Çамрăксен хаçачĕ

14 Пуш, 2014

Чăваш - Германие, нимĕç - Шупашкара

«Содружество» волонтер центрĕ Шупашкарта 2003 çулта йĕркеленнĕ. Паянхи куна вăл 10 пин ытла çынна волонтерсен лагерĕсене çитсе килме пулăшнă. Тĕрĕссипе, чăваш çамрăкĕсен урăх культурăпа, чикĕ леш енче пурăнакансемпе паллашма май сахал. «Содружество» шăпах çак çитменлĕхе пĕтерме тăрăшать.

14 Пуш, 2014

Чăвашлăх туйăмĕ хула ачин те пур

Республикăри хуласенче, район центрĕсенче ача-пăча искусство шкулĕсем пур. Вĕсенче вăй хуракан педагогсем çул çитменнисене пултарулăха тĕрлĕ енлĕ аталантарма пулăшаççĕ. Çавнашкал учреждени Çĕнĕ Шупашкарта та пур. Унта çÿрекенсем те тĕрлĕ конкурс-мероприятие хутшăнаççĕ.

14 Пуш, 2014

Заводри слесарьтен - фельдшера

Канаш тăрăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисен йышĕнче Екатерина Гордеева та пур. Вăл Шупашкарти медицина колледжĕн Канашри филиалĕнче фельдшера вĕренет.

Малалла вулас

14 Пуш, 2014

Кĕççе пула торф кăларма яман

Муркаш районĕнчи Сыпай тĕп шкулне Яшковсен çемйинчен виçĕ ача çÿрет. Çемьери чи аслă ывăлĕ кăçал Ярапайкасси пĕлÿ çуртне пĕтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче чи кĕçĕнни Иван та çурăм хыçне портфель çакĕ. Халĕ вăл Сыпайри садике çÿрет.

Pages