«Хыпар» 75 (27508) № 09.07.2019

9 Jul, 2019

* Кăçал чăваш культурин уявне Аксу поселокĕ йышăнчĕ. 1993 çултанпа питĕ анлăн паллă тăваççĕ ăна. Тутар çĕрĕ çине Пушкăртстанри, Самар тăрăхĕнчи, Чăваш Енри, Тутарстанри тата ытти регионти чăвашсем пухăнчĕç. 102 коллектив уява пынисене виçĕ сцена çинче хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕ.

Уява ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Тутарстан президенчĕ Рустам Минниханов тата сумлă ытти хăна хутшăнчĕ. «Ку уяв тĕрлĕ наци çыннисене пĕрлештерет. Пирĕн çĕр çинче миçе ĕмĕр ĕнтĕ тутар, чăваш, вырăс тата ытти халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Авалтан пыракан йăла-йĕркене тытса пыни обществăна тĕреклетет, халăхсемпе регионсен туслăхне çирĕплетет, ăрусен çыхăнăвне вăйлатать», — терĕ Рустам Нургалиевич.
Михаил Васильевич глобализаци тапхăрĕнче ырă йăлана сыхласа хăварнăшăн тав турĕ, уяв çынсен ăсталăхне аталантарма, çемье пахалăхĕсене упрама май панине палăртрĕ. Вăл тутар çĕрĕ яланах тарават та ăшă пулнине, Шупашкарта федераци Сабантуйĕ иртнине аса илчĕ. Вăл чăваш культурине аталантарас тĕлĕшпе ырми-канми ĕçленĕшĕн Тутарстанри чăвашсен наци культура автономийĕн ертÿçине Дмитрий Самаренкина «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе чысларĕ, Аксу районĕн пуçлăхне Камиль Килманова сехет парнелерĕ. Каласа хăвармалла: Тутарстанра 116 пин ытла чăваш пурăнать, 95 шкулта чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ, чăвашсен 100 ытла фольклор коллективĕ пур, чăваш хаçачĕ-журналĕ тухса тăрать. Рустам Минниханов чăваш ялĕсене аталантарас, чăваш культурине упраса хăварас тата икĕ республика туслăхне çирĕплетес тĕллевпе нумай ĕç тăвать. Акă темиçе çул каялла Аксура Чăваш халăх поэчĕн Николай Полоруссов-Шелепин палăкне уçнă. Ун умне икĕ регион ертÿçисем чечек хучĕç.
Уява кашни çулах савăнăçлăн кĕтсе илеççĕ. «Вăл чылай ялта иртет. Питрав кунĕнче Уява улăха кайса ăсатса яратпăр. Пуç кăшăлĕсем çыхатпăр та вĕсене шывпа юхтарса яратпăр, пĕтĕм усал-тĕсел, инкек-синкек кайтăр тетпĕр. Ун хыççăн вылятпăр-кулатпăр, юрлатпăр-ташлатпăр. Унтах яшсемпе хĕрсем пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, туслашаççĕ, çемье çавăракансем те тупăнаççĕ. Çак йăлана асатте-асанне, атте-анне тытса пынă. Пирĕн ачасем те Уява манмасса шанатпăр», — терĕ Аксу районĕнчи Китлĕпуç ялĕнчи «Çеçпĕл» ансамбль солисчĕ Надежда Иванова. Ялти культура çурчĕн ĕçченĕ каланă тăрăх — 20 çул каялла чăмăртаннă пултарулăх коллективĕ вырăнти хăна юррисемпе такмакĕсене халăхра сарать
(Уяв тĕрлĕ халăха пĕрлештерчĕ. Андрей МИХАЙЛОВ)

* Çатра Маркара пурăнакан Илария Васильева 80 çул урлă каçнă пулин те вăрçăн йывăр çулĕсене паянхи пекех астăвать. Чылайччен калаçса лартăмăр унпа.

Илария Ивановна 8 çулта шкула кайнă. Вĕсене Гаврил Степанович /Çатра Маркасемех пулнă/, кайран Александр Ильич, Иван Христофорович вĕрентнĕ. Мăн Маркара 5-мĕш класс çеç вĕренме тÿр килнĕ, мĕншĕн тесен çăпати те, тăли те, тумĕ те пулман. Александр Васильев учитель киле пырсах шкула çÿреме ÿкĕтленĕ, анчах амăшĕ: «Тăхăнмалли, кĕнеке-тетрадь туянма та, çимелли валли те укçа çук», — тесе шкула яма килĕшмен. Ачасем уйра пучах пуçтарса тыррине шĕкĕлчесе çатма çинче ăшаласа тăранкаланă. Çуркунне уйра çĕр улми пуçтарнă. Амăшĕ темĕнле йывăр пулсан та ĕне тытма вăй-хал çитернĕ. Ашшĕ вăрçа кайиччен лаша та пулнă, анчах ăна налук шучĕпе илсе тухса кайнă. Патшалăха çулталăкра 40 килограмм аш, 22 килограмм шăратнă çу, 100 çăмарта памалла пулнă.
— Пирĕн темиçе тĕрлĕ налук тÿлеме тиврĕ вăрçă вăхăтĕнче. Ача çуратман хĕрарăмсен те укçа тÿлемеллеччĕ. Пĕррехинче анне килте çукчĕ, налук пуçтаракансем çĕвĕ машинипе аттен вăрăм тăлăпне илсе тухса кайрĕç. Эпир, ачасем, кăшкăрса макăратпăр, анчах пире никам та итлемерĕ. Япаласене ампара хучĕç. Иван Трофимович кладовщик: «Эпĕ склада уçса хăваратăп. Хăвăр япалăрсене паллатăр пулсан илсе тухăр та хăвăртрах тарăр», — терĕ. Çĕвĕ машинипе тăлăпа кĕрсе илтĕмĕр те килелле вĕçтертĕмĕр. Кайран- малтан çав япаласем патне никам та килмерĕ», — аса илчĕ Илария Ивановна
(Налук пуçтаракансем çĕвĕ машинине йăтса кайнă)

* Ламран лама куçса пыракан пурнăç йĕркипе тĕпкĕч е ашшĕ-амăшĕн çемйинчен уйрăлса тухакан арçын çурт-йĕр çавăрать, юсать, ăна пăхса тăрать. Çак йĕрке авалах çирĕпленнĕ, паян та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Йăх тăсакан ывăл йывăрлăха çĕнтерсе пÿрт, сарай-мунча, ыттине тăвать. Кил хуçалăхĕ валли тĕрлĕ техника, оборудовани — мĕн кирлине пурне те туянать. Урăхла каласан, кил хуçалăхне инвестици хывать.
Республика экономикине мĕн пур финанс çăл куçĕнчен явăçтарнă инвестици калăпăшĕ 2009 çулта — 41,6 млрд, 2010 ç. — 43,8 млрд, 2012 çулта 65,2 млрд тенкĕпе танлашнă, çĕршыв асăннă çулсенче аталану çулĕпе малаллах кайнă май Чăваш Енре усă куракан инвестици çуллен пысăклансах пынă. Пирĕн пата Германи, Испани, ытти патшалăх, Раççейри регионсен инвесторĕсем килсе вун-вун производство пуçласа ячĕç. 2013-2014 çулсенче çĕршыва ют пат-шалăхсен инвестицине хывма йывăрланни сисĕнчĕ. Çакă республикăра та палăрчĕ. Европăри патшалăхсем тата Америка хунă санкци пире чăрмантарчĕ. Хĕвел анăçĕнчи компанисене çĕршыва инвестици хывма, пирĕн предприятисене кирлĕ техника, оборудовани, ытти тавар сутма чарчĕç, АПШ, Европăри патшалăхсен тата Раççей хушшинчи суту-илÿ калăпăшĕ пĕчĕкленчĕ. Унти предпринимательсем Чăваш Ене те инвестици малтанхинчен сахалрах хыврĕç. Республикăн тĕп капиталне ăна 2014 çулта — 53,5 млрд, 2015 ç. — 55,7 млрд, 2016 ç. — 50,2 млрд, 2017 ç. — 52,4 млрд, 2018 çулта 51 млрд ытла тенкĕлĕх явăçтарнă.
Санкцисен «лайăх» енĕпе çĕршыври, çав шутра республикăри, предприятисем самаях усă курчĕç: малтан туса кăларман продукцие хатĕрлесе Раççей регионĕсене, чикĕ леш енне сутрĕç. Паян çĕршыв тулашĕнчи патшалăхсене тавар сутакан предприяти республикăра вуншар. Импорт тавар вырăнне хамăрăнне туса кăларатпăр
(Ăçта хамăрăн инвесторсем?)

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.