Çамрăксен хаçачĕ

22 Çурла, 2014

“Пĕр çынна пăхса пĕтĕм халăха хаклаççĕ”

Никита Васильев хăйне "Чăваш çул çÿревçи" тет. Вăл инçе çула Шупашкартан ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчех... велосипедпа тухнă. Халĕ вăл - Крымра.

22 Çурла, 2014

“Чăваш Енре спорт аталанать”

Кăçал юпа уйăхĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» спорт форумĕ иртĕ. Республикăра кунашкал мероприяти пĕрремĕш хут пулĕ. Мускавра çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. РФ спорт министрĕ Виталий Мутко форум лапамĕсенчи тĕп дискуссисенчен пĕри спорт резервне хатĕрлесси пулассине пĕлтернĕ. Вăл каланă тăрăх - Раççей спортсменĕсем пысăк кăтартусемпе палăрнă, анчах çак шайран чакас мар, малалла аталанас тесен спорт хатĕрленĕвĕн учрежденийĕсен тытăмне çĕнетмелле.

22 Çурла, 2014

Америкăра та Раççей ялавĕнчен уйрăлман

Ашшĕ-амăшĕн путсĕрлĕхне пула Çĕмĕрлери «Ăлочка» ача çуртне питĕ пĕчĕкле лекнĕ Антон Батраков АПШри Миссури штатĕнчи çемье хăйне çуллахи каникула илсе кайсан питĕ савăннă.

22 Çурла, 2014

“Эпĕ - чăваш Юратăвĕ, мĕн пур чăваша юрататăп”

Вулакансем хăнăхнă ĕнтĕ - çак рубрика тĕпелне республикăри паллă çынсене яланах Альбина Юрату йыхравлать.

Pages