«Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен ĕçченĕсем Çĕньял шкулĕнче пулчĕç

14 Пуш, 2019

Паян, пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче, «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Елена Атаманова тата Валентина Федоровăпа Вера Шумилова корреспондентсем Шупашкар районĕнчи Çĕньял шкулĕнче пулчĕç. Кĕçĕн класра вĕренекенсене журналпа паллаштарчĕç. Ачасем кăсăклансах итлерĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç.

Каярах вĕсем чĕрĕ «Теттене» чĕнсе илчĕç. Мĕнлерех-ши вăл? Мĕн тĕслĕ-ши? Акă маттурскерсен умне чăн-чăн «Тетте» тухрĕ. Ачасене савăнăçлă кĕвĕпе ташлаттарчĕ, сăн ÿкерĕнчĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасем ăна хаваспах ыталарĕç, тытса пăхрĕç. Чăн та чĕрĕ иккен «Тетте» журнал!

Каярах редакци ĕçченĕсем çак ялти ача садне те çитрĕç. Кунти шăпăрлансем те пирĕн кăларăма хапăл тусах йышăнчĕç. Тепĕр хут килме ыйтрĕç.

www.hypar.ru

Тина АПРЕЛЬСКАЯ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас