"Хыпар" издательство çурчĕн журналисчĕсем "Ирхи кăмăлта" ырă ĕçсем пирки калаçĕç

22 Çурла, 2018

Ыран Чăваш Енĕн Наци радиовĕн хумĕсем çинче пирĕн "Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕн" журналисчĕсем: Ирина Кошкинапа Нина Царыгина -  пулĕç. Вĕсене Мария Самделова радиоертÿçĕ "Ирхи кăмăл" кăларăма чĕннĕ.

Радиоэфирта сăмах ырă ĕçсем пирки пырĕ. "Хыпар" издательство çурчĕн "Çамрăксен хаçачĕ" хăех тĕрлĕ акци: "Япаласем ахалех паратпăр", "Кĕнеке - ачасем валли", "Шкул сумккине тултаратпăр" - пĕрре кăна мар пуçарчĕ. Ырă пуçарăва ĕçтешĕмĕрсем малашне те тăсма шантараççĕ. Сăмах май, Ирина Кошкина хăй те волонтера çаврăнчĕ. Вăл ветерансене чÿрече çуса пачĕ (сăн ÿкерчĕкре - сулахайри), Георгий хăйăвне валеçме тухрĕ. Паян, акă, вăл тата "Хыпар" издательство çурчĕн ытти хастарĕ Шупашкарти кадет корпусĕн строительствинчи нимене хутшăнĕ. 

"Çамрăксен хаçачĕн" журналисчĕсем хутшăнакан радиокăларăм ыран ирхи 7 сехетре пуçланĕ. 

Комментари хушас