Инкеке сирекенсем

24 Кăрлач, 2015

Çак эрнере Правительство çуртĕнче республикăри васкавлă службăсен ертÿçисем вĕренÿпе методика пухăвне пуçтарăнчĕç. Чрезвычайлă лару-тăрăва сирес ĕçре вăй хуракансем иртнĕ çулăн кăтартăвĕсемпе, пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕç. Пухăва Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн пуçлăхĕн заместителĕ Дмитрий Маркушов та хутшăнчĕ.

Мероприяти куравран пуçланчĕ. Дмитрий Альбертовича республикăри пушарпа çăлав службисем хăйсем ĕçлекен çĕнĕ техникăна кăтартрĕç. Вĕсен йышĕнче вырăна тухакан ăшăнмалли машинăсем те, юр çийĕн çÿреме пултаракан транспорт та, шурлăхра çÿремелли те... Çуркунне пăр ирĕлнĕ вăхăтра та шыв çийĕн çÿреме пулать унпа. Уншăн пăр катăлни те хăрушă мар иккен. Ăшăнмалли пункт-палатка та вырнаçтарнă куравра. Кĕçнерникун çанталăк сивĕччĕ те, унта чăннипех те ăшăнма май пуррине тĕрĕслекен чылайăн тупăнчĕ. Правительствăн чрезвычайлă лару-тăрăва сирес комиссийĕн ертÿçи Олег Марков Комсомольски районĕнчи 31-мĕш пушар чаçне шыв цистерниллĕ çĕнĕ КАМАЗ уççине пачĕ.

Каярах уçăлнă ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Олег Марков ертсе пычĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов иртнĕ 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Сентябрь уйăхĕнче Шупашкарти Петров урамĕнче çурт ишĕлнĕччĕ. Çав уйăхрах «Çĕрпÿ-Чĕмпĕр» çул çинче пысăк инкек тухрĕ. Унта 5 çын вилчĕ, 2-ĕн аманчĕç. Октябрь уйăхĕ пăрлă çумăрпа асра юлĕ. Ноябрь уйăхĕнче Улатăрта пурăнакансене шывпа тивĕçтересси йывăрлăх кăларса тăратнăччĕ: ятарлă управра шыв нормăран чакнипе çыхăннăччĕ ку.

Çав вăхăтрах пĕлтĕр 1032 пушар тухнă, 128 миллион тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнĕ. «Хĕрлĕ автан» серепинче 96 çын пурнăçĕ татăлнă, вĕсен шутĕнче - 5 ача. Чи çунакан тăрăх Канаш районĕ пулса тăнă, унта 56 пушар алхаснă.

Пĕлтĕрхи пархатарлă юхăмсенчен пĕри - пушар хуралĕн ирĕклĕ пĕрлешĕвĕсем аталанни. Паянхи куна республикăра вĕсен йышĕ 901-пе танлашать. Хăйсен ирĕкĕпе хурала 5845 çын тухать. Вĕсем пурри усăсăр марах. Акă пĕлтĕр кăна пушар ирĕклĕ хуралçисем хăйсем тĕллĕн 29 кăвайта сÿнтернĕ. 247 тĕслĕхре пушар сÿнтерме пулăшнă, 74 хутĕнче инкек вырăнне пĕрремĕш çитнĕ. Çапла куллен пушарнăйсемпе пĕрле 393 çын хурала хăйсен ирĕкĕпе тухать.

Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе чи маттур ĕçленĕ вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене çуллен палăртасси те йăлана кĕнĕ. Анчах çав вăхăтрах çак тата ытти конкурссене хутшăнманнисем те пур иккен. Вĕсене Дмитрий Маркушов ура çине тăратсах асăрхаттарчĕ. Тепĕр тесен, сăмах инкексен шучĕ ÿснĕ, япăх ĕçлекен, кăтартусемпе савăнтарман районсен представителĕсене те лекрĕ. Ĕçре тивĕçе май пур таран тĕплĕ те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама ыйтрĕ Дмитрий Альбертович.

Штабра вăхăт-вăхăт тренировкăсемпе вĕрентÿсем иртеççĕ. Хăш-пĕр муниципалитетсен ертÿçисем хăйсен тивĕçне лайăх пĕлменрен чылай çĕрте кирлĕ шайра пулаймаççĕ иккен вĕсем. Çавăнпах тĕрлĕ лару-тăрура хăйсене мĕнле тытмаллине пĕлменнисем те пур. Ертÿçĕсен йышĕнчи должноçри çынсене ятарлă пĕлÿ парасси те - пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри. Калăпăр, Раççей МЧСĕн граждан хÿтĕлевĕн академийĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕ ыйтнипе пĕлтĕр квалификаци ÿстерме 2 вырăн уйăрнă. Анчах пĕри çеç вĕреннĕ.

Пĕтĕмлетÿсемпе паллаштарнă май Станислав Юрьевич малашлăха та палăртрĕ. Тĕллевсен йышне пушар ирĕклĕ хуралĕсене йышлатассине, вĕсене техникăпа тивĕçтерессине кĕртрĕ. Чăваш Еншĕн «112» тытăма çаврăма кĕртесси те çивĕч. Çав вăхăтрах «Хăрушсăр хула» проекта малалла аталантармалла.

Пĕлтĕрхи кăтартусемпе çавăн пекех ЧР информаци политикин министрĕн заместителĕ Алексей Новиков, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Герман Александров, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Александр Тихонов паллаштарчĕç.

 

Татьяна НАУМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.