Хытă каяшсем тĕлĕшпе ыйтусем пур-и? Шăнкăравлăр!

21 Кăрлач, 2019

Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнчен республикăра йăлари хытă каяшсемпе ĕçлемелли çĕнĕ йĕрке вăя кĕнĕ май республикăра пурăнакансемшĕн нумай ыйту çуралнине пĕлетпĕр. Çынсем, уйрăмах ялта пурăнакансем, кăмăлсăрри те вăрттăнлăх мар – ку енĕпе редакцие час-часах шăнкăравлаççĕ, çырусем килеççĕ. Çакна шута илсе «Хыпар» Издательство çурчĕ «тÿрĕ лини» йĕркелет.

Хаçат редакцине ЧР Строительство, Çут çанталăк ресурсĕсен министерствисен, Тариф службин, Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн тата каяшсемпе тÿррĕнех ĕçлекен «МВК «Экоцентр» компани ертÿçисемпе представителĕсене чĕнтĕмĕр — республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене вĕсем тĕплĕн хуравласса шанатпăр.

«Тÿрĕ лини» çитес ытлари кун, январĕн 22-мĕшĕнче, 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен ĕçлĕ. 8 /8352/ 56-00-67 телефонпа шăнкăравласа кашниех хăйне пăшăрхантаракан ыйтусене пама пултарать — тулли хурав илме май пур. Шăнкăравлăр, ыйтса пĕлĕр!

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.