Инвестици илĕртÿлĕхне лайăхлатассипе ĕçлекен канаш ларăва пухăнчĕ

27 Утă, 2018

Правительство çуртĕнче Инвестици илĕртÿлĕхне лайăхлатассипе ĕçлекен канашăн ларăвĕ иртрĕ. Унта сăмах конкуренци хутлăхне аталантарасси çинчен пычĕ.
Ларăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. «РФ Президенчĕ Владимир Путин каланă тăрăх таса та тĕрĕс конкуренци экономикăна аталантармалли тĕп никĕс шутланать. 2015 çулта регионсенче РФ Правительстви çирĕплетнĕ аталану стандартне пурнăçа кĕртме пуçларĕç. Чăваш Енре ку тĕлĕшпе «çул-йĕр картти» туса хатĕрленĕ. Вăл конкуренцие пулăшмалли пĕрремĕш утăм пулчĕ. Çак кĕске тапхăрта рынокăн уйрăм отраслĕнче лайăх çитĕнÿсем турĕç. Уйрăммăн илсен, вак бизнеспа коммерциллĕ мар организацисен хушшинче сутăн илекенсен йышĕ ÿсрĕ: 2010 çулта 10 процент пулнă тăк, пĕлтĕр çак виçе 33 процента çитнĕ. Патшалăх тата муниципалитет предприятийĕсене приватизациленĕ май конкуренци рынокĕнчен майĕпен экономикăн уйрăм секторĕсем тухса пыраççĕ», — терĕ Михаил Васильевич. Çавăн пекех вăл конкуренци рынокĕнче йĕркене пăснă тĕслĕхсен шучĕ чакнине пĕлтерчĕ: 2015 çулта 30 пулнă тăк, 2017 çулта — 1 тĕслĕх. 2020 çул тĕлне вак бизнесра сутăн илекенсен йышĕ икĕ хут ÿсмелле, йĕркене пăсакансен шутне чакармалла. Наци рейтингĕнче Чăваш Ен чи лайăх вунă регионсен йышне кĕнине аса илтерчĕ Пуçлăх.
Лару ĕçне РФ монополипе кĕрешкен служба ертÿçин заместителĕ Даниил Фесюк хутшăнчĕ. Вăл каланă тăрăх — РФ Президенчĕ конкуренцие аталантарас тĕлĕшпе пĕлтĕр çирĕплетнĕ Наци планне пурнăçа кĕртес тĕллевпе пурте пĕрле çыхăнса ĕçлемелле. «Çапла кăна лару-тăрăва улăштарма пултаратпăр. Пирĕн малашне потребительсен кăмăлне тивĕçтерессишĕн тăрăшмалла, экономикăра конкуренци саккунлăхне пăхăнакан тата рынокри тупăшура çухалса кайман субьектсем ĕçлемелле. Конкуренци производство ĕçне тата халăх пурнăçне лайăхлатма май парать», — палăртрĕ хăна.
Ларура çавăн пекех ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Григорьев тухса калаçрĕ. Вăл конкуренци хутлăхĕ суту-илÿ рынокĕнче епле йĕркеленсе пыни пирки каласа пачĕ. ЧР монополипе кĕрешкен служба ертÿçи Вячеслав Борисов пирĕн республикăра монополипе кĕрешме пулăшакан саккунсене епле пăхăнни çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас