кабинечĕн тунтикунхи ларăвĕнче республика бюджетне ÿстерессине ырларĕç. Бюджетăн тупăш пайĕ 6880 миллиона яхăн тенкĕлĕх пысăкланать, унăн пĕтĕмĕшле виçи вара 54,3 миллиард тенке яхăн пулĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федераци бюджетĕнчен паракан трансфертсен калăпăшĕ пĕлтĕрхипе танлашттарсан 21% пысăкланассине палăртнă май çакă Мускав Чăваш Ене шаннине çирĕплетни çинчен каларĕ. Хушма укçа граждансен умĕнчи социаллă обязательствăсене туллин пурнăçлама, Президентăн çу уйăхĕнчи указĕнче палăртнă наци проекчĕсене тÿрре кăларма кайĕ.

Финанс министрĕ Светлана Енилина федераци бюджетĕнчен паракан пулăшу ÿсессипе пĕрлех хамăрăн тупăш та пысăкланассине шантарчĕ, çак ÿсĕм 1 миллиард тенкĕрен те пысăкрах пулмалла. Хушма укçапа мĕнле усă курассипе паллаштарнă май министр нумай позицие асăнчĕ: ача сачĕсем тăвассинчен пуçласа васкавлă медпулăшу валли çĕнĕ 24 автомобиль туянасси таранах. Куславкка районĕнчи Куснарти тата Етĕрне хулинчи çĕнĕ шкулсен строительстви валли хушма укçа пулать.

Çавăн пекех Шупашкарти Гладков урамĕнчи ачасен инфекци больницин реконструкцийĕ валли — 293 миллион тенке яхăн, Ленин проспектĕнчи нумай профиллĕ поликилиникăн строительствине малалла тăсма — 162 миллион патнелле. Пĕтĕмпе вара ОМС фончĕн укçипе пĕрле шутласан кăçал свлăх сыхлавĕ валли яракан тăкаксем 20,3 миллиард тенкĕрен те иртĕç.

Культура пирки те манман. Бюджет тăкакĕсен списокĕнче пукане тата çамрăксен театрĕсен реконструкцийĕ те пур. Тата — бюджет ĕçченĕсен шалăвне ÿстересси. Ĕç укçи тенĕрен, Михаил Игнатьев тин ĕçлеме пуçланă врачсен уйăхри ĕç укçипе кăсăкланчĕ. Владимир Викторов министр тăтăклă цифра пĕлтерчĕ — 51 пин тенкĕ. Акă мĕншĕн регион ертÿçи çамрăксене çак самантсене ăнлантарса пама сĕнет. Медицинăра çамрăк специалист та çавăн чухлĕ ĕçлесе илме пултарнине пĕлсен яшсемпе хĕрсен сывлăх сыхлавĕнче ĕçлес кăмăлĕ пысăк пуласси, республикăра врачсен дефицичĕ чакасси те иккĕлентермест.

Республикăн Çул-йĕр фондне хывакан бюджет ассигнованийĕсен виçи 800 миллион тенкĕлĕх хушăнать. Çапла вара асăннă фондăн кăçалхи пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 5067 миллион тенкĕ пулĕ. Çав шутран 1,1 миллиард ытла тенкипе Шупашкар агломерацийĕн транспорт инфратытăмне аталантармашкăн усă курма палăртнă.

Муниципалитетсене кÿрекен пулăшу та пысăкланать. Çав шутра темиçе хулан газшăн тÿлемелли парăмĕсем валли 80 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак утăма ăнлантарнă май Светлана Енилина Куславккана — 12 миллион, Улатăра — 32 миллион, Çĕмĕрлене 35 миллион тенкĕ пама йышăнни пирки каларĕ. Газ парăмĕсем хайхи хуласен унчченхи ертÿçисен вăхăтĕнче капланнă, çĕнĕ пуçлăхсене вĕсен йывăр еткĕрĕнчен хăтăлма пулăшни, ун шучĕпе, вырăнлă. Михаил Игнатьев çак йышăнăва хирĕçлемерĕ, апла пулин те кунашкал ĕçе йăлана кĕртме юраманни пирки асăрхаттарчĕ: ялан республика бюджетĕнчен пулăшаймăпăр, муниципалитесен хăйсен парăмĕсемпе хăйсен вăйĕпе татăлмалла.

Хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май Светлана Александровна республикăн патшалăх парăмĕн прогнозне пĕлтерчĕ: çулталăк вĕçленнĕ тĕле вăл 11 784 миллион тенкĕ пулмалла.

Правительство çавăн пекех Обязательнăй медстрахованин территори фончĕн бюджечĕ çинчен калакан саккун проектне улшăнусем кĕртессине ырларĕ. Çакă та ăна пысăклатассипе сăлтавланнă — унăн тупăшĕ 15,6 миллиард тенкĕрен иртет. Михаил Игнатьев ОМС фончĕн калăпăшĕ нихăçан та çакăн пысăкăш пулманнине кăмăллăн палăртрĕ.

www.hypar.ru

Николай ДМИТРИЕВ.

Теги: 

Комментари хушас