«Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ «Ирхи салам» радиокăларăмра хăнара пулчĕ

14 Çĕртме, 2018

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Алина Ларшникова «Тăван радио» эфирĕнчи «Ирхи салам» радиокăларăмра хутшăнчĕ. Передачăра Алена Арсентьева тата Вася Васин çамрăклăха упраса хăварассин вăрттăнлăхĕсем пирки калаçрĕç.

Алина Ларшникова та çак калаçăва хутшăнчĕ. Унсăр пуçне вăл «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсем пирки, вĕсене ăçтан туянмалине тата мĕнле çырăнса илмеллин вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас