Çамрăксен хаçачĕ

16 Çу, 2014

Аслă Çĕнтерÿ уявĕ: сăнсем, шăпасем...

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 69 çул çитнине Раççейĕпех, çав шутра пирĕнпе кăçал пĕрлешнĕ Крымпа Севастопольре те, питĕ сумлăн паллă турĕç. Чăваш Республикин тĕп хулинче те, районсенче те Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем иртрĕç.

16 Çу, 2014

Пурнăçа юрăпа çыхăнтармасан та...

Кăçал чăвашла юрлакан ачасен «Мехел» конкурсĕ саккăрмĕш хут пулчĕ. Республика шайĕнче иртекенскерĕн сумĕ çулран-çул ÿснине конкурсçăсен йышĕ пысăкланни кăтартать.

16 Çу, 2014

Çырма-çатра çÿп-çаппа тулнăшăн кулянать

ЧР Çамрăксен экологи дружинин членĕсем Республика Пуçлăхĕн стипендине çулленех тивĕçеççĕ. Çут çанталăк тасалăхĕшĕн, тавралăх илемĕшĕн хыпса çунакансемшĕн экологи ыйтăвĕсем никамринчен çывăх. Вĕсем çырма-çатра çÿп-çаппа тулнăшăн та, çамрăк ăру ешĕлле шухăшлама вĕренсе çитейменшĕн те кулянаççĕ.

8 Çу, 2014

“Вилнĕ” салтак килне таврăннă

Совет салтакĕсем фашистла нимĕçсене парăнтарнăранпа 69 çул çитрĕ. Шел, тăшманпа куçа-куçăн тăрса çапăçнисенчен чылайăшĕ Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илеймен. Выçăллă-тутăллă пурăнса фронта епле пулсан та пулăшма ăнтăлнă теприсем. Вĕсенчен те кашниех 1945 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен пурăнса çитеймен. «Кашнин хăйĕн шăпи», - тетпĕр-ха.

Pages