"Хыпар" хаçат турнирне какай ваклакан хĕр те хутшăнчĕ

20 Юпа, 2019

"Хыпар" хаçат турнирĕ малалла пырать. Паян Кировран килнĕ Елена Матвеева 24 килограмлă икĕ кире пуканĕ йăтса 1-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Вăл хăйĕн ĕнерхи тата паянхи кăтартăвĕсемпе кăмăллă.  Спортсмен авăн уйăхĕнче кăна тÿрех икĕ кире пуканĕ йăтса тренировка ирттерме пуçланă. 3 эрне каялла Томскра иртнĕ ăмăртусенче 48 килограмм йывăрăша 6 хутчен йăтнă. Хальхи кăтарту - 13.

Елена Матвеева шашлăк пĕçерекен организацире какай ваклаканра ĕçлет. Спорта туслă пулни кулленхи пурнăçра пулăшнине палăртать.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас