Чăваш хĕрарăмĕ

8 Çурла, 2015

Кирилл Патриарх килни Чăваш Ен историне ылтăн саспаллисемпе çырăнчĕ

Çурла уйăхĕн пуçламăшĕ пирĕншĕн, республика çыннисемшĕн, Чăваш Ене Мускав тата Пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл килнипе асра юлчĕ. Эпир тахçантанпах унпа тĕл пулма ĕмĕтленнĕ. Ăна чунран кĕтнĕ. Çакă Унăн Святейшестви çитес çĕре ĕненекенсем нихçанхинчен йышлă пухăннинченех палăрчĕ.

8 Çурла, 2015

Халăх вĕрентĕвĕн асамлă мелĕсем

Анисия ИГНАТЬЕВА, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ

Пирĕншĕн тĕлĕнмелле çынсенчен пĕри – Геннадий Никандрович Волков, тĕнчипе паллă этнопедагог.

Ăсĕ çивĕч унăн, шухăшĕ тарăн. Геннадий Волковшăн анне – Турăпа пĕр тан. Ачан малашлăхĕ вăл хăйĕн амăшне еплерех хисеплесе ÿснинчен питех те нумай килет. Çавăнпа та эпир шкулта ачана амăшне хисеплесе ăна хăй пултарнă таран пулăшма, юратнине палăртса амăш чĕлхипе калаçма хистетпĕр.

Чăвашла пĕлмен чăвашсен пуç мими çутçанталăк хушнă пек аталанса пыраймасть. Анне чĕлхинче вара ăнлантарса пама май çук темле асамлă вăй пур. Çак вăй ачара пытарăнса тăракан хăвата вăратса çитĕнÿсем тума çул уçса пырать.

8 Çурла, 2015

Хитре Тамар

Канаш районĕнче пĕр пĕчĕк те илемлĕ ял пур - Аслăял. Маншăн унран пахи нимĕн те çук. Паллă ĕнтĕ - çуралнă кĕтесĕм вăл. Аван çынсем пурăнаççĕ кунта. Кашнин расна шăпа - хури, шурри, йÿççи, пылакки... Мĕн тăвăн-ха, пурнăç пĕр пек килмест-çке. Апла пулин те хамăр ялсене питĕ кăмăллатăп.

8 Çурла, 2015

Вăрçă хыççăнхи пĕремĕк

Манăн пĕрремĕш вĕрентекен Христина Терентьева 1929 çулхи нарăсăн 12-мĕшĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Энĕшкассинче çуралнă. 1944 çулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Кайран ăна Октябрьски районĕнчи Малти Пукаш ялне ĕçлеме янă.

Унтанпа 68 çул иртсе кайрĕ, анчах та эпĕ паянхи кунчченех вăл пире мĕнлерех кăмăлпа пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа кĕтсе илнине астăватăп.

Pages