«Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатĕнче сăвви пичетленни йăхташăмăра хăпартлантарнă

21 Кăрлач, 2019

Нумаях пулмасть «Тюменьская область. Сегодня» хаçатра чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, культурине саракан йăхташăмăра, Раççей пултаруллă учителĕсен ассоциацийĕн членне Мария Байкаловăна сăмах панă.  Унран иртнĕ çул мĕнпе асра юлнине ыйтнă.

Дарья Прокопьевнăна тав туса çырнă ăшă сăмах çаврине «Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатĕнче пичетлени уншăн чи пĕлтерĕшлĕ самант пулнине палăртнă вăл. Ку сăвва Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер вырăсларан чăвашла куçарнă.

Мария Владимировна каласа кăтартнă тăрăх, Дарья Лукьянова 7 ачаллă урçана качча тухнă. Тĕпренчĕксемшĕн амăшĕ вырăнĕнче пулнă.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Мария БАЙКАЛОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас