«Ирхи кăмăл» радиокăларăма итлекенсем «Хыпар» издательство çурчĕн хаçат-журналне юратаççĕ

10 Кăрлач, 2019

Паян «Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен корреспонденчĕсем, Валентина Федоровăпа Лариса Петрова, Чăваш наци радиовĕнчи «Ирхи кăмăл» кăларăмра тÿрĕ эфирта пулчĕç. Радио итлекенсене «Тантăш» хаçатпа тĕплĕнрех паллаштарчĕç. Шкул ачисене хаçат-журналпа тачă çыхăну тытма йыхравларĕç. Кăларăма ертсе пыракан Мария Самделова аслă редактор та шкулта вĕреннĕ чухне çамрăк корреспондент шутланнă, тĕрлĕ тĕрленчĕк шăрçаланă юратнă «Тантăша».

«Ирхи кăмăла» шăнкăравлакансем пирĕн хаçат-журнала юратса вуланине пĕлтерчĕç, çырăнтарупа кăсăкланакан та пулчĕ. Аса илтеретпĕр, кăларăмсене почта урлă çеç мар, альтернативлă та, онлайн-çырăнтару мелĕпе те çырăнса илме май пур. Пирĕн электрон адрес: tantas@list.ru. «Контактра» социаллă сетьри ушкăн: https://vk.com/tantashsem. Ыйтса пĕлмелли телефон номерĕсем: 36-67-97, 36-67-63, 36-66-72.

www.hypar.ru

Тина АПРЕЛЬСКАЯ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас