«Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ волонтер пулнă

24 Ака, 2018

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Шупашкарта «Ветеран юнашарах пурăнать» акци вăй илчĕ. Тĕп хулари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр ĕçченĕсем волонтерсемпе пĕрле ветерансемпе тыл ĕçченĕсем патне çитсе килеççĕ, хваттере тирпей-илем кĕртеççĕ. «Хыпар» издательство çурчĕн «Çамрăксен хаçачĕн» корреспонденчĕ Ирина Кошкина та пĕр кунлăха волонтера çаврăнса ырă ĕç турĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ — пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшасси. Ирина Кошкина Надия Сулейманова соцĕçченпе, тĕп хулари строительство техникумĕнче вĕренекен Милена Андреевăпа пĕрле виçĕ тыл ĕçченĕ патне çитсе килнĕ, чÿрече, урай çунă. Мария Афанасьева мăшăрĕпе пĕрле пурăнать. Кинемей пĕлтĕр хăех чÿрече çунă. Ун чухне вĕсем патне волонтерсем килесшĕн пулнă, анчах ватă хирĕçленĕ. Кăçал сывлăхĕ хавшанине кура вăл çамрăксене хăнана чĕнме шухăшланă. «Эсир килнĕшĕн савăнтăм. Чÿречесем халĕ питĕ таса», — хĕпĕртенипе кинемей волонтерсене ыталаса илнĕ.

Тĕплĕнрех «Çамрăксен хаçачĕн» çак кĕçнерникун тухакан номерĕнче «Журналист професси улăштарать» рубрикăра çырнă материалта вуласа пĕлме пулать.

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас