«Хыпар» издательство çурчĕн «Эпĕ — паллă вырăнта» фотоконкурсĕ

«Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен редакцийĕ çамрăксем сăн ÿкерĕнме кăмăлланине шута илсе «Эпĕ — паллă вырăнта» çĕнĕ фотоконкурс пуçарчĕç.

«Эсир таçта та çитетĕр, тем те куратăр. Ют хулара çеç мар, ялсенче те паллă вырăн нумай. Ĕçĕрсене «Контактра» социаллă сетьри «Тантăш-Тетте-Самант» ушкăна е электрон почтăна tantas@list.ru адреспа ярса памалла. Хăвăрпа паллаштарма ан манăр. Ăçта ÿкерĕннине те çырса кăтартăр», - сĕнеççĕ конкурс йĕркелÿçисем.

Сăн ÿкерчĕкре — Шупашкарти 36-мĕш шкулта вĕренекен Ангелина Лукина. Вăл Питĕр хулинчи Финн заливĕ патĕнче ÿкерĕннĕ самант. Залив Балти тинĕсĕн хĕвелтухăç енчи авăрĕ шутланать. Вăл Раççей, Эстони тата Финлянди чиккинче вырнаçнă.

www.hypar.ru