«Хыпар» издательство çурчĕн директорне - тĕп редакторне ЧНК тав тунă

Чăваш наци конгресĕн тата унăн ертÿçин сумне ÿстерме пичет ĕçĕнче пысăк вăй, ăс-тăн хунăшăн, конгресăн 17-мĕш Мăн Канашĕ ячĕпе «Хыпар» хаçатăн кăларăмне йĕркелеме хутшăннăшăн Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов «Хыпар» издательство çурчĕн директорне - тĕп редакторне Татьяна Вашуркинăна Тав сăмахĕпе чысланă.

Татьяна Геннадиевна ку Тав сăмахне «Хыпар» издательство çурчĕн мĕн пур ĕçченĕн тăрăшăвне палăртни тесе хаклать. «Йышпа тунă ĕç сумĕ пысăк», - тет вăл. 

www.hypar.ru