Чăваш хĕрарăмĕ

21 Пуш, 2015

Ĕçлекен халăх пурăнать

Мана пуринчен ытла паянхи кризис хумхантарать. Хаксем калама çук вăйлă ÿссе кайрĕç, лавккана кĕрсен те, пасара кайсан та нимĕн илме аптрамалла. Халăх малтанхи пек мар, чи кирлине кăна туянать. Эпĕ пĕлекен чылай çамрăк Шупашкартан Канаша куçса кайрĕ.

21 Пуш, 2015

Вăйă вăхăтĕнче миллионера çаврăнатпăр

"Шупашкарта аттракционсем ĕçлеççĕ-и? Ачана уяв туса парас килет", - шăнкăравлать ялта тĕпленнĕ юлташ. "Укçуна ытларах хатĕрле. Таçта та ачан кăмăлне тупма пулать", - терĕм ăна.

Кану паркĕсенче халăх яланхи пекех йышлă. Пĕр, икĕ, виçĕ ачаллă çемьесем куç тĕлне пулаççĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри пепкесем валли вылямалли, ярăнмалли вырăнсем йĕркелеме тăрăшни паха. Мĕн пытармалли, пушă вăхăта ачасен савăнса-кулса ирттерес килет.

21 Пуш, 2015

Михаил Игнатьев республика Пуçлăхĕн суйлавне кандидат пулса хутшăнассине пĕлтерчĕ

Республикăри МИХсен ĕçченĕсемпе Михаил Игнатьев пĕлтĕр çурла уйăхĕнче тĕл пулнăччĕ. Калем ăстисен, республика Пуçлăхĕпе тĕрлĕ мероприятире час-часах хутшăнма тивсен те, ыйту нумай пухăнса кайнă.

Pages