Хутаçĕ хитре, вăрлăхĕ мĕнле-ши?

27 Нарăс, 2016

Кашни пахчаçăн - хăйĕн вăрттăнлăхĕ. Тĕрлĕ çимĕç çитĕнтерекенĕн çулран-çул ăсталăхĕ пухăнсах пырать. Чылайăшĕ кÿршĕ-аршăран нумай вĕренет. Анчах темле ăста та вăрлăх туяннă чухне йăнăшма пултарать: е ăнать, е ăнмасть. Иккĕленме вара, чăн та, сăлтавĕ пур. Вăрлăх сутакан вырăнсене кашни çулах тĕрĕслеççĕ пулин те хивре калаçмалли сăлтавсем тупăнсах тăраççĕ.

Акă нумаях пулмасть Раççей ялхуçалăх надзорĕн инспекторĕсем Тăвай салинчи пасарта рейд ирттернĕ май вăрлăх сутнă çĕрте йĕркене пăхăнманнине тупса палăртнă. Тĕрĕсрех, вăрлăх сортне тата шăтаслăхне çирĕплетекен документсем пулман.

Шупашкар хулинчи усламçă вара асăннă документсăр кăна мар, карантин сертификачĕсĕрех суту-илÿ тунă. Сертификат ÿсен-тăран тата выльăх-чĕрлĕх таварĕ чирлĕ маррине çирĕплетме кирлĕ.

Томатăн патшалăх реестрне кĕртмен «Монистро», «Толстой», «Биатлон», «Большая мамочка» сорчĕсене Шупашкарта тепĕр усламçă сĕннĕ. Вăл тата «Детки на ветке», «Засолочный» текен хăяр, «Екатерина» пăрăç, «Моно» хĕрлĕ кăшман, «Андромеда» тата «Сахалин» томат сортлăхне тата шăтаслăхне палăртакан документсем кăтартайман.

Тĕрĕссипе, вăрлăх тĕрĕсленĕ май йĕркесĕрлĕх çине-çинех тĕл пулать.

2015 çулта 183 тĕрĕслевпе надзор мероприятийĕсем, 125 тĕрĕслев тата 58 рейд ирттернĕ. Пĕтĕмпе юридици вăйĕнчи 66 çынна тата 59 предпринимателе, 58 çынна тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăснă 146 тĕслĕх тупса палăртнă. Пĕтĕмпе 574,1 тонна ялхуçалăх вăрлăхĕ, пахчаçимĕç тата чечек культурисен 96287 хутаçĕ, çавăн пекех 242736 тĕм-йывăç тĕрĕслев витĕр тухнă.

Ялхуçалăх ĕçченĕ вăрлăх пахалăхĕ тухăçлăха витĕм кÿнине ăнланать. Апла пулин те, тĕрĕсленĕ 471 партирен 139-шне йĕркене пăхăнмасăр акса хăварни çиеле тухнă.

Тĕштырă тата пахчаçимĕç культурисен вăрлăхне мĕнле упранине тĕрĕсленĕ чухне те асăрхаттарусемсĕр май килмен. Тĕрĕсленĕ 420 партирен 15 партин сорт тата шăтаслăх пахалăхĕсене ятарласа тĕпчеттермен.

Пĕтĕмпе юридици вăйĕнчи 6 çынна, 28 пуçлăха, 23 предпринимателе тата 58 çынна административлă майпа явап тыттарма тивнĕ.

Çапах та вăрлăх туяннă чухне тимлĕ пулмалла. Специалистсем вăрлăха ятарлă лавккасенче туянма сĕнеççĕ. Сутуçăсен кашни парти валли сертификат пулмалла. Унта культура ячĕ, унăн сорчĕ, парти номерĕ тата ытти информаци пулмаллах. Анчах та сертификат тата вăрлăх хутаçĕсем çинче çырнă информаци пĕрешкел пултăр. Çапла майпа кăна вăрлăх пахалăхлă теме пултаратпăр.

Вăрлăх хутаççисем çинче ăçта, кам туса кăларнин ятне, адресне тата телефонне, культура, сорт ятне, стандарт паллине, парти номерне, грамм шутне, усă курма юрăхлă вăхăтне кăтартмалла. Укçа-тенке сая ярас мар тесен сортсене Патшалăх реестрĕнче регистрациленипе кăсăкланăр. Унăн Интернетри адресĕ: wwwe.ossortecome

Пахчана сăтăрçăсем илсе килес мар тесен фитосанитари докуменчĕсем пуррипе те кăсăкланăр.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

Раççей ялхуçалăх надзорĕн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн специалисчĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.