«Хыпарта» тăрăшнă ĕçтешĕмĕре юбилей ячĕпе саламларăмăр

25 Чÿк, 2019

«Чăваш коммунинче», «Коммунизм ялавĕнче» /халĕ «Хыпар»/ вăй хунă ĕçтешĕмĕр Ксения Алексеева çуралнăранпа чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче 90 çул çитрĕ. Ксения Яковлевна паян — хаçатра ĕçленĕ чи ватă ветеран. Çак кун ун патне çитсе килтĕмĕр.

«Хисеп палли» орден, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» тата ытти медаль кавалерĕ паян, шел те, ваттисемпе инвалидсен Кÿкеçри интернат çуртĕнче пурăнать.

Ашшĕнчен пĕчĕкренех тăлăха юлнă хĕрачан пурнăçĕ вăрçă çулĕсенче питĕ йывăр пулнă. Тăватă класс пĕтерсен ăна «Чăваш коммунинче» корректорта ĕçлекен Анна Майорова Шупашкара икĕ ачине пăхма илсе килнĕ. 1943 çулта курьерта ĕçлеме пуçланă, унтан машинисткăра, корректорта. Çапла 45 çул сисĕнмесĕрех иртсе кайнă.

Тĕлпулу асаилÿсемпе пуян пулчĕ. Ветеран пурнăçран уйрăлса кайнă ĕçтешĕсене, паян пурăнакансене ырăпа аса илчĕ, хаçатçăсене çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Эпир те ăна чун-чĕререн хисепленине, юратнине пĕлтертĕмĕр.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас