«Хресчен сасси» 39 (2827) № 14.10.2020

14 Юпа, 2020

Пĕрле аталанма, çĕкленме çăмăлрах

2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре «Фермерсене пулăшма тата ял хуçалăх кооперацине аталантарма тытăм йĕркелесси» регионти проект хута кайнă. Пилĕк çуллăха йышăннă проект тĕллевĕ — ял хуçалăх кооперативĕсене аталанма пулăшасси, фермер тата уйрăм хуçалăхсене çĕнĕ ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем йĕркелеме хавхалантарасси.

Проект пулăшнипе Патăрьел районĕнче ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем ăнăçлă аталанса пыраççĕ. Вĕсен йышĕ çулран çул хушăнсах пырать: «Баракат», «Эко Продукт», «Молочные зори», «Агро-Союз», «Лук-Агро» тата ыт. те. Нумайăшĕ вĕсенчен патшалăх пулăшăвĕпе усă курса пурлăхпа техника базине çирĕплетеççĕ, ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ. Акă «Баракат», «Эко Продукт» коопера-тивсем аш-какай тата сĕт тирпейлекен цехсем çĕклеççĕ. «Молочные зори» ЯХППК сĕт тирпейлекен завод тăвать. «Агро- Союз» кооператив вара 5 фермер хуçалăхне пĕрлештерет. Вĕсем продукцийĕпе куравсене те хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул Пĕтĕм Раççейри АПКн «Ылтăн кĕркунне» куравĕнче «Баракат» СССППК «Чи лайăх ял хуçалăх потребитель кооперативĕ» но¬минацире бронза медаль çĕнсе илнĕ.

«Лук-Агро» ял хуçалăх кооперативĕ /СССППК/ йĕркеленĕренпе виççĕмĕш çул ĕнтĕ. Вăл севок сухан туса илессипе, вырнаçтарассипе аталаннă. Сăмах май, çĕршывра 35-40 пин тонна севок кирлĕ пулсан 40 процентне Патăрьел тăрăхĕнче туса илеççĕ. Фермерсем, уйрăм хуçалăхсем - пурĕ 2 пин ытла çын — çак ĕçре тăрăшать. Чĕр тавар аграрисене самай тупăш кӳрет. Çапах юлашки çулсенче рынокра конкуренци çивĕчленни сисĕнет. Унччен Патăрьел, Елчĕк районĕсенче çаккультурăна ытларах туса илнĕрен сутассипе чăрмав пулман. Юлашки çулсенче ăна ют çĕршывран илсе килме, Раççейри ытти регионта çитĕнтерме тытăнни Чăваш Енри аграрисене те систерет, чĕр тавар сутма йывăрланать.

Пĕччен хулă хуçăлать çав. Фермерсем, хушма хуçалăхсем пĕрлешни, пĕр тĕллевпе ĕçлени çитĕнӳсем тума, йывăрлăхсене çĕнтерме май парать. Пĕрле аталанма, рынокра çирĕпленме те çăмăлрах. «Лук-Агро» СССППК ертӳçи Валерий Кузнецов кала¬нă тăрăх, кооператив тĕллевĕ — фермер тата хушма хуçалăхсем туса илекен севок сухана йышăнса упрасси, çур енне тупăшлă вырнаçтарасси. Çакă кооператив членĕсен тупăшлăхне ӳстерме пулăшать. Кооператив предста-вителĕ Леонид Кузнецов сăмахĕпе ĕçченсем Голландири, ытти регионти севок суханпа ĕçлекен предприятисемпе конкуренцие кĕмешкĕн пĕрлешнĕ. Раççейре те культура лаптăкĕсем пысăклансах пыраççĕ. Акă Голланди усламçисем Мускав облаçĕнче те севок сухан лартма тытăннă. 100 гектартан иртнĕ ĕнтĕ. Ку вара Чăваш Ен аграрийĕсене шухăшлаттарать, çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Рынокри вырăна çухатсан вун-вун çын ĕçсĕр, тупăшсăр юлма пултарать-çке. Кооператив членĕсем Голланди предприятийĕсен опычĕпе те паллашаççĕ, вĕренеççĕ.

«Лук-Агро» кооперативра çак культурăна туса илессипе опыт пухнă 9 хушма хуçалăхпа 7 фермер хуçалăхĕ. Ĕçе тытăниччен вĕсем умри аталану çул-йĕрне пĕрле сӳтсе явнă, мĕн туянмаллине палăртнă. Рынок улшăннă май чĕр тавар пахалăхне лайăхлатасси тĕп вырăнта. Туянакансен ыйтăвне тивĕçтерме ирĕксĕрех улшăнмалла, оборудованисене çĕнетмелле. Анчах ăна валли укçа-тенкĕ самай кирлĕ. Фермершăн, уйрăм хуçалăхшăн çĕклем çăмăл мар. Кооперативра вара ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме те çăмăлрах. «Лук-Агро» СССППК сухан кăлармашкăн копалка туяннă. Вăл 4 млн тенке кайса ларнă.

Кăçал «Лук-Агро» кооператив «Фермерсемпе ял хуçалăх кооперацине пулăшасси» программăпа патшалăх пулăшăвне илме конкурса хутшăннă. Гранта тивĕçни ăна малалла аталанма вăй-хăват хушнă тейĕн. Укçана кооперативăн пурлăхпа техника базине çирĕплетме тăкакланă, çав шутра севок сухан тасатакан оборудовани те илнĕ. Хальхи вăхăтра предприятин тракторсем, комбайнсем, ытти техника пур. Усă куракан çĕрсем те 500 гектар ытла, çав шутра çулсерен севок сухан 150 гектара яхăн йышăнать.

Хальлĕхе çĕнĕлĕхе йышăнман аграрисем те пур-ха. «Халиччен кооперативсăрах ĕçленĕ, чĕр тавар сутнă. Мĕн тума кирлĕ вăл тенине илтме пулать. Анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Леонид Кузнецов шухăшĕпе рынокра тытăнса тăрас, çирĕпленес, конкуренцие юрăхлă пулас тесен кооперативсене пĕрлешмелле. Унсăрăн пысăк предприятисем пĕчĕк хуçалăхсен çулне пӳлеççĕ, аталанма памаççĕ. Фермер, хушма хуçалăхсен тĕллевĕ — чĕр тавара туса илесси. ГСМ, вăрлăх тупассипе вара кооперативăн ĕçлемелле.

Кооператив вăрлăх çĕнетессипе, чĕр тавар пахалăхне лайăхлатассипе, тухăçлăха хăпаратассипе çине тăрсах ĕçлет. Кăçал Чехирен тата Польшăран 5 тонна вăрлăх туяннă. Курттăм илнĕ май тăкаксене палăрмаллах чакарнă. Шел, паха вăрлăх вырăнта туса илме çанталăк условийĕсем чăрмантараççĕ-мĕн.

Чĕр тавар Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне саланать. Экспорт калăпăшне те çулталăкра 200 тонна çитересшĕн. Хальхи вăхăтра ăна Беларуç тата Молдова çĕршывĕсене ăсатаççĕ. Малашне ытти çĕре те çул хывасшăн. Халĕ документсене электрон мелĕпе йĕркелессипе, тавар брендне тăвассипе ĕçлеççĕ. Патăрьел районĕнче «Лук-Агро» ял хуçалăх кооперативĕ рынокра хăй вырăнне тупнă ĕнтĕ. Çакă ыттисене те хавхалантарать. Ертӳçĕсен сăмахĕпе кооператива кĕрес текенсем сахал мар, ан-чах ăна хăмпă пек вĕрсе хăпартса яраймăн. Вĕсем ыттисене те ял хуçалăх кооперативĕсем йĕр-келеме сĕнеççĕ.

Лариса НИКИТИНА.


Ĕне сутасшăн пулнă та…

Юлашки вăхăтра ултавçăсем интернет урлă халăха улталасси ӳссех пырать. Вĕсем çынсен укçине йăкăртма мĕн кăна шухăшласа тупмаççĕ-тĕр: банк ĕçченĕ ячĕпе те шăнкăравлаççĕ, çук тавара сутаççĕ, туянма хăтланаççĕ тата ыт.те. Ултавçăсен серепине лекме вара ансат.

Нумаях пулмасть Шупашкар районĕнчи Кӳкеçри 62 çулти хĕрарăм ĕнине сутасси пирки пĕлтерӳ панă. Кĕçех ăна палламан арçын шăнкăравласа ĕне туянасси пирки пĕлтернĕ. Вăл хĕрарăм счечĕ çине 40 пин тенкĕ куçарнă тесе суйнă. Ăна çине тăрсах банкомат патне пыма, тĕрĕслеме ыйтнă. Ырă мар пулăма сиссе-ши, хĕрарăм выльăхне сутма килĕшменнине хыпарланă. Сасартăк арçыннăн кă-мăлĕ улшăннă, çине-çинех шăнкăравлама, хăртса калаçма тытăннă. Шар куракана тăванĕсемпе, кӳрши-аршипе канашлама вăхăт паман темелле. Çакна чăтайман хĕрарăм арçын ыйтнине пурнăçланă, 40 пин тенкĕ хăй шутĕнчен куçарса панă. Анчах лешĕн укçине кĕтсе илеймен. Хăйне тинех шăнман пăр çине лартса янине ăнланнă вăл.

Муркаш районĕнчи 36-ри хĕрарăм та интернет урлă ĕне сутасшăн пулнă. Пĕлтерĕве асăрханă преступниксем ăна та улталама хăтланнă, таваршăн маларах укçа куçарнине пĕлтернĕ. Анчах хальхинче хĕрарăм сисĕмлĕ пулни кăна вĕсен усал шухăшне пурнăçа кĕртме май паман.

Октябрь уйăхĕнчех Çĕнĕ Шупашкарти 67 çулти арçын шалти ĕçсен пайĕнчен пулăшу ыйтнă. Вăл каланă тăрăх, преступниксем 1 млн тенке яхăн вăрланă.

Л.АЛА.


Клуб çурчĕн синкерлĕ шăпи

Ял хуçалăхĕ хăйĕн вăйĕпе лартнă клуба пухусем, концертсемпе спектакльсем ирттерме тытса тăнă. Шупашкарти артистсем те ял çыннисене сахал мар савăнтарнă.

Унта çичĕ ялтан ватти-вĕтти пухăннă. Хуçалăх арканни культура çуртне те япăх витĕм кӳчĕ. Малтанах çурт тăрри шăтнăран юхăнса ларчĕ вăл. Ăна çĕнетсе улăштарчĕç, анчах пысăк çурта хутса ăшăтма укçа-тенкĕ уйăрман иккен. Çĕр вырăнлăскерте çил ачисем вылярĕç. Хуçасăр çурта ялти «кукăр алăллă» çынсем иленчĕç. Урай хăмисене хăйпăтса киле сĕтĕрчĕç, вĕсемпе кил хуçалăхĕнче усă курчĕç. Çурта пăсса çул сарчĕç. Çапла вара çичĕ ялпа çĕкленĕ культура çуртне сĕмсĕррĕн аркатрĕç. Унăн шăпи çакăн пек вĕçленчĕ.

1960 çулсенче Элĕк районĕнчи «Шуçăм» тата «Гвардеец» хуçалăхсем пĕр колхоза пĕрлешсен клуб хăпартнă. Кирпĕче ун чухне Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» хуçалăхра çапнă. Çĕр ĕçченĕсем ăна лавсемпе турттарнă. Культура çуртне ял çыннисем купаланă. Ăна Шупашкарти «Родина» кинотеатр евĕрлĕ проектпа çĕклерĕç. Таврара кун пек капмар çурт пулман хăй вăхăтĕнче. Клуб нихăçан та пушă ларман, ял çыннисем концерт, спектакль кăтартнă. Халĕ ун вырăнĕнче кирпĕч ванчăкĕн купи çеç тăрса юлнă.

Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пăшăрханса калаçнине илтрĕмĕр. «Культура çуртне вăхăтра сыхла-са хăварма мĕншĕн шухăшламарăмăр?» — терĕ вăл ун чухне. Халĕ пур çĕрте те клубсене юсаса çĕнетме тăрăшаççĕ. Çĕнĕрен хăпартакансем те пур. Ара, вăл яла юлакан çамрăксене кирлех. Çĕннине тума укçа-тенкĕ сахал мар тăкакланать, ăна тупма та çăмăл мар. Çавăнпах ĕнтĕ Мăн Этмен ял тăрăхĕн администрацийĕнчен юлнă кивĕ çуртра /вăл Кивуй ялĕнче вырнаçнă/ апат-çимĕç лавкки, ветеринари лечебници, клуб ĕçлет. Культура çурчĕн пĕлтерĕшлĕрех çуртра вырнаçмалла пек те… Юрать, ун çийĕн Раççей ялавĕ вĕлкĕшет — çавă савăнтарать.

Шĕмшеш ял тăрăхне 19 ял кĕрет. Пĕр хуçалăх та сыхланса юлман. С.Волков фермер «Ямаш», «Выла» хуçалăхсен çĕрĕсене илсе ĕçе кĕртнĕ.

Виссарион МАКСИМОВ, Сергей ЕВДОКИМОВ.

Элĕк районĕ.


Чунĕ таса, тин çеç çунă юр пекех

Хастар та вăр-вар çынна халăхра ĕлĕкренпех пăрчăканпа танлаштарнă. Ĕçре те, спортра та маттур Мария Кошкина. Йĕлтĕрпе ытларах чупма кăмăллать вăл. Хăй вăхăтĕнче район, республика шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Спорта юратасси вара ачаранах пырать унăн. Шкулта вĕреннĕ чухнех çулла велосипедпа ăмăртнă, хĕлле йĕлтĕр çине тăнă. «Çак пултарулăха çине тăрса аталантарнă пулсан, тен, эпĕ те паллă спортсменка пулаттăм», — тет Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Мария Леонтьевна.

Паллă спортсменка пулма шăпа пӳрмен хĕрарăма. Çапах та ялти чыслă-сумлă çынсенчен пĕри вăл. Ял-йыш кăмăллать ăна. Ку ята Мария Леонтьевна хăйĕн ĕçĕпе, ырă кăмăлĕпе тивĕçнĕ.
Канашри медицина училищинчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьел районĕнчи Хурама Тăвар ялĕнче фельдшерицăра ĕçленĕ. Каярахпа Турханти участок больницине куçнă. Шăпа ăна Патăрьелти санитарипе эпидемиологи станцине те илсе çитернĕ. Ун хыççăн Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи /хăй çуралса ӳснĕ ялти/ фельдшерпа акушер пунктĕнче вăй хунă. Çакăнтанах тивĕçлĕ канăва тухнă.

Ял çыннишĕн медсестра — терапевт та, окулист та, кардиолог та, хирург та. Пĕтĕмлетсе каласан, камăн мĕн ыратать — вырăнти фельдшер пунктне васкать. Чи малтанхи пулăшупа ăна шăпах кунти ĕçченсем тивĕçтереççĕ. Чирлĕ çынна алă тăсса парас, ăшă сăмахпа йăпатас йăла Мария Леонтьевнăн ачаранах палăрнă. Çавăнпа ĕнтĕ чунри ĕмĕтне пурнăçлама тĕв тунă вăл. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та чирлĕ çынна пулăшма васкать, нихăçан та хирĕçлемест.

Валентина ПЕТРОВА.


Мул

Ял варринче пысăк та хăтлă çуртра пурăнать Вера кинемей. Пӳрт ăш-чикки чаплă та хаклă сĕтел-пуканпа пуян, чăланти арчи пусма-таварпа йăтăнать. Анчах урам енчи виçĕ пысăк чӳречерен кĕрекен хĕвел шевли ăшăтаймасть мулпа тулнă кил-çурта. Юлашки кунсенче кăштах сас-чӳ пулсанах алăк еннелле пăхать ватă. Тем кĕтет, анчах никам та ун патне ура ярса пусмасть. Çын çӳременни халиччен пĕрре те кулянтарман Вера кинемее, халĕ вара вырăн çинчен тăрайманскере пĕр стакан шыв паракан та çукки тарăхтарать. Ĕçес килнипе тути-çăварĕ типсе ларнă унăн. Чупса çӳренĕ çĕртех вăйран кайрĕ, вырăн çинчен тăраймарĕ.

Ăш-чикĕ шывсăр хыпса çуннине чăтаймарĕ сакăр теçетке çула çывхаракан карчăк, ура çине тăма хăтланчĕ. Анчах вăйĕ пĕтнĕрен урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ.

Куçĕ умне хăй такăрлатнă çулăн кашни утăмĕ туха-туха тăчĕ. Ытла та усал, кăра çилĕллĕ пулнине, хĕрĕсене те нимĕн вырăнне хуманнине аса илчĕ. «Мĕн тесен те хам пурнăç панă хĕрсене ун пек кӳрентермелле марччĕ, — аран-аран илтĕнеççĕ шалтан тухакан сăмахсем. — Тен, каçарĕç мана. Пуç çапса каçару ыйтăп, пĕтĕм пурлăха вĕсем çине куçарăп. Тинех пуянлăх кирлĕ мар. Эх, вăхăтĕнче мĕншĕн чухлаймарăм çакна? Нивушлĕ пĕччен вилмелле пулать? Ах, хĕрĕмсем…»

Валентина НИКОЛАЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.