Инкеке лекнĕ çынсене пулăшма хатĕр

21 Утă, 2014

Чăваш Ене Украинăран тарса килекенсен шучĕ ÿссех пырать. Кун пирки Украина регионĕсене тата килне-çуртне пăрахса килекен çынсене пулăшас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕç. Ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пычĕ.

РФ Миграци службин Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Виталий Черничкин каланă тăрăх - утă уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне служба Украинăн 1276 гражданне шута илнĕ. Чăваш Енре вăхăтлăх пурăнма 207 çын ирĕк ыйтнă. "Украинăран республикăна килекенсен йышĕ шута илнинчен ытларах та, - терĕ вице-премьер ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова. - Пенсионерсем, ачасем, тăванĕсем патне хăнана килекенсем çĕр-шывра 180 кун хăйсем пирки тивĕçлĕ органсене пĕлтермесĕр пурăнма пултараççĕ". Сывлăх сыхлавĕн министерстви çакăн йышши тĕслĕхсене сăнаса тăма, шута илме муниципалитсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ.

Премьер-министр утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче республикăна çитнĕ граждансен шăпипе кăсăкланчĕ. "Ултă çын тăванĕсем патне Казахстана, Чул хулана, Тюмене кайма кăмăл тунă. Вĕсем валли билет туяннă. Чăваш Енре юлас текенсене ĕçе вырнаçма документсем хатĕрлеме пулăшаççĕ. Ашшĕ-амăшне ирĕклĕ ĕçлеме май туса парас тĕллевпе ачасене шкула, садике вырнаçтарма йышăннă", - пĕлтерчĕ Алла Самойлова. Вĕренÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова каланă тăрăх - тăватă çын ача садĕнче вырăн ыйтса заявлени çырнă. "Шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсенче 4 çултан иртнисем валли вырăн пур. Виçĕ çула çитейменнисемпе йывăртарах пулĕ. Шкулсемпе çыхăннă лару-тăру ансатрах", - терĕ министр çумĕ. Украинăн кăнтăр-хĕвел тухăçĕнчен Шупашкара 33 ача килнĕ.

Иван Моторин куçса килнĕ çынсене ĕçпе тивĕçтермелли çинчен пусарсах каларĕ. ЧР Ĕçлев службин ертÿçи Сергей Димитриев каланă тăрăх - вакансисен ятарлă банкĕнче Украина гражданĕсем валли 147 тĕрлĕ профессипе тата специальноçпе 1503 ĕç вырăнĕ пур. Чăваш Республикинчи 45 организаци кăмăл пуррисене ĕçе илме хатĕр. Хăшĕ-пĕри пурăнмалли вырăнпа та тивĕçтерет.

Украина гражданĕсенчен чылайăшĕ Чăваш Енри предприятисене ĕçе вырнаçас тĕллевпе килет. Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче ЧР Сывлăх сыхлав министерствин, Ĕçлев службин яваплă çыннисем Ростов облаçĕнчи Таганрога тухса кайнă. Ведомствăсен ĕçченĕсем Украинăран тарса килнĕ çынсем вăхăтлăх пурăнакан вырăнсенче "ваканси ярмăрккисем" ирттернĕ. Çавна май инкеке лекнĕ кÿршĕ çĕр-шыв гражданĕсенчен чылайăшĕ Чăваш Енре малтанах ĕç вырăнĕ тупма пултарнă.

Ĕç условийĕсем, шалу тивĕçтерменрен иккĕленсе тăракан та çук мар иккен.

Украина çыннисене "Контур" ОАО общежитийĕсенче, "Чувашиякурорт" хăна çуртне вăхăтлăх вырнаçтарнă. "Карантин вĕçленсен вĕсене çемьесене, ытти çĕре пурăнма куçарма палăртнă", - терĕ сывлăх сыхлав министрĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствине республика çыннисенчен тата икĕ организацирен /Раççейри çăлавçăсен союзĕ тата "Заимка" турбаза/ хваттерпе, çуртпа, общежитисенче пÿлĕмпе тивĕçтерме хатĕрри çинчен çĕр ытла сĕнÿ килнĕ. Шупашкарта пилĕк çемье ырă кăмăллă çынсем патĕнче вырăн тупнă.

Валентина БАГАДЕРОВА