Хыр, чăрăш лăсси

10 Кăрлач, 2018

Маларах ĕнесене сивĕ вăхăтра улăмпа хутăш хыр, чăрăш турачĕсем авăртса çитеретчĕç. Эпĕ халĕ качака усратăп, вăл пĕтĕ. Хыра, чăрăша ăна çитерме юрать-ши?

Моисей ПЕТРОВ. Тăвай районĕ, Ураскасси ялĕ.

Сирĕн ыйтăва Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальти ветеринари участокĕн заведующийĕ Галина ВАСИЛЬЕВА хуравлать:

— Хыр, чăрăш лăсси пур выльăхшăн та усăллă. Вĕсем марганецпа, тимĕрпе, пăхăрпа, цинкпа, кобальтпа, калипе, натрипе, кальципе, эфир çăвĕпе тата фитонцидпа, микроэлементпа пуян. Ытларах юпа-пуш уйăхĕсенче хатĕрлени усăллă. Ăна пĕтĕ качакана та пама юрать, анчах нумай мар. Кунне темиçе турат.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.