Çамрăксен хаçачĕ

27 Раштав, 2013

Арçынсем ăна юлма сĕнеççĕ

Шупашкар районĕнче çуралса ÿснĕ Елена Раевская ача чухне Çĕнĕ çула чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Халĕ те çаплах. Юр Пике çи-пуçне тăхăнса уявсене çÿрекенскер çынсене, уйрăмах ачасене, савăнăç кÿме пултарнăшăн хĕпĕртет. Унччен те ăлкăра Юр Пике пулса курнăскер мĕн çинчен ĕмĕтленнĕ-ха?

27 Раштав, 2013

Мускаври елкăра - Чăваш Ен ачисем

Раштавăн 24-мĕшĕнче Шупашкарти чукун çул вокзалĕнчен Чăваш Енри 50 ачана Мускава илсе кайнă. Мĕн тума тетĕр-и? Кремльти Патшалăх керменĕнче çулсерен иртекен Раççей Президенчĕн Ăлкинче савăнма. Аякри тăрăхри пысăк уяв ĕнер иртнĕ. Телей сунса инçе çула шăпăрлансене ашшĕ-амăшĕ кăна мар, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоровпа ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова та ăсатнă.

27 Раштав, 2013

Чи малтан курпунлă старике курсан...

Çĕнĕ çула тĕрлĕ çĕр-шывра расна кĕтсе илеççĕ. Шупашкарта пурăнакан ют патшалăх гражданинĕнчен тата пирĕн тăрăхра пулса курнă тĕрлĕ халăх çыннинчен çулталăкри чи кĕтнĕ уява епле паллă туни пирки ыйтса пĕлтĕм.

Чăрăш вырăнне пуленкене илемлетеççĕ

24 Раштав, 2013

Çĕрпе пĕлĕт хушшинче, Кÿкеç музейĕнче

Çамрăклăхăн чи çÿллĕ вĕçевĕ, çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕ - ТУЙ! Икĕ чĕре Гименей çыххине тĕвĕлеççĕ, пурнăçа урăхла хаклама вĕренеççĕ. Чун вĕçевĕ те улшăнать - мăшăр çунат хушăнать.

Pages