Илле Тăхти прози

26 Çурла, 2014

И.Тăхтин çырас ăсталăхĕ те, пурнăçа ÿкерес мелĕ те пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех пĕр стильлĕ тата пĕр шайра пулман.

И.Тăхти пултарулăх ĕçне халăх сăмахлăхĕпе кăсăкланнă май кĕрсе кайнă. 1905 çулта вăл Н.Никольский ыйтнипе тĕрлĕ халап пухать. 1906 çулта пулас çыравçă семинарире алпа çырса кăларакан «Шурăм пуç» журнал валли «Мĕн курни, мĕн илтни» ятпа виçĕ халап çырса парать. Вĕсемпе усă курса каярах илемлĕ хайлавсем çырать.

«Эпĕ çуралнă çĕр-шыв» хайлавра калавçă истори халапĕсене, ваттисем аса илнисене каласа пани курăнать. Вăл темиçе яла танлаштарса тишкерÿ те тăвать: «Чÿрече хупписене сăрламан, сăрлама укçа кирлĕ, пирĕн ялти чăвашсем пуян мар, çавăнпа хутахай хыççăн пит каймаççĕ...… Ĕç хыççăн йăванарах çÿресен, апата тутлă çисессĕн вара çултан çула çитерсе пырасси питĕ хĕнĕ». Юнашар Энĕшпуç ялĕнчех урăхла иккен. Унта ĕçкĕ-çикĕпе вылянмаççĕ, «çут тум тăхăнса, пасар тавраш илсе» укçине пĕтермеççĕ. Çав ял пуянĕсем те арманти вырăссемпе ĕçсе çÿремеççĕ.

Çак 20-мĕш çулсенче вăйлах палăракан ирони стилĕллĕ, тишкерÿллĕ хайлава синкретикăлла жанрпа хайланă. Унти тĕп шухăш /чухăнлăх ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхнинчен, яка тумланма тата пуп таврашĕпе туслашма тăрăшнинчен килет тени/ çыравçăн «Финляндияра пурăнакан халăхсем» ятлă очеркĕнче /1908/ те сисĕнет. Финсемпе белоруçсен, литвасен пурнăçĕ çинчен çырнă хыççăн автор еврейсем пирки калама пуçлать: «Еврей еврее пур çĕрте те пулăшма, ăс пама тăрăшать. Эрех хăйсен аллинче пулсан та еврей, вăл çын ĕмĕрне кĕскетнине пĕлсе, ĕçмест».

Çапла вара И.Тăхти малтанхи очеркĕсенче, тĕпрен илсен, çутлăх ыйтăвĕсене хускатни курăнать. Вĕсенче çыравçăн иронийĕ те сисĕнет.

«Ухливан вутăша улталани» /1908/ ятлă юмаха И.Тăхти хайлав мелĕсене упраса çырса илме тăрăшнă. Вуланă чухне куç умне хайлавçă сăнарĕ тухса тăрать. Çапах та çав юмах хайлавçă сăнарне хăй кăна калăплайман пулĕччĕ, кунта итлевçĕ /вулавçă/ тимлĕхĕ Ухливанпа вутăш ачи хушшинчи тупăшăва йĕрлĕччĕ. Юмахран юмахлă калав туса уйрăм кĕнекен пичетлеме шухăш тытнă И.Тăхти унăн пуçламăшне туртса хурать те калавçă-хайлавçă сăнарне кăтартакан абзацсем кĕртсе лартать. «Пĕрре, хĕлле, каç пулттипе кÿршĕри Пилеш Мĕтри патне кайрăм, шакăлтатса ларма», - текен йĕркесем калу чăн пулса иртнине аса илнĕ пек сыпăнса пырасса систереççĕ. Ваçка калавçă юмах ăсти иккен.

Юмахлă калавăн икĕ пайне çыхаканĕ - Ваçка юмахçă сăнарĕ. Вăл пĕрремĕш пайри тĕнчере пурăнать, çав хушăрах тепĕр пайĕнчи ĕç-пуçа та пĕлет: хăй куçĕпе курнă ăна. Вулавçă юмаха вуланă чух та ăна калаканĕн сывлăшне туйса пырать. Лешĕ те манса каймасть хăйне итлекене. Пĕр вырăнта вăл çапла калани те пур: «Ухливана çакă çеç кирлине юмах итлекен те пĕлет».

Хайлав тĕп шухăшĕ унăн ятĕнче палăрманни иккĕленÿсĕр. Ухливан вутăша улталани çинчен калаканĕ хăй тĕпре тăрать кунта. Вăл сăмах ăсти, хăйне евĕр асамçă, сăмахпа ахăртиччен култарма кăна мар, выльăх-чĕрлĕх хунавне хăртма та пултарать.

Сăмах шăмакка пек сыпăкăн-сыпăкăн ÿссе чечеке ларма, таврана тутлă шăршă сарма пултарать иккен. Сăмах ăстин тĕп тĕллевĕ те сăмах çумне сăмах хушса çынсене çав сыпăнун илемĕ-ырлăхĕпе савăнтарасси-мĕн. Çак ытарлăхра И.Тăхти пултарулăхĕн тĕп енĕ курăнать. Унăн хайлавĕсенче ĕç-пуç черетленĕвне мар, чи малтан сăмахсен сыпăнăвне сăнамалла.

1910 çулта И.Тăхти хăй вĕрентекен ачасенчен тĕрлĕ юмах-халап, юрă-сăвă çырса илни, вĕсен пĕр пайне тепĕр çултан «Тавăт, Мĕлĕш, Шураç юррисем. Туй юррисем» ятпа Хусанта уйрăм кĕнекен кăларни паллă. Пичетленмен текстсен хушшинче çыравçă хăш-хăш ял чухăн е пуян пулнине палăртни пур.

Çутлăх идейисене «Хураç» калав та пăхăннă. Унти тĕп харкамçă чухăн пурăнни вăл кахал тата ĕçкĕç пулнинчен килет иккен. Хураç сăвăлла шухăшласа каланă сăмахсене çыравçă Н.Некрасовăн «Юрăсем» ярăмри «У людей-то в дому - чистота, лепота» сăввин куçарăвĕнчен илни паллă. Вырăс сăвăçи чухăн хресчене пусмăрлани çинчен çырнă пулсан, И.Тăхти вара çав сăмахсене ялти ĕçкĕçпе кахала калаттарать. Ку вăл çыравçă ун чухне çутлăх идейисене мала лартнине пĕлтерет.

Чи тĕлĕнмелли - калав ячĕпе унăн шухăшĕ каллех тÿр килменнинче, çав кĕнеке «Пуян пулас килсен çак кĕнекене ил» ятпа пичетленнĕ. Хайхи пуяс ĕмĕтлĕ çын туянать те ăна ĕçлемесĕр, вăй хумасăр пуйма май çуккине ăнланса илет. Е тата çав хайлавах 1926 çулта панă çĕнĕ ята илер-ха: «Ĕçчен çын». Вулавçă ÿркевсĕр çын çинчен вуласа пĕлме хатĕрленет, Хураç чухăн пулнинчен тĕлĕнет. Хайлав ятне кĕртнĕ сăмаха /ĕçчен/ хирĕçле пĕлтерĕшпе ăнланмаллине вăл вуланă май тин ăнланса илет. Хайлав ячĕсен пĕлтерĕшĕ И.Тăхтин пачах урăхла, вĕсене чылай чухне тĕрлĕ вулавçăран ансатраххисене асра тытса пыни сисĕнет. Çакă автор пĕр хайлавах темиçе сийлĕ шухăш варма тăрăшнипе те çыхăннă.

1919-1924 çулсенче И.Тăхти поэзи жанрĕпе çырнине вăл романтикăлла калăва çывăх тăракан сатирăлла калу енне куçса пынипе ăнлантармалла. Автор «Колчака» поэма тенипе килĕшмен, ăна вăл политикăлла памфлет тенĕ. «Таса туталлă пупсене» кăмăлламанни çыравçăн 1917 çулта хайланă «Пара слов о чувашской литературе» ĕçĕнче те вăйлах сисĕнет. Ăшă йĕплев тăрăхлава çаврăнса çитет. «Колчакри» кулăш çыннăн хăтланăвĕпе сăн-питне юри кулăшла ÿкерсе-сăнласа панине пула йĕркеленет. Кунта Н.Шупуççыннин витĕмĕ /«Пĕтелмей», «Чĕлĕм»/ те сисĕнет. Чăваш кулăшĕ 1919 çул тĕлне чылаях аталанни, ăна И.Тăхти витĕр пĕлсе тăни иккĕленÿсĕр.

1925-1930 çулсенче И.Тăхти романтикăлла эпикăлăхран калуçăн тăрăхлавĕ-питлевĕ урлă çав тулашри питлеве /вăл тĕрлĕ социаллă сийсенчен кулни пулнă/ шалти питлев енне /кунта чи малтан калуçă хăйĕнчен тăрăхланине асăнмалла/ çавăрса яма пултарнине палăртмалла. Çыравçа харкам тăрăхлу стиль тума, тарăн шухăш варма кирлĕ. Унпа пĕр харăсах Тăхти калури монтажлăх мелне алла илсе пырать. Çине-çине абзац пулни, ÿкерчĕке сахал сăмахпах ÿкерсе пани, курăма пысăкран пĕчĕклетсе, сыпăнтарса пыни Тăхтин тăтăшах тĕл пулать. Акă çапла мелпе вăл «Ăслă, аслă, чаплă, сумлă паттăрсем» калавне /1926/ пуçлать те çав мелпех ăна вĕçлет. Кунта вара пĕчĕк курăм каллех пысăккине куçса каять: «Пушăт, мунчала, тавăрнă çăпата, шĕшлĕ сĕтел-пукан çинче. Сак çинче кĕпе. Икĕ кантăк, хĕвел, пÿрт. Хурăн, йăмра - урамра. Пĕр ял, улăм витнĕ ял».

Çак стиль енне туртăнни çыравçа сăвăланă калуран монтажлă калу патне илсе çитерет. Поэзире «уссăр сăмах» нумай тесе шухăшлать вăл. Хăйĕн «Элихунне» пичетлесе кăларма май килменни ăна «Чăваш поэтсене» сăвва çырма хистет. Пĕр критик ал çыру çине «çакна çыраканĕн ăс-тăнĕ вырăнтан сикнĕ пулас» тесе палăртнă.

Çыравçă-калавçă хăйне сăмах сыпма пĕлменшĕн ÿпкеленĕ пек пулса тухать. Паллах, ытарлу мелĕпе çапла çырать ĕнтĕ вăл, çапах та халăхра «Кĕпçе пултăр сыпăклă, Сăмах пултăр татăклă» тесе каланине /«Колчак»/ ас тусах тăрать вăл. Халăхра сыпăнуллă текстсем питĕ йышлă /вĕрÿ-суру чĕлхисем, сыпăнуллă юрăсем/. Унта кĕрекен текстсене монтаж мелĕпе йĕркеленĕ. «Çÿллĕ-çÿллĕ тусем пур. Тусем çинче чулсем пур. Чулсем çинче сар арча, Сар арчара йĕс тура». Çав сыпăнуллă меле ăша хывнă та ĕнтĕ çыравçă. Монтажлăх, хайлалăх, хайлаври шухăшăн нумай сийлĕхĕ, калавçă-автора мĕскĕнлетсе калаçтарма тăрăшни - çаксем пурте И.Тăхтин хăйне евĕрлĕ стильне йĕркелеççĕ. Çыравçăн прози ыттисеннинчен чăвашларах пулса тухнипе уйрăлса тăрать. Халăхăмăрăн сăмах вылятаслăх хевтине туйса вăл нимĕнех те каламалли çук тенĕ тĕлтенех каламалли тупать. Чылай чухне автор геройсен ячĕпе калаçать, вĕсен шухăшлавĕ-курăмне, чĕлхине палăртать. Ытларах чухне çав харкамçă сахал вĕреннĕ хресчен, вăл пурнăçри ырă улшăнусене çийĕнчех ăнланса та ĕлкĕреймест.

Тăхтин прози чăваш сăнарлă шухăшлавне çĕнĕ шая çĕкленме пулăшнă. Авторпа геройсен тĕнчисем пĕр марне кăтартни ун чухнехи прозăшăн питех те пĕлтерĕшлĕ. Çыравçăсем хăйсен шухăшне тенденциллĕ, çиеле кăларса калани, геройсене схемăласа калăплани хайлавсене шупкалатнă. Ку тĕлĕшрен Тăхти урăх, вăл геройсене ирĕке ярса, чылай чухне ухмаха суптарса калаçтарать. Ун пек вырăнсенче автор позицине палăртма çăмăлах мар.

И.Тăхти хăйĕн хайлавĕсенче чăваш тĕнчине, унăн наци характерне кăтартас тĕллеве сюжет-фабула йĕрлессинчен маларах лартать. Ку тĕлĕшрен унăн «Çиçĕм çăмахĕ» калавĕ /1927/ питех те курăмлă. Унти харкамçăсен тĕнчи - вĕренмен чăваш хресченĕн пурнăçĕ-шухăшлавĕ. Вăл çут çанталăк илемне туять, сăмах-çăвартан та, çи-пуçран та тирпейлĕ. Çав хушăрах хăй тĕнчинчен тухса курманскер ытти хула-çĕр пирки сахал чухлать. Унăн шухăшлавĕпе, апат таврашĕ вут çулăмĕ çинче кăна пиçме пултарать, электричество тенине вĕсем çунакан вутăн /вăл кăмака вучахĕнче çунать, тĕтĕм-сĕрĕм кăларать, савăт-сапана хăрăмлать/ кăна курма пултараççĕ. Çапах та çакăн йышши калавсем палăртмаççĕ Тăхтин тăхтилĕхне.

«Сĕр. Пĕр. Сам. Канур» /1928-1929/ хайлав малтанласа И.Тăхтин «Калавсем» кĕнекинче кун çути курнă. 1979 çулта тухнă кăларăма ăна кĕртмен, «унта тĕл-тĕл вирьялсен калаçăвне анатрисенчен кĕçĕне хурса тăрăхлани сисĕнет» тесе асăрхаттарни кăна пур. Хайлава калавçă ячĕпе çырнă. Вăл анатри чăваш иккен, хăйне пуклак чĕлхеллĕ те катăк тăн-пуçлă çын вырăнне лартать.

«Катăкрах çав эпĕ. Çавăнпа пуль, ни анатри чăвашсем, ни тури чăвашсем, вирьялсем, эпĕ çырнă пеккине пит вуланиех туйăнмасть. Çынсем калаçаççĕ, пуплеççĕ, сăмахлаççĕ, çынсем çыраççĕ - çăкăр çине пылпа çу сĕрсе çинĕ пек, пĕр стакан чей çине икĕ кашăк сахăр, виçĕ кашăк хăйма ярса ĕçнĕ пек тутлă пулать вара çынсен çыру-сăмах таврашĕ. Ман сăмах-çыру унашкал пулас çук çав. Хам çара пуç, кукша эпĕ, ман çыру-сăмах-юмах та кукша-çке ĕнтĕ, мĕскĕн пулать çав ман çыру-пуплев».

Çак калавçă-харкамçă ыттисен ырă кăмăллă калаçăвне итлесен, вĕсем вырнаçуллă çырнисене вуласан кĕвĕçÿпе тулса ларать иккен. Пурне те ярса илме хапсăннăран вăл урамăн пĕр енĕпе хăй, тепĕр енĕпе вара арăмне уттарать: «Çапла вара, пĕр вăхăтлăха та пулин, арăмпа иксĕмĕр аслă урама хамăр алра тытрăмăр çав».

Çак «ыйăхлă, наян, ÿркенчĕк, кахал ятне кăна илтнĕскер», малтан анатриллерех çыркаланăскер, турисемле çырсан хăйне вулама пуçламĕç-ши тесе шухăшлать. Пуçлать хайхи сăмаха хуçкалама, аса илÿ çумне аса илÿ çыхма.

Калавçă автор ирĕкĕнчен тухать пек, пĕрре хĕвел ăшши çинчен /«анатрисене, вирьялсене – кама ăшшăнтарах пăхать-ши çав хĕвел»/, тепре çав ăшăра çара пуç çÿресе хăйĕн ăс-хакне ÿстересси çинчен пакăлтатать вăл. Сăмах йĕркине çухатнă калавçă вылясах каять: «Пĕтрĕм поль, çухалтăм поль, аташрăм поль, кокшă пуçра ман шанчăк çок, сăмахсен тилкепи ман алыран тохса ÿкрĕ полас, мин тувас-хе».

Мĕнле çынна сăнарланă кунта И.Тăхти? Вирьял калаçăвĕнчен тăрăхлать-ши вăл? Мар, паллах. Кунта вăл чăваш çыннин пĕр типне ÿкерсе кăтартать. Çакă малалла çырнинче питĕ аван курăнса каять. Калавçă ирсерен, серте-çăмах яшкине «тин уçланă уйранпа сыпа-сыпа» çисе тăрансан, арăмне темиçе чĕлхепе тав тума манса каймасть: «Хăйпăт хатынăм - дорогой карчăклар, тауссе синекке, милой мой шена». Мăшăрĕ вара çармăс акценчĕпе хуравлать.

Халĕ калавçă аслашшĕнчен тигр-арăслан таврашĕ мĕншĕн хаяр тата вăйлă пулни пирки ыйтнине аса илер. Çав «тискер кайăксем ирĕкре, вăрманта пурăнаççĕ, тем те пĕр çиеççĕ. Çавăнпа вĕсем вăйлă* сывă пулсан хаярланма та, куштанланма та пулать вара».

Сывă, вăйлă çынсем куштанланма пултараççĕ, пуян, ăслă пулаççĕ тенипе пĕр килмест-и çакă? Канур ятлă çын та витаминлă апат çинĕрен паттăра тухнă иккен. Паллах, калавçă вулавçăсене пахча çимĕç ытларах лартма чĕнсе çырни тĕп шухăш мар кунта. Вăл çиелте выртакан, ансат вулавçă ячĕпе калани кăна. Калавçă хăй те ăслă-тăнлă çынах, вăл калас тенине юри уçăмсăрлатса пытарать, ухмаха перет. Ача чухне ăна попугай «ухмах» тесессĕнех вăл çав кайăка «чăмăрласа кăтартнă». Кайран /ватлăхра-ши, совет саманинче-ши?/ кăна вăл саккун пăсасран кăна мар, арăмĕн уттинчен те шикленме пуçлать. Е çапла çырса шăнман пăр çине лартать-ши вăл вулавçа? Чăмăр кăтартса мар, ухмаха персе те чееленсе пурăнма вĕреннĕ çав калавçă. Акă мĕнле чăваш типне калăпланă кунта И.Тăхти.

1931-1937 çулсем И.Тăхтишĕн чи йывăр тата асаплă тапхăр пулнă. Пĕр енчен, литературăри цензура пăркăчне хытарса çитернĕ, çавна пула ирĕклĕрех çырнă калавĕсене пачах та пичетлеме май килмен. Тепĕр енчен, çыравçăн сывлăхĕ çулсерен хавшаса пынă. Вăл хăй нумаях пурăнмасса туйса тăнă. 1935 çулхи çурла уйăхĕнче И.Тăхти 60 килограмм тайнă пулсан, 1937 çулхи ака уйăхĕнче 45,7 килограмма çити чакнă.

1936 çулхи кĕркунне И.Тăхтие Тутарстанăн Аксу, Элкей тата ытти районне халăх юрри-сăмахĕсене пухма яраççĕ. Çакăн çинчен вăл В.Толстов-Атнарский патне янă çырăвĕнче çапла пĕлтерет: «Кĕркунне, йĕпе-сапара пĕр уйăха яхăн çул çÿресси çăмăлах мар ĕнтĕ чирлĕ çынна. Уна эсир, Валериан Григорьевич, лайăх пĕлетĕр. Чăвашла сăмах пур вара вăл - шăла çыртса-тÿссе çÿрерĕм çав тесе калама юрать пуль ун çинчен. Тепле тÿсрĕм вара. Хам та шухăшлап кайран. Тÿсесех тесен, этем пит нумай тÿсме пултарать пуль çав, тесе шухăшлатăп. Чăтăм пулсан, пит часах аптрамасть, тен, вăл çын. Чăтăмлă çын вăл, теççĕ вара хăш-хăш çын çинчен <...> çул çÿресси çăмăл мар ват çынна, чирлĕ çынни....»

Н.Шупуççынни вĕрентекенре ĕçленĕ тăрăхра çÿресе И.Тăхти нумай сăвă-юрă çырса илет. Çав юрăсенчен пĕрне икĕ чăваш сăвăçĕ, Н.Романов аса илнĕ тăрăх, ыталашсах юрланă иккен.

Кĕçех Н.Шупуççыннине арестлеççĕ, И.Тăхти юлашки кунĕсене пурăнса ирттерет. Çĕре кĕриччен пĕр уйăх маларах «Сунталăн» 9-мĕш номерĕнче хăй çинчен çырнине вуласан çыравçă мĕн шухăшланине эпир нихăçан та пĕлеймĕпĕр ĕнтĕ. НКВД следователĕсен хучĕсене тĕпе хурса çырнă статьяра /«Халăх тăшманĕсене тĕпĕ-тымарĕпех кăкласа çĕмĕрсе тăкар»/ И.Тăхти çинчен çапла каланă: «Тилĕ пек чеескер, кушак пек йăпăлтискер вăл «Шерхулла» калавсен кĕнекинче ĕлĕкхи чăваш ялне совет вăхăтĕнчи чăваш ялĕ туса кăтартать. «Нянине, паппине» «поэминче» фашистсем килесси çинчен тĕлленет, тăшман чĕлхипе чăваш халăхĕ çинчен, унăн çыруçисем çинчен тÿсме çук мăшкăлла чĕлхепе çырать. «Поэмăн» пайĕсене иртнĕ çулта пичетленĕскер юлашки пайне редакцирен илсе тухса тарма ĕлкĕрнĕ. Çапларах пытанса юлнă тепĕр тăшманăн сăн-пичĕ».

Çакăн пек лару-тăрура çĕре кĕнĕ И.Тăхти.

Çыравçăн 1927 çулхи ака уйăхĕнче çырнă хучĕсен хушшинче «чĕрĕ тип» /живой тип/ тесе палăртни пур. Çав тип психологи тĕлĕшĕнчен кăна мар, пуплев-калу енчен те кăтартуллă пулма пултарать. И.Тăхтин стилĕ çырура та вăйлах палăрать. 1935 çулта «Колчак» кĕнеки тухсан çыравçă унти çитменлĕхсене асăрхаса вĕсем çинчен хаçат урлă пĕлтерме шухăш тытать. «Кĕнеке çырас ĕçе çыраканни витĕр чухлайман пирки, тĕрлĕ çĕрте авторăн тăн çитмен майĕпе, унта-кунта йăнăшсем пулнă вăл кĕнекере», - пуçлать И.Тăхти хăйĕн çырăвне. Редакци асăрхаттарăвĕ пирки çапла йĕплет вăл: «10-мĕш енче паллă туса çырни пур: «Качча кайнă хĕрĕн хăйматлăх ашшĕне ун упăшки вăртах тет» тенĕ. Хăйматлăхпа вăртах пĕр сăмах-ши вара?! Харпăр хăй сăн-пуçне çухатса, хăçан пĕр çĕре çăрăнса кайнă-ши вара вăл сăмахсем?! Çăмахпа пашалу иккĕш те пĕр япалах-çке тенĕ пекле пулмас-ши апла вăл? Унашкал «чаплă сăмах-йăмаха» ăнланма хамăн та тăн çитеймес-çке те...» Ухмаха пени çеç мар кунта, ытларах кĕнекери ăнлантарăва çыраканĕнчен кулса тăрăхлани сисĕнет. Калавсенче те çаплах, ухмах супаканĕ пĕртен-пĕр калавçă кăна, авторĕ вара иронилет, калавçăн шухăшне пач хирĕçле çавăрса хурать.

«Парăм - 777 тенкĕ» калав /1931/ И.Тăхтин стилĕ аталанса пынине кăтартать. Унти калавçă юри ухмаха пемест темелле, вăл хăйне пачах та мĕскĕнлетмест. Пурнăçри пур ĕç-пуçа çавскер укçа çине куçарать, вăтăр çул хушшинче кама миçе тенкĕлĕх парăма кĕнине «учета илсех» шутлать. Авă амăшĕн варĕнче тăхăр уйăх пулнине те, хăйне сăпкара сиктерсе ăна чăрмантарнине те шута илнĕ ĕнтĕ калавçă. «Индивидуаллă пурнăçпа пурăнса пулнă парăмсем» тет вĕсене çак харкамçă. Халĕ парăмсен хуçи пĕрлешÿллĕ хуçалăха кĕнĕ, «малашне ман пурнăç та зажиточнăй пулать» тесе ĕмĕтленет вăл. Кунти автор иронийĕ харкамçă сăмахĕсене юрăхсăра кăларать. «Çав асăннă парăмсене пятилеткăра пара-пара татапах ĕнтĕ» тени вара колхоз ăнлава кăна мар, пятилетка сăмаха та йÿнетсе ярать, мĕншĕн тесен вĕсене пурнăçра юратупа тивĕç мĕн икенне чухламан чурăс чĕреллĕ этем пекки калать.

Хайлаври шухăш яланхи пекех темиçе сийлĕ пулса тухнă. Калавçа ансат ăнланаканшăн вăл çиелтех выртать. Тарăн шухăшĕ вара колхозсем йĕркеленĕ вăхăтри чĕрĕ типа кăтартнинчен йĕркеленет. Вăл юратусăр, парахатарсăр ывăл. Мĕн пурне укçа çине куçарса виçет тата хаклать. Шăпах ун йышшисем планпа /пилĕк, вунă çуллăхсемпе/ пурăнаççĕ те ĕнтĕ. Ку вăл текстран тухса, çав хушăрах хайлав авторĕн логикине аталантарса каланă шухăш.

Виталий РОДИНОВ,

филологи ăслăлăхĕсен докторĕ

Рубрика: