Чăваш пулсах утасчĕ пурнăç çулĕпе

14 Раштав, 2017

Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсен умĕнче яланах пуçа таятăп, мĕншĕн тесен вĕсем калама çук питĕ пысăк ĕç тăваççĕ: тăван чĕлхене çамрăк ăрăва ăса хывтараççĕ. Вĕсенчен пĕри — Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зоя ТИМОФЕЕВА-ВАСИЛЬЕВА. Вăл — РФ пуçламăш професси пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ педагог. Зоя Витальевнăпа чăваш чĕлхин малашлăхĕ пирки чуна уçас килнин сăлтавĕ ансат: çак маттур чăваш хĕрарăмĕпе Турцири тĕрĕк халăхĕсен уявĕнче Чăваш çĕрĕн чысне пĕрре мар хÿтĕлеме тивнĕ.

— Зоя, санпа тĕл пулсан калаçу тăван чĕлхепе çăл шывĕ шăнкăртатнă евĕр юхать. Пур çын та капла таса калаçаймасть, вырăс сăмахĕсемпе «çăрать», чăваш чĕлхин культурине пăхăн-масть. Санра пуплев илемĕ тăван чĕлхене вĕрентнипе кăна çыхăнман пек туйăнать.

— Паллах, эсĕ каланă пекех, учитель пулнипе кăна мар. Пире, 6 ачине, аттепе анне мĕн пĕчĕкрен несĕлсен чĕлхине юратма, йăла-йĕркене упрама, аслисене хисеплеме вĕрентнĕ. Аннемĕр атте тăванĕсене тата юлташĕсене ытарлăн чĕнетчĕ: «ывăлсем», «хĕрсем», «йысна», «инке», «кин», «кĕрÿ», «тантăшăм»... Атте сăвăсем хайлатчĕ, юрă кĕвĕлетчĕ, балалайка калатчĕ, спектакльсенче вылятчĕ. Аттепе анне халăх юррисене питĕ илемлĕ юрлатчĕç. Вăйă тата туй юрри нумай пĕлнĕ. Ялта вĕсемсĕр пĕр уяв та иртмен. Атте 38 çул трактористра ĕçленĕ. Районти тата республикăри конкурссене хутшăнса суха ĕçĕпе çĕнтеретчĕ. Хамăр тăрăхра ÿсекен йывăç-курăк ячĕсене пĕтĕмпех пĕлетчĕ. Ял, çырма-çатра, вăрман, паллă вырăнсем мĕнле пуçланса кайнине аслă шкулсенче вĕренекен студентсене тетрачĕ-тетрачĕпех çырса паратчĕ. Пĕррехинче çу вĕçĕнче аттепе пĕрле кăмпана кайрăмăр. Вăл мана ун чухне вăрманта ÿсекен 22 тĕрлĕ çимĕçĕн ятне чăвашла каласа тутантарчĕ. Атте çут çанталăка юратакан çынччĕ. Пирĕн пысăк садчĕ, пахчара вĕлле хурчĕсем сĕрлетчĕç. Çавăн пекех вăл вăрманта ÿсекен йÿçĕ вĕтĕ пан улмисене килти улмуççи турачĕпе сыпатчĕ. 4-5 çултан вăрман тутлă пан улмипе пуянланатчĕ. Юмах-халап ăстиччĕ тата! Килте шашка-шахмат- домино турнирĕсем йĕркелесе урамри ачасене пухатчĕ. Эпĕ икĕ пиччепе икĕ шăллăм хушшинче çитĕнтĕм. Ăмăртăва арçын ачасемпе тан хутшăнаттăм. Пĕррехинче çапла килте купăс тăсса лараттăм. Атте пÿрте кĕчĕ те: «Пиччÿ-шăллу пурте купăс питĕ аван калаççĕ, санăн ташласа-юрласа тăвансемпе савăнмалла кăна», — терĕ. Ăна итлерĕм те... купăса алла илеймерĕм.

— Тĕрĕсех, ача пуласлăхĕ çемьере тарăн тымар ярать, ашшĕ-амăшĕнчен пуçланать, кун-çулне те вĕсем ăс панă пек йĕркелет...

— Эпĕ пĕлтĕр ятарласа архива кайса аттепе анне енчи тăвансен тымарне тĕпчерĕм. Пулас ăру валли йăх йывăççине май пур таран сăн ÿкерчĕксемпех тăвас тетĕп. 1844 çулччен несĕлсен ятне-шывне тупса палăртрăм: хăçан çуралнă, çемьере миçе ача пулнă, ăçта пурăннă, хăш вăхăтра çемье çавăрнă?.. 1844 çулта çуралнă мăн асаттене ялта Микка тесе чĕннĕ иккен. Вăл вăрçăра пулнă, ăна генерала пăрлă шывран туртса кăларнăшăн Николай угодникăн ылтăн вăчăраллă турăшне панă, вăл халĕ те килте упранать. Çав тери вăйлă пулнă мăн асатте. Çăнăх миххисене шăлпа çыртса урапа çине хунă. Ялта хутла пĕлекен пĕрремĕш çын пулнă, салтакран вĕренсе килнĕ, ял çыннисене çырма, алă пусма пулăшнă. Çакна тĕпченĕ хыççăн унăн чăн ячĕ палăрчĕ: вăл Никифор ятлă. Асатте Тимахви питĕ хаяр пулнă имĕш. Атте ĕмĕрлĕхех куçне хупсан ял-йыш: «Ял энциклопедийĕ кайрĕ», — тесе хурланчĕ. Эпĕ те атте пекех, пĕр вырăнта лара-тăра пĕлместĕп, çĕнĕ тĕллевсем лартатăп, вĕсене пурнăçа кĕртмесĕр те лăпланмастăп. Мăшăрпа иксĕмĕр хĕрпе ывăла тĕрĕс çул çине тăра-трăмăр. Халĕ мăнуксемпе тăрмашатăп. Вĕсене тăван чĕлхене вĕрентетĕп. Хĕрĕн ывăлĕ 4 çулти Богдан валли ятарласа чăваш кĕпи çĕлерĕм. Манпа пĕрле «Уяв» фольклор ушкăнне юрлама пырасшăн вăл. Ывăлăн 10 çулти хĕрне Миленăна вара хула, республика кунĕсене чăваш кĕпи тăхăнтартса пĕрле илсе каятăп. Мăнуксен чунĕнче пĕчĕкрен чăвашлăх аталантăр, пирĕн халăхăн çи-пуçĕн хитрелĕхне курса ÿсчĕр тетĕп.

— «Уяв» халăх фольклор ансамбльне епле лекрĕн?

— «Уяв» çинчен калаçиччен чи малтан эпĕ Николай Карлин композитор ятне асăнасшăн. Тĕрĕс юрлама мана вăл вĕрентрĕ. Эпир унпа пĕрле ĕçленĕ. Çамрăксене вĕрентнĕ вăхăтрах преподавательсене те юрлаттаратчĕ. 15 çул ун патне çÿрерĕм. Вĕрентекенсен йышĕпе «Пикесем» ушкăн йĕркелерĕ, 3-4 çулта халăх ансамблĕн ятне тивĕçрĕмĕр. Унта эпĕ пĕрремĕш сопранопа юрланă, хăш чух иккĕмĕш сасăпа юрлакансем патне те куçарса лартатчĕ. Николай Сергеевича ырăпа кăна асăнатăп. Кăçал вăл пиртен уйрăлса кайрĕ, унпа ларса калаçасшăнччĕ. Вăл Самар тăрăхĕнче пурăннă пирки тĕл пулма май килмерĕ. Хам çырнă юрăсемпе паллаштарасшăнччĕ, кĕввисем пирки сĕнÿ ыйтасшăнччĕ. «Уяв» халăх фольклор ансамбльне Настя аппа сĕннипе кайрăм. Вăл унта 8 çул юрланă хыççăн Сĕнтĕрвăрри тăрăхне мăшăрĕпе пурăнма куçрĕ. Аппа пĕр вăхăт «Шуçăм» ансамбльте юрланă хыççăн каялла пирĕн ушкăна таврăнчĕ. Вăл маншăн яланах тĕслĕх вырăнĕнче. Халĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пĕр коллектива ертсе пырать. Эпĕ хампа пĕрле «Уява» Светлана тусăма та илсе кайрăм. Эпир тулăх çĕре пырса кĕтĕмĕр. Ун чух «Уяв» ансамбль Земфира Яковлева ертсе пыракан «Çĕньял» ушкăнпа туслăх сĕтелĕ хушшине ларатчĕ. Икĕ ансамбль умĕнче экзамен тытма тиврĕ. Эпĕ юрласа ярсанах мана: «О, аппăшĕ пекех «çÿле» вĕçтерчĕ», — терĕç.

— Зоя, «Уяв» ушкăн сана мĕнле çĕнĕлĕх пачĕ?

— Эпĕ, Трак тăрăхĕнчи Санькасси ялĕнче çуралса ÿснĕскер, ачаранах юрă-кĕвĕ тĕнчинче çитĕннĕ. Анчах хитре юрласан та, кĕвве тĕрĕс кăларсан та ачасен умĕнче юрлама шутсăр вăтаннă. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.