Çамрăксен хаçачĕ 47 (6395) № 02.12.2021

2 Раштав, 2021

Çур çĕрчченех тетрадь тĕрĕслеме тивет

Иккĕшĕ те Петрова, иккĕшĕ те учитель. Пĕр уйрăмлăх çеç: Марийăпа Валерия пĕртăвансем мар, юлташсем. Вĕсем Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче пĕр курсра ăс пухаççĕ, тĕп хулари 57-мĕш шкулта пуçламăш классене вĕрентеççĕ.

Практикăра пулнă хыççăн Мария Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче çуралнă, Валерия Елчĕк районĕнчи Курнавăшра çут тĕнчене килнĕ.

— Тĕрĕссипе, эпĕ учителе вĕренме каясшăн марччĕ, — калаçăва пуçларĕ 19 çулти Мария. — Анчах шкулти вĕрентекенсем çак çула суйламаллине калатчĕç, «Санăн пулать», — тетчĕç. «Хăть те ăçта вĕренме кайăп, анчах педагога мар. Ку профессие чи юлашкинчен суйлăп», — хуравлаттăм вĕсене çак ĕç йывăр пулнине кура. 9-мĕш класс пĕтерсен, аттестат илсен, малалла ăçта каясси пирки шухăшлама тытăнтăм. Анне учителе вĕренме сĕнчĕ. Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжне кĕтĕм. Пĕрремĕш çулхине ăс пухма йывăр пулчĕ. Манăн урăх енĕпе вĕренме каяс килетчĕ. Педагогика ман валли пулни пирки иккĕленме тытăнтăм.

Анчах шкулта практикăра пулнă хыççăн Мария ачасемпе ĕçлеме килĕшнине ăнланнă. Тепĕр хутчен практикăна кайсан вăл учитель çулне суйласа тĕрĕс тунинче иккĕленмен. Колледжри пĕр вĕрентекен ăна 57-мĕш шкулта пуçламăш классен учителĕсем çитменнине пĕлтерсе хăйне çак ĕçре тĕрĕслесе пăхма сĕннĕ. «Каймалла-ши е çук-ши?» — иккĕленнĕ студентка. Юлташĕ пикене ырă сăмахпа хавхалантарнă хыççăн Маша шкула çул тытнă. Çамрăка ăшшăн кĕтсе илни кăмăлне çĕкленĕ. Ăна суйлама ыйтнă: е 1-мĕш, е 2-мĕш класс ертӳçи пулмалла. Мария тин çеç пĕлӳ тĕнчине сукмак такăрлатма тытăннă шăпăрлансемпе ĕçлеме килĕшнĕ. Пĕрремĕшсене темиçе уйăх вĕрентнĕ хыççăн пике ĕç йывăрлăхĕсене туйма тытăннă. Ара, вĕреннĕ хушăрах ĕçлеме çăмăл мар-çке. Маша ирхи 7 сехет валли шкула васкать, уроксем хыççăн — вĕренĕве, каçхи 8-ччен аудиторире ларать.

— Пурăна киле кунашкал пурнăçа хăнăхса çитрĕм. Ачасем те мана юратаççĕ. Ман хыççăн хӳрешке пекех çӳреççĕ, «Мария Александровна» тесе ыталаççĕ. Пурнăçа шкулпа çыхăнтарас килнине ăнлантăм, — вĕренекенĕсем пирки ăшшăн калаçрĕ çамрăк учитель. — Манăн класра — 31 ача. Шăп лараканни те, ашкăнаканни те, лайăх вулаканни те, сас паллисене пĕлменни те пур. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пултартăм. Халĕ пĕр ĕмĕтпе пурăнатăп: вĕсене 4 класс вĕрентсе кăларасчĕ.

Мария Александровнăн ачасем килти ĕçе мĕнле тунине кăна тĕрĕслемелле мар, хăйĕн те занятисене хатĕрленмелле. Тепĕр чухне çак ĕçе çур çĕр иртни 1 сехетченех пурнăçлать. Транспортра пынă чухне те тетрадьсем тĕрĕслет. Колледжри педагогсем студентка шкулта ĕçленине пĕлеççĕ. Чылайăшĕ пикене пулăшать, ачасене мĕнле вĕрентмеллине ăнлантарать. Занятие кая юлса килсен те начар сăмах каламаççĕ. Çапах хăшĕ-пĕри çамрăка ăнланасшăн мар.

— Пирĕн ушкăнра пурте вĕреннĕ вăхăтра ĕçлеççĕ. Анчах виçĕ çын кăна, вĕсенчен пĕри эпĕ, профессипе тăрăшать. Шкулта уроксем вĕçленсен те ачасемпе юлса ĕçлеме тивет. Математикăна тарăнрах тишкеретпĕр. Юлса ĕçленĕрен хăш чухне хамăн занятисене сиктерме тивет, — терĕ Мария. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


Кам вакцинацие хирĕç?

Ун пеккисене «хĕрлĕ зонăна» илсе кайса кăтартма пултараççĕ

Çĕнĕ çул çывхарнă май оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче кун пирки калаçнă. Ара, уяв умĕн аякра ĕçлекенсем, вĕренекенсем тăван тăрăха таврăнаççĕ. Çавна май ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ПЦР-тест тĕрĕслевне ирттерессине çине тăрсах йĕркелемеллине палăртнă.

Çĕнĕ çул уявĕсем мĕнле иртĕç? Ларура çак ыйтăва хускатнă май Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская хальхи чару мерисенех хăварма сĕннĕ. Эппин, общество апатланăвĕн организацийĕсем çур çĕр иртни 1 сехетчен ĕçлеме пултараççĕ. Анчах Олег Николаев кунпа килĕшмен, хальхи мерăсенех хăварас тăк раштавăн 31-мĕшĕнче вĕсем йĕркене мĕнле пăхăннине тĕрĕслесе тăма йывăр пулассине палăртнă. Мобильлĕ ушкăнсен хастарĕсем, паллах, уява çемьепе паллă тăвĕç, кафе-ресторана кам тĕрĕслĕ? Çакна кура вĕсем йĕркене пăсас хăрушлăх та пысăк. Олег Алексеевич ку ыйтăва тепĕр хутчен пăхса тухма сĕннĕ. «Тен, Çĕнĕ çулта общество апатланăвĕн предприятийĕсене пачах ĕçлеме чармалла», — тенĕ вăл. Хальлĕхе ку татăклă йышăну мар. Садиксемпе шкулсенче Çĕнĕ çул уявĕсем ушкăнра, класра иртĕç. Унта коронавирусран прививка тутарнă ашшĕ-амăшне çеç кĕртĕç.

Олег Николаев ковидран вакцинациленме хирĕçлекенсене ятарлă тум тăхăнтартса «хĕрлĕ зонăна» илсе кайса кăтартма сĕннĕ, ЧР сывлăх сыхлавĕн министрне Владимир Степанова ковид-госпитальсенчи тĕп тухтăрсемпе пĕрле ку ыйту тĕлĕшпе ĕçлеме каланă. «Мĕн тери йывăр пулнине хăйсем курччăр, итлеччĕр. Соцсетьсенче ман пата кун пек позицие йышăннă нумай çын çырать. Анчах çын хăй е тăванĕ чирлесен вакцинаци çине урăхларах куçпа пăхма пуçлать», — тенĕ Олег Алексеевич. Владимир Степанов министр оперштаб ларăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, реанимаци уйрăмĕсенче коронавирусран вакцинациленнĕ пĕр çын та çук. Унашкаллисем «хĕрлĕ зонăра» пур, анчах сахал.

Надежда Луговская ачасем коронавируспа тăтăшрах чирлеме пуçланине каланă. Юлашки вăхăтра кăтарту 16 хут ӳснĕ. 1-6 çулсенчи шăпăрлансем те ытларах чирлеме пуçланине палăртнă. Оперштаб ларăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ковидпа чирленĕ 42181 çынран 3325-шĕ — ачасем. Сăмах май, чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви 12-17 çулсенчи ачасем валли хатĕрленĕ «Спутник М» вакцинăна регистрациленĕ. <...>

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

♦   ♦   ♦


«Чăваш кĕвви ярса тулли кăмăлпа тĕрлетĕп»

Пушкăрт Республикинчи Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамалĕ ялĕнче пурăнакан Ирина Филиппова Чăваш тĕррин кунне чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Çак уяв уншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен пирĕн йăхташăмăр тĕрлеме юратать. Унăн ĕçĕсем чăн-чăн ăстасеннинчен нимĕнпе те кая мар. Чун киленĕçне маттур пике çĕр пин тĕрĕ тĕнчинче тупнă.

Интернетра та çырса хавхалантараççĕ

Ирина 1988 çулта палăртнă вăхăтран чылай маларах çуралнă. Темиçе уйăхран тухтăрсем ачан ДЦП пулнине çирĕплетнĕ. Ирина сывлăхне кура шкула çӳремен пулин те унта иртекен пултарулăх конкурсĕсене хăйĕн ĕçĕсене тăратнă. Пуçламăш классенче ăна амăшĕ вĕрентнĕ, кайран учительсем киле çӳреме тытăннă. Йывăр чирлĕ тесе хĕрача нихăçан та пуç усман. 9-мĕш класс пĕтернине çирĕплетекен аттестат илсен вăл алă ĕçĕсемпе аппаланма тытăннă. 2010 çулта пуçĕпех тĕрĕ тĕнчине путнă.

«Малтан эпĕ ӳкерме юрататтăм, кайран çекĕлпе çыхма тытăнтăм. Мана ку ĕçре Людмила Витальевна вĕрентекен чылай пулăшрĕ. Вăл эрешлĕ салфеткăсем хатĕрлеме хăнăхтарчĕ. Анне, Валентина Владимировна, тĕрлеме вĕрентрĕ. Вăл — педагог, тивĕçлĕ канăва тухиччен шкулта ачасене ӳкерме вĕрентрĕ. Малтан юмахсенчи сăнарсене тĕрлеме юрататтăм. Пĕрремĕш ĕçсем — Бэмби пăланпа тигр çури. Вĕсене тĕрленине питĕ лайăх астăватăп. Ун хыççăн мана пейзажпа натюрморт кăсăклантарма тытăнчĕç, турăшсем тĕрлеме пуçларăм. Каярахпа чăваш тĕрри интереслентерчĕ, çавна май ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Евгения Жачевăн кĕнекине шĕкĕлчерĕм. Маншăн вăл вĕренӳ пособийĕ пулса тăчĕ. Çакăн хыççăн хамах схемăсем хатĕрлеме тытăнтăм. Константин Ивановăн «Нарспи» поэминчи тĕп сăнарсене, ялти чиркĕве тĕрлерĕм. Çапла пысăках мар коллекци пухăнчĕ. Манăн пултарулăха чи малтан «Самана» продюсер центрĕн директорĕ Федор Кузьмин асăрхарĕ. Вăл пулăшнипе Талпас ялĕнче манăн пĕрремĕш курав йĕркеленчĕ. Çав çулах Чăваш Хурамалĕ ялĕнчи клубра та иртрĕ. Ун чухне Чăваш Енрен те делегаци килнĕччĕ. Чи пĕлтерĕшли — халăх манăн пултарулăха пысăк хак пани. Куравсенче çеç мар, интернетра та çырса хавхалантаракан чылай. Чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Контактра» соцсетьре #ЯиЧувашскаяВышивка хештегпа вырнаçтарнă сăн ӳкерчĕксене 20 пин ытла çын пăхнă, комментари нумай хăварнă. «Мĕн тери илемлĕ. Питĕ маттур эсĕ. Кун пек маçтăрсем пур чухне чăваш тĕрри çĕр пичĕ çинчен çухалмастех. Тавах сире çыпăçуллă ĕçсемшĕн», «Тĕлĕнмелле илемлĕ. Ĕçӳсене пысăк ăсталăхпа тата кăмăлпа пурнăçлани сисĕнет. Маттур», — тесе хавхалантарнине вуласан тата тăрăшса ĕçлес килет», — чун киленĕçĕпе паллаштарчĕ Ирина.

Чылай артист хăнара пулнă

Чăваш эстрада юрăçин Валентина Кузнецовăн шухăшĕпе, Иринăпа танлашакан тĕрĕ ăсти сахал. Фарида юрăç та кунпа килĕшнĕ: «Эсĕ чи пысăк хисепе тивĕç. Ăнăçупа телей сунатăп», — тесе çырнă вăл сăн ӳкерчĕк айне.

Чунне парса ăсталанă япаласене Ирина сутмасть, вăл вĕсене хăй юратакан тата хисеплекен çынсене парнелеме кăмăллать. Сăмах май, Филипповсен патĕнче хăнара чăваш эстрадин чылай артисчĕ пулнă. «Алексей Московский, Денис Антипов, Александр Васильев, Валентина Кузнецова, Стас Владимиров, Александр Сорокин тата ытти юрăçпа пĕр сĕтел хушшинче ларса куртăм. Фарида пирĕн патра икĕ хут пулчĕ. Людмила Семеновăпа Стерлитамак хулинче иртнĕ «Шăпчăк сасси» конкурсра паллашрăм. Кайран вăл хăнана пычĕ. «Янташ» ушкăн валли ятарласа тĕрленĕ парнене хăйсене алăранах тыттартăм. Транспорт тупăнсан пирĕн тăрăха килнĕ чăваш артисчĕсен концерчĕсене çитсе курма тăрăшатăп. Хĕлле юр хӳсе лартсан, пăрлак чухне çула тухма йывăртарах. Чăваш юррисене итлеме кăмăллатăп. Тĕрленĕ чухне кĕвĕ яратăп та тулли кăмăлпа ĕçлетĕп. Артистсем алă пусса парнеленĕ дисксенчи, интернетри юрăсене хаваспах итлетĕп. Чăваш юрри чуна хавхалантарать», — ăш-пиллĕн калаçрĕ пике.

Ирина оригами мелĕпе те ĕçлесе пăхнă, вĕтĕ шăрçапа та тĕрленĕ. Унăн пĕрремĕш ĕçĕ масмак пулнă. Кун хыççăн вăл картинăсем те тĕрленĕ. Пĕр хушă алмаз мозаикипе кăсăкланнă. Кăçал вăл Пушкăртстанра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери фольклориадăна хутшăннă. Унта Ирина хăйĕн алă ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Нимĕнле тухтăр та, эмел те амăшĕн юратăвне улăштараймасть. Чи çывăх çын ăшăлăхĕ йывăрлăхсене çĕнтерме, медицина ĕçченĕсем лартнă диагноза пăхмасăр ура çине тăма пулăшать. Хăйне евĕр ачана çитĕнтересси пĕрре те çăмăл мар. Чылай амăшĕшĕн пепке утма е калаçма пуçлани ахаль пулăм кăна пулсан Валентина Владимировнăшăн ку асамлăхпа танлашнă.  Тухтăрсем каланă тăрăх, пепке варта чиперех аталаннă. Ирина çут тĕнчене килме васканă, Валентина Владимировна ăна 7 уйăхра çуратнă. ДЦП диагноз çирĕпленсен те Филипповсем шанчăка çухатман, хĕрне ура çине тăратассишĕн чылай специалист патне çитнĕ. 2000 çулта Иринăна Ĕпхӳре операци тунă. Кун хыççăн хĕрача кӳмене ларма килĕшмен, майĕпен костыльпе утма тытăннă.

«Мана костыльпе çӳреме чылай çăмăлрах», — терĕ хăйĕн пирки ытлашши сăмах ваклама юратман çамрăк ăста. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Шăллăма улмине панă, хам хуппине кăшланă»

«Эпĕ Казачка, эпĕ тӳсетĕп», — тет вăл яланах мĕнле те пулин йывăрлăх сиксе тухсан. Çав вăхăтрах: «Хăвăн кăмăлу хуçăлсан та çыннăн кăмăлне тупмалла», — саккунпа пурăнать. Терт-нушине нумай курнă пулсан та чун илемне, сăпайлăхне çухатман вăл. Ку сăмахсем — Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче пурăнакан, сакăр теçетке çула хыçа хăварнă Нина Власова пирки. Унăн хĕр чухнехи хушамачĕ Казакова пулнă. Çавăнпа вăл хăйне «Казачка» тет.

«Маншăн такам-ха вăл — атте»

— Анне Мария Димитриевна Красноармейски районĕнчи Кушкă ялĕнче çут тĕнчене килнĕ, — калаçăва çывăх çынни пирки пуçларĕ Нина Алексеевна. — Ăна, тăлăха юлнă хĕрачана, çав районти Упи ялĕнче пурăнакан Захар кукка /Захар Григорьев/ усрава илнĕ. Захар Григорьевич колхоз председателĕ пулнă. Анне /ăна Маша тесе чĕннĕ/ амаçури амăшĕпе выçăллă-тутăллă ӳснĕ. Питĕ сахал калаçакан, лăпкă хĕрарăмччĕ вăл. Куляннине нихăçан та çынна кăтартмастчĕ. «Ăш хуйăхлă» теççĕ ун пеккисене. Хĕр пĕвне кĕрсен ăна кӳршĕллĕ Вăрнар районĕнчи Кĕçĕн Кипекри йĕкĕте, Алексей Казакова, тупса панă. Казак Алешки /аттене ялта çапла чĕннĕ/ аннерен 6 çул кĕçĕн пулнă. Унăн ашшĕ Василий лаша утланса ял тăрăх ĕрĕхтерсе çӳреме юратнă. Çавăнпа ун çумне «казак» ят çыпăçнă. Аттепе аннен малтан çуралнă ачисем — Мишăпа Лиза – пĕчĕк чухне чирлесе вилнĕ. Эпир тăваттăн çитĕнтĕмĕр: Ваня, Лена, эпĕ тата Володя.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Алексей Казакова фронта илнĕ. Упăшкине çапăçу хирне ăсатнă чухне Мария Димитриевнăн çире пулнă. Нина Казакова 1941 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Казак Алешки вăрçăра вăйлă аманнă, вăл суккăрланнă. Сусăрланнă салтака киле маларах янă.

— Атте килет, атте килет! — илтĕнчĕ пĕррехинче чӳрече патĕнчен чупса иртекен пиччепе аппан сасси. Маншăн такам-ха вăл — атте. Эпĕ вăш-ваш алăк хыçне пытантăм. Шăп-шăпăрт тăтăм. Кайран мĕн пулнине астумастăп. Ахăртнех, мана чĕнсе кăларнă. Иртнине аса илсен куç шывланать. Вăрçă вăхăтĕнче анне ача çуратсан килте пĕр кун та ларайман. Вăрман касма, тырă вырма çӳренĕ. Мана, кăкăр ачине, аслапайпа /асаннене çапла калаççĕ пирĕн патра/ хăварнă. Пĕрре анне çĕр улми пĕçерсе ăна вучах умне лартса хăварнă. Çĕрле киле таврăннă çĕре хуранти улма йӳçсе кайнă. «Нинăна мĕншĕн çитермен?» — ыйтнă вăл аслапайран. «Çитерсен тула тухасшăн пулать. Тула тухсан тасатасси», — пулнă хурав… <...>

Вера СКВОРЦОВА.

♦   ♦   ♦


«Эпĕ пĕччен пурăнма качча килмен»

Арăмĕ çапла каласан упăшки шапаша çӳреме пăрахнă

Комсомольски районĕнчи Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Кзыковсем патне çитсен пире Матвей ятлă арçын ачапа унăн асламăшĕ кĕтсе илчĕç. Ача Шупашкартан килнĕ хăнасене чăвашла сывлăх сунчĕ. Тăватă ача ӳстерекен Кзыковсен çемйипе паллашма питĕ кăмăллă пулчĕ. Вĕсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, килте пĕр-пĕринпе чăн чăвашла калаçаççĕ. Матвей ав вырăсла пĕлменнипе шкула илмесрен хăрать.

Редакцирен лартса кайнă

Кил ăшшин управçи Антонина Хирти Выçли ялĕнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕн факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Пĕр хушă вăл «Каçал Ен» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Малтан — корреспондентра, ĕçтешĕ тивĕçлĕ канăва кайсан корректорта вăй хунă. Пулас мăшăрĕн иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ редакцире бухгалтерта тăрăшнă. Каччă та ун чухне университетра аслă пĕлӳ илнĕ, тăванĕ патне курс ĕçне пичетлеме пынă. Йĕкĕте редакцири качча кайман хĕрсемпе паллаштарнă. Вячеслав тӳрех Антонинăна килĕштернĕ. Çапла вĕсем хĕрпе каччăлла çӳреме пуçланă. Пике Вячеславăн амăшĕ çуралнă ялтан пулнă.

«Эпир 2007 çулхи нарăс уйăхĕнче çемье чăмăртарăмăр. Упăшка мана раштав уйăхĕнчех вăрласа кĕчĕ, редакцирен тӳрех килне лартса кайрĕ. Пĕрлешнĕ хыççăн, чӳк уйăхĕнче, çемьене «çĕнĕ кайăк» килчĕ. Халĕ Кирилл 8-мĕш класра вĕренет. Егор 5-мĕш класа çӳрет. Маша 3-мĕш класра ăс пухать. Кĕçĕнни — 4 çулти Матвей. Хамăр та тăваттăн ӳснĕ. Манăн аттен — 12, аннен 7 пĕртăван. Эпир те мăшăрпа çемье чăмăртасан сак тулли ача-пăчаллă пулма ĕмĕтлентĕмĕр. Икĕ ывăл çуралсан Турă панă хĕре хаваспах йышăнтăмăр. Тăваттăмĕшĕ пĕр кĕтмен çĕртен «тупăнчĕ». Ăна çуратасси пирки иккĕленнĕччĕ. Ыран хырăм пăрахма каяс тенĕ чухне кĕçĕн хĕрĕм: «Мана шăллăм кирлĕ», — теме тытăнчĕ. Унăн сăмахĕсем хыççăн тăваттăмăшне те çут тĕнче парнелеме тĕв турăмăр», — тĕпренчĕкĕсемпе паллаштарчĕ 4 ача амăшĕ.

Вячеславăн виçĕ пĕртăван пулнă. Шел те, халĕ пĕр пиччĕшĕ çеç пурăнать. Вăл Мускавра тĕпленнĕ. Пиччĕшне Вячеслав çураличченех машина таптаса кайнă. Арçын ача ун чухне 4 çулта кăна пулнă. Теприне 2013 çулта хăйĕн кил картишĕнчех çĕçĕпе вилмеллех амантнă. Кзыковсем çемье чăмăртасан тĕп килте пурăннă. Вячеслав кĕçĕнни пулнăран ашшĕпе амăшĕнчен уйрăлса тухасси пирки шухăшламан. Антонина хунямăшĕпе килĕштерсе пурăннă. Качча тухиччен чуста çăрса кукăль пĕçерме вĕреннĕскер унпа шăкăл-шăкăл калаçнă. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Упаран хăрамасăр сăрт-ту курма кайнă

Чăваш хĕрĕпе Инна Никифоровăпа вырăс арĕ Виктор Надвен ăнсăртран паллашнă. Виçĕ çул каялла Виктор Чăваш Енри пĕр предприятие квалификацие ӳстерме килнĕ. Психологипе кăсăкланаканскер соцсетьре Иннăпа çыхăну йĕркеленĕ. Чăваш Енре тĕпленнĕскерсем çывăх вăхăтра яла пурăнма куçасшăн, çут çанталăкпа çывăхрах пуласшăн. Хулари тăватă стенари пурнăç вĕсем валли мар.

Аш-какай çимеççĕ

Иннăн ашшĕ — Çĕрпӳ районĕнчи Славашран, амăшĕ — Патăрьел тăрăхĕнчен. Инна ача чухне каникула ялта ирттернĕ. Славаш уншăн — çĕр çинчи чи илемлĕ вырăн. «Раççейре чылай çĕрте пултăм, анчах çак ял чуна çывăхрах. Эпĕ сăрт-тăва юрататăп. Краснодар крайĕнче те, Викторăн тăван тăрăхĕнче, илемлĕ уй чылай. Анчах Славашри пек çырма-çатра, вăрман ниçта та çук», — ял пирки сăмах хускатсан çапла каларĕ Инна. Çавăнпа вăл Викторпа унта тымар ярасшăн. Çурт хăпартмашкăн çĕр те туяннă. Анчах ялта интернет начар тытать. Çĕнĕ пуçлăх ку ыйтăва татса пама шантарнă.

Лайăх интернет пурри Иннăпа Викторшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вĕсен ĕçĕ унпа тачă çыхăннă. Çамрăк мăшăр ютуб-канал тытса пырать, социаллă сетьсенче те тухăçлă ĕçлет. Вĕсен — темиçе канал. Пĕрне хурт-хăмăр ĕçне халалланă, тепри Иннăн профессийĕпе çыхăннă. Иккĕмĕш специальноçĕпе вăл — психолог. Интернетра çынсем валли онлайн консультацисем ирттерет. Унсăр пуçне çын дизайнне палăртма пулăшать. Ку — хăйне евĕр мел. Çын ăçта тата хăçан çуралнине шута илсе вăл мĕнлерех пулнине, унăн ăраскалне палăртма пулать-мĕн. Хальлĕхе ютуб-каналта — 900 подписчик. Вĕсен шутне 1 миллиона çитересшĕн.

Виктор Магадан облаçĕнче çуралнă. 5-ре чухне вăл амăшĕпе Ростов облаçне куçса килнĕ. Унта 10 çул пурăннă хыççăн Краснодар крайĕнче тĕпленнĕ, çавăнтах пĕлӳ илнĕ. Иннăпа паллашнă хыççăн вĕсем пĕр вăхăт, çулталăк ытла, кăнтăрта кун кунланă. Кайран Чăваш Енех таврăннă. Виктора кунта килĕшет. Вăл чăваш ялне те хăвăртах хăнăхнă. Унти уçă сывлăш, çут çанталăк кăмăлне каяççĕ. «Эпĕ пĕр вырăнта чылай вăхăт тăма, хулара нумай пурăнма кăмăлламастăп. Манăн унта-кунта тухса çӳремелле», — пĕлтерчĕ çамрăк арçын. Чăваш Ене килсен вăл вырăнти халăх уçă та ырă кăмăллине тӳрех асăрханă. Çынсем, Краснодар крайĕнчипе танлаштарсан, урăхларах калаçнине сиснĕ.

Иннăн ашшĕ — хурт-хăмăр ăсти. Аслашшĕ те пыл юхтарма кăмăлланă. Амăшĕ енчи тăванĕсем те хăй вăхăтĕнче çак ĕçпе аппаланнă. Инна та ачаранах пыл хурчĕсене юратса ӳснĕ. Ашшĕпе пĕртăванĕ халĕ ку енĕпе тухăçлă ĕçлеççĕ, вĕллесен йышне ӳстерсех пыраççĕ. Викторпа Инна та вĕсене пулăшаççĕ, пĕрле пыл юхтараççĕ. Нумаях пулмасть хуртсене хĕл каçармашкăн вĕллесене ăшă пӳлĕме илсе кĕнĕ. Ялта, экологи тĕлĕшĕнчен таса вырăнта, туса илнĕ пыла Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче пурăнакансем юратса çиеççĕ. Сургутра та, Астраханьте те Чăвашри Славаш çинчен пĕлеççĕ. Инна пыл хурчĕсем валли ятарласа фацели акнă, ăна хăй шăварнă. Ашшĕпе амăшĕн хуçалăхĕ пысăк мар: хур, чăх усраççĕ. Качакасем те пур. Инна çак выльăх сĕтне кăмăллать. Яла куçса килсен Викторпа иккĕшĕ выльăх-чĕрлĕх усрасшăн мар. Çамрăк мăшăр аш-какай сайра çиет. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.