Чăваш хĕрарăмĕ

5 Утă, 2014

Ĕçчен çыншăн пур çул та уçă

Уяртсанах ял çынни пахчана тухрĕ. Çумăрпа ÿссе кайнă çум курăкпа кĕрешмелле, çырла та пиçет авă. Сывласа тăранмалла мар ырă шăршă - тин кăна çулса пăрахнă курăк шăрши - хуçаланать тавралăхра. Анкартинче, уйра утă пакусĕсемпе куписем куçа илĕртеççĕ... Ял ĕçченĕн пушă вăхăт пĕртте çук çулла.

5 Утă, 2014

Уçлăх - карапсемпе, çĕр-шыв - гастарбайтерсемсĕр...

Иртнĕ эрнере Чăваш Ене Александр Проханов писатель, публицист килсе кайрĕ. Чи малтанах вăл Республика Ертÿçипе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă, республика пурнăçĕпе кăсăкланнă. Александр Андреевич Чăваш Енре Изборск клубĕ уçма сĕннĕ. Унăн эксперчĕсем Раççейĕн тулаш тата шалти политикине тĕпчеççĕ.

28 Çĕртме, 2014

Вăрттăн тĕл пулу

Таньăпа саккăрмĕш класранах туслă çÿрерĕмĕр. Пĕрремĕш юрату темелле пуль ĕнтĕ. Харсăр, пур çĕрте те малта пулнишĕн килĕшетчĕ мана хĕр. Пĕр класрах вĕреннĕрен кунĕпе те пĕр-пĕринчен уйрăлмастăмăр. Уроксем хыççăн секцие вĕçтереттĕмĕр.

28 Çĕртме, 2014

"Телей кайăкĕ" çĕнтерÿ парнеленĕ

Çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче декораци-прикладной искусствăн Пĕтĕм Раççейри "Руç ăстисем" XII конкурс иртрĕ. ЧР Халăх пултарулăх çурчĕ йĕркелекен мероприятие кăçал 53 ал ăсти хутшăннă, вĕсенчен 28-шĕ 13 регионтан килсе çитнĕ.

28 Çĕртме, 2014

Ачасем чăваш пулсах ÿсчĕр

Ача чухнех чăваш тумне питĕ юрататтăм. Ялта камăн та пулин туй кĕрлет пулсан ватти-вĕттипех курма пухăнаттăмăр. Хальхи пек шурă кĕпепе, пуç çинчи чечек кăшăлĕпе марччĕ качча каяс хĕр.

Pages