Чăваш хĕрарăмĕ

2 Çĕртме, 2014

Юратаççĕ, вулаççĕ

Алина Николаева почтальон ытти мĕн пур чăваш хĕрарăмĕ пекех ирхи шуçăмпа вăранать. Ĕнисене суса кĕтĕве хăваланă тата хуçалăхри ытти ĕçе тирпейленĕ хыççăн сумкине йăтса виçĕ çухрăмри Шуркасси почта уйрăмне васкать вăл. Кашни кунах çапла. Таврари виçĕ пĕчĕк яла ăна уйăрса панă.

2 Çĕртме, 2014

Чăваш сасси çĕтмĕ-ши?

Чĕмпĕр облаçĕнчи Аслă Накаткин - Чăнлă районĕн тĕп сали. Вăл 1675 çулта никĕсленнĕ. Унта 5700 яхăн çын пурăнать, 60-65% - чăвашсем. Сайра хутра пулин те республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем патне кайса курмашкăн эпир те çапах та вăхăт тупатпăр. Вырăнти ертÿлĕхпе калаçса татăлнă хыççăн иртнĕ эрнере Аслă Накаткин ялне çула тухрăмăр. 200 ытла çухрăма парăнтарса кăнтăрла тĕлне райцентра çитсе кĕтĕмĕр. Ял пуçлăхĕпе Илья Митрофановпа телефонпа çыхăнтăмăр, вăл пире ял тăрăх администраци çуртĕнче кĕтме ыйтрĕ, хăй кĕçех пырасса пĕлтерчĕ.

31 Çу, 2014

Тăван тăварпа пиçнĕ

Нумай ача çуратакан хĕрарăм ватăлмасть, çамрăк курăнать теççĕ. Ахальтен каламаççĕ пуль çав. Пилĕк ачаллă амăшне çемьери аслă хĕрĕ вырăнне йышăнтăм малтан. Хĕрĕх çултан каçнине тем тесен те ĕненес килмерĕ. Пысăк Улаксарта пурăнакан Васильевсен - виçĕ хĕрпе икĕ ывăл. Чи асли Кристина 16 çулта, кĕçĕнни Милена шкула каяймасть-ха.

24 Çу, 2014

Чăвашла фильм ÿкерме кам пулăшĕ?

Çак эрнере республикăра Пĕтĕм тĕнчери VII кинофестиваль кĕрлесе иртрĕ. Унăн президенчĕ Раççей халăх артисчĕ, «Мосфильм» киноконцернăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров Шупашкара килсе çитрĕ. Пĕлтĕр те, малтанхи çулсенче те кĕтнĕччĕ ăна, анчах вăл патшалăх ĕçĕсене пула çула тухайман-мĕн.

24 Çу, 2014

Ирĕксĕрлĕхре те хÿтлĕх кирлĕ

Çын правине хÿтĕлесси - панхи кун чи çывĕч ыйту тесен те йăнăш мар. Украинăри лару-тăру çак шухăша çирĕплетет кăна. Хамăр патăмăрта та кулленех çын правнине пăснине асăрхатпăр. Çавăнпа та патшалăх шайĕнче ятарлă органсем йĕркеленине ырламалла кăна. Ачасен, ваттисемпе сусăрсен, хĕрарăмсен, ыттисен прависене общество та çине тăрсах хÿтĕлет-ха. Анчах та ирĕкрен хăтарнисен пирки калаçу пуçарсанах шухăш икке пайланать. «Преступниксем валли лайăх условисем туса укçа тăкакламалла мар, вĕсене унта курорта яман вĕт, хăйсем айăплă», - текенни уйрăмах тарăн тымар янă.

Pages