Çамрăксен хаçачĕ

11 Ака, 2014

Укçа пухать... юрă çыртарма

Никита Родионов тесен нумайăшĕ тус-тантăшĕ хушшинче юлташне, тăванĕсен йышĕнче палланă çынна аса илме тăрăшать пулĕ. Тен, хăшĕ-пĕри Раççей ÿнерçи Никита Родионов çинчен илтнĕ. Ахăртнех, çакăн пек ят-шывлă ача республикăра темĕн чухлех. Манăн вара сире Шупашкарти 47-мĕш вăтам шкулта вĕренекенпе паллаштарас килет.

11 Ака, 2014

Культура çурчĕ - хавхалану çăл куçĕ

Чăвашкассинчи Макаровсене пĕр калăпран тунă çăпатапа танлаштарас килет: арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрне ăнланса вун улттăмĕш çул пĕрле пурăнаççĕ. Çемье çирĕп те тĕреклĕ пулни мăшăрпа калаçнинченех сисĕнчĕ. Вĕсем çÿпçипе хупăлчи пекех, ку арçын, ку хĕрарăм ĕçĕ тесе пайламаççĕ, килĕштерсе кун кунлаççĕ.

11 Ака, 2014

Ачасем сочинение вырăсла шухăшласа çыраççĕ

Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне иккĕмĕш хут çитрĕмĕр. Кÿршĕ регионти чăвашсем тăван пекех çывăх. Пире пĕр чĕлхепе калаçни çеç мар, нумай-нумай ытти пулăм пĕрлештерет. Çамрăк ăру вырăсланни - чуна ыраттаракан чи çивĕч ыйтусенчен пĕри.

11 Ака, 2014

Картишре 14 ĕне тата...

Туй кунĕнче ĕлĕк çамрăк мăшăра ырлăх-сывлăхпа, телейпе пĕрлех сак тулли ача-пăчаллă пулма суннă. Халĕ те пысăк йыш сунаççĕ-ха, анчах урăхларах калаççĕ. Тин кăна пĕр çемьене чăмăртаннăскерсене футболистсен ушкăнĕ чухлĕ ача çуратса ÿстерме сĕнеççĕ.

11 Ака, 2014

Мăн кун парни

Туссем, Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн тепĕр эрнере чи çутă уяв - Мăн кун - пулать. Вăл пирĕн чĕрене ырăлăх тултарать, малашлăх çутă та хаваслă пуласса шантарать. Мăн куна çемьепе пĕрле кĕтсе илеççĕ. Тĕн уявĕнче сĕтел çине кулич, хĕретнĕ çăмарта лартаççĕ.

Pages