Ипотека кредичĕ илекен нумайланнă

21 Чÿк, 2017

Чăваш Республикинче ипотека кредичĕ илекенсен йышĕ ÿссех пырать.

Кăçалхи тăхăр уйăхра Чăваш Енри банксем халăха çурт е хваттер туянма 13,4 миллиард тенкĕлĕх 9,1 пин тенкĕ кредит панă. Ку виçе пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 26,5 процент ытларах.

Регионти заемщиксен ипотека портфелĕн виçи çулталăк пуçланнăранпа 11 процент ÿснĕ, 48 миллиард тенкĕпе танлашнă. Çынсен банксен умĕнчи мĕн пур парăмĕн 54 проценчĕ ипотека кредичĕ шутланать.

Ипотека илекенсем йышланни чи малтанах Чăваш Енре пурăнакансене паракан кредит хакĕ чакнипе çыхăннă. Авăн уйăхĕнче процент виçи вăтамран 10,8 процентпа танлашнă. Ку çулталăк пуçламăшĕнчи ставкăран 1,6 пункт сахалрах.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.