«Хыпар» 128 (27711) № 10.11.2020

10 Чÿк, 2020

Шурă Шупашкара Атăл тăрăх килеççĕ

Юхан шыв туризмĕ кăсăклă та илĕртӳллĕ. Туристсем теплоходпа пынă май илемлĕ тавралăхпа киленеççĕ, тĕрлĕ хулана çитсе кураççĕ, паллă вырăнсенче пулаççĕ. Çавăн пекех, тухтăрсем палăртнă тăрăх, шывпа çӳрени релаксаци мелĕ шутланать. Вăл нервăсене çирĕплетет, канăçлăх кӳрет. Ахальтен-им лăпланмашкăн шыв юхнине пăхма сĕнеççĕ.

РФ Туризм агентстви пĕлтернĕ тăрăх, çынсем Дон, Атăл, Кама, Лена, Енисей, Обь, Ока, Çурçĕр Двина шывĕсем тата Онего, Ладога, Байкал кӳллисем тăрăх çӳреме уйрăмах кăмăллаççĕ. Шыв çӳревĕ темиçе сехете е темиçе куна /2-7/ тăсăлать. Хăш-пĕр çĕршывра икĕ-виçĕ эрнене е пĕр уйăха тăсăлакан круизсем те йĕркелеççĕ, ун чухне туристсем темиçе юхан шывпа хулана çитсе кураççĕ. Ют çĕршыв турисчĕсем пирĕн çĕршыв круизĕсенчен ютшăнмаççĕ. Шыв çӳревне Германи, АПШ, Франци, Аслă Британи, Австри, Итали, Испани çыннисем юратаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ /90 процент/ «Мускав — Санкт-Петербург» маршрута суйлаççĕ, ыттисем Атăл, Енисей, Обь, Лена, Амур шывĕсемпе çӳреççĕ.

Пирĕн çĕршывра юхан шыв туризмĕ 1837 çултах аталанма пуçланă, ун чухне Мускав шывĕ тăрăх пĕчĕк карапсем çӳреме тытăннă. Механика завочĕсен обществин директорĕ Федор Бромелей çул çӳревçĕ пуçарнипе экскурсисем валли ятарласа «Ярославль» карап туса кăларнă, вăл 1898 çулта çӳреве тухнă. 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче «Кавказ тата Меркурий» компани круиз карапĕсем кăларма тытăннă. 1914 çулта чи пысăк икĕ карап тунă. Вăрçă хыççăн 1959 çулта туризмпа экскурси енĕпе ĕçлекен канаш юхан шыв маршручĕ йĕркеленĕ. Ку маршрутпа 10 карап ĕçленĕ. Çулталăкра 12 пин ытла çынна илсе çӳренĕ. 70-мĕш çулсенче совет çыннисем караппа пĕрремĕш хут Ростова, Перме, Горькие, Ленинграда çитсе курнă. Туристсем Атăл тăрăх ирттерекен круизсене уйрăмах кăмăлланă. «Мускав — Астрахань», «Ленинград — Астрахань» маршрутсем чи паллисем пулнă. 1988 çулта туризм карапĕсем 8,3 пин хут çӳреве тухнă. СССР салансан шыв çӳревĕсен шучĕ самай чакнă. 1997 çулта тепĕр хут вăй илме пуçланă.

Чăваш Ен юхан шыв круизĕсен ĕçне 60-мĕш çулсенче хутшăнма тытăннă. Вăл вăхăтра республикăра экскурсипе туризм енĕпе ĕçлекен канаш туса хунă. Çав тапхăраллах экскурсисен бюровĕ чăмăртаннă.

Андрей МИХАЙЛОВ


Вĕрентекен вĕрентекен пулма пăрахать-шим?

Çак ыйту юлашки вăхăтра час-часах шухăшлаттарать.

Ĕнер ача шкултан кăмăлсăр таврăнчĕ. Тĕрĕслев ĕçĕ вăхăтĕнче математикăпа задача шутлайманни çин-чен темиçе кун каяллах пăшăрханса калаçнăччĕ-ха вăл. Тема — çуркунне коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче килте вĕреннĕ чухне пăхса тухнăскер. Паллах, вĕрентекенсĕр, хăйсем тĕллĕн кăна кĕнеке тăрăх вуланипе чылайăшĕ ăна ăнланман. Халĕ вара класра нумайăшĕн йывăрлăхсем сиксе тухнă. Кун пирки каласан учитель мĕн хуравланă тетĕр? «Сире тепĕр хут ăнлантарнăшăн мана никам та укçа тӳлемест!» Çак сăмахсем хыççăн пулăшу кĕтсе илеймен ачасен кăмăлĕсем хуçăлнă. Паллах, вĕсен кун пек малалла вĕренес туртăмĕ те çухалать…

Чăваш литературин классикĕ Константин Иванов иртнĕ ĕмĕрте çырни пирĕн вăхăтра тепĕр хут çаврăнса çитрĕ-ши? Тĕнче укçа çинче тытăнса тăрать тени каллех куçа тăрăнакан чăнлăх пулса тăчĕ-ши? Анчах та вĕрентекен ача ыйтнине хирĕç çапла хуравланине — çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлӳ тата тивĕçлĕ воспитани парассине укçапа çыхăнтарнине — йышăнма питех те йывăр. Паллах, хальхи саманара никам та идейăшăн ĕçлеме килĕшмест. Кирек епле ĕç те паян тӳлеве тивĕçлĕ. Унăн виçине ĕç пахалăхне, тухăçлăхне пăхса палăртаççĕ. Çакна никам та хирĕçлемест.

Учителе урока пырса вăхăт ирттернĕшĕн мар, чи малтанах ачана çырма, шутлама, вулама вĕрентнĕшĕн укçа параççĕ мар-и вара? Ача темăна ăнланманни, пĕлменни вĕрентекен тухăçсăр ĕçленине кăтартакан паллă пулса тăмалла мар-и-ха? Хальхи вăхăтра, сăмах май, вĕрентекенсене сахал тӳлеççĕ тесе кӳренсе калаçмалли çук. Вĕсен шалăвне пĕчĕк тесе калаймăн. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта республикăри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацисенчи педагогсен вăтам ĕç укçи 27 пин ытла тенкĕпе танлашнă. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче авăн уйăхĕнчен пуçласа çĕршыв Президенчĕн хушăвĕпе класс ертӳлĕхĕшĕн тата 5 пин тенкĕ хушса пама йышăннă.

Вĕрентекен хисепрен тухса пырать тенине те илтме пулать. Кунран тĕлĕнмелли те çук ахăртнех. Ача — питĕ сисĕмлĕ чун. Вăл ырăпа усала аван курать, ăçта лайăх, ăçта начар — хăвăрт уйăрса илет. Пулăшу ыйтнă чухне вĕрентекен унран пăрăннине, паллах, вăл ырăпа йышăнмасть. Çапла майпа пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн вĕрентекене сума сăвасси те чакса пырать. Ачана ăнланма пултаракан, унпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекен çын патне, паллах, хисепĕ те ытларах.

«Иккĕмĕш класс пĕтерчĕ-ха, анчах пиллĕк çумне улттă та хушма пĕлмест», — ку сăмахсем тепĕр вĕрен-текен калаçăвĕнчен илтнĕскерсем. Хăй иккĕмĕш çул пĕлӳ паракан ача пирки унăн çапла каламалла-и вара? Ку тĕслĕхре, ахăртнех, вĕренекене икĕ çулта та шутлама хăнăхтарайманскерĕн професси ăсталăхĕн шайĕ пирки калаçу пуçармалла.

Хальхи вăхăтра шкулсенчи вĕрентӳ шайĕ пĕчĕккине кăтартакан тепĕр паллă вăл, ахăртнех, репетитор тытни.

Валентина БАГАДЕРОВА


«Пĕрре çеç курса калаçасчĕ»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пурин те пĕр тĕллев пулнă: тăшмана хăвăртрах çапса аркатса тăван киле таврăнмалла. Çакă салтаксем çырнă виç кĕтеслĕ çырусенче те аван палăрать. Вĕсем ял хыпарĕсемпе кăсăкланаççĕ, çывăх çыннисене лăплантараççĕ, тăванĕсен йывăрлăхĕсене пĕрле пайлама тăрăшнине систереççĕ.

Василий Улюкин Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел ялĕнче 1914 çулта çуралнă. Ачаранах тавçăруллă та хăюллă пулнă. Купăс, балалайка питĕ ăста каланă. 15-рех çитĕннисемпе пĕрле Чулхулана ĕçлеме тухса кайнă. 1939 çулта финсемпе вăрçă пуçлансан ăна салтака ăсатнă. Вăл кĕçĕн командирсен полк шкулĕнче вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан салтаксене тӳрех вăрçа янă. Василий Маркелович унта аслă сержант, разведчиксен командирĕ пулса тăшманпа паттăррăн çапăçнă. Вулакансене хăюллă, паттăр командирăн вăрçă хирĕнчен савнă арăмĕпе юратнă ачисем патне янă хăш-пĕр çырăвĕпе паллашма сĕнетĕп.

«…Пирвай пĕлтерем хам хыпара. Кашни кун пуля çумăр пек тăкăнать. Вăрçă питĕ вăйлă. Темĕн чухлĕ çын пĕтрĕ. Эх, Альтук, мĕнле чун тухĕ-ши? Хăшин пуçĕ çук, хăшин ури те çук, хăшĕ çурмалла татăк выртаç, пурне те каласа парсан ăнтан кайăн. Эпĕ вилĕп те кайăп – пĕр тăван та курас çук. Каплах кашни кун çын вилсен никам та юлас çук. Ну тата ыйтап санран: Альтук ялтан нумай çын илсе кайрĕç-и? Сывă тухасси пулмĕ. Эсĕ мĕнле пурăнăн, ĕмĕре мĕнле ирттерĕн? Виçĕ ачапа ăçта каймалла? Ачасем ӳссен кăшт пулăшĕç, атту ĕмĕр-ĕмĕр йĕрсе çӳрĕн. Виличчен санран çыру илесчĕ. Ку минутра сывă пулап. Ачасене лайăх ӳстер, хăвна ӳлĕмрен пăхĕç, вĕсене пăрахса качча кайма тӳрех ан шухăшла. Ачасене тата хăвна та мĕлке çапăнтарса яр обязательно, виличчен ман кăмăла ан хăвар. Санран пĕр çыру та Альтук тахçанах илмен, уйăх ытла. Çавăнпа питĕ хуйхăратăп. Ялта мĕнле? Хотя яла та ыр çын юлмĕ. 1941, 26-мĕш июнь.»

«…Çыру çырап хам юратнă арăма. Сан çырăвна илсен темиçе кун вуласа пăхап, эпĕ санран куç пек шав çыру кĕтеп. Эх, Альтук епле пурăнан? Мана сывă юлĕ тесе шухăшлама çук, каплах кашни кун çын вилсен никам та юлас çук. Альтук , эсĕ вутăсăр аптранă иккен. Эпĕ çырса янăччĕ кĕрешсене тат тесе, эсĕ вăл çырăва илмен-шим? Нимĕн те ан шухăшла, çавна тат. Пока вĕсем пур чух вутăсăр ан аптăра. Альтук, пĕлеп сана йывăррине. Ну пока нимĕн те тума пĕлместĕп. Альтук пахча сухалас йĕркипе хуйхăран иккен. Колхозсем, тен, сухаласа парĕç. 1942, 28-мĕш апрель.»

«…Халĕ урăх вырăна куçрăмăр, халĕ урăх вырăнта, урăх должноçра, конечно, хальхи вăхăтра пĕр вырăнта тăма çук. Ну Альтук ку вырăн питĕ хăрушă. Хам та ку сехетре сывă. Ну пока, Альтук, сывă пулăр. 1942, 10-мĕш октябрь.»

«…Çырап çыру Вирка, Аркадий сире, салам. Малтан пĕлтерем: эпĕ, Вирка, сан çырăвна илтĕм, питĕ хĕпĕртерĕм, питĕ пысăк тав çыру янăшăн, шăпах питĕ ăш вăркатчĕ, ăш çуннă вăхăтчĕ. Ну халь кăшт ăш лăпланчĕ. Эпĕ тахçанах çыру илменччĕ, халĕ пĕлтĕм ĕнтĕ сирĕн хыпарăра. Пока аптрамастăр, пурăнатăр иккен. Унпа тата хĕпĕртерĕм. Эсир аван пурăнсан мана та аван. Пока пурăнатăр-ха ничего, Вирка. Ну, малалла питĕ йывăр пулĕ. Ну только часрах пысăкланăр. Халĕ те пысăкланнă та. Киле хăвăр кăна юлатăр тетĕр, хăрамастăр иккен. Уншăн та хĕпĕртерĕм. Только Вирка пĕчченех выртан иккен. Аннӳ Аркаша хытăрах юратать иккен. Аркаш арçын ача çав. Ну ничего, Вирка, эпĕ киле пырсан сана хытăрах юратăп. Ан тив, халь Аркаш амăшĕпе пурăнтăр. Халĕ вăл санран пĕчĕк çав. Атту аннӳ шеллемесен кам шеллĕ, эсир иксĕр те тăлăх. Пока сывă пулăр, аван пурăнăр, Аркашпа ан çапăçăр. Тата çакна калам: ют çынна никама та ан кĕртĕр. Хăвăрăн юлашки çăкăрăра илсе кайĕç. Паллаканнисене те ан кĕртĕр, анне çук тейĕр, анне килсен килĕр тейĕр, хуть те кам пулсан та. Ну, ачамсем, пока сыв пулăр, ку çырăва сирĕн аçăр çырать. Хуть эсир мана мантăр пуль ĕнтĕ. Ну ничего. Эх, Альтук сана çыру çыриччен курса кăна калаçасчĕ те, ним тума та çук, курасси те пулас çук. Çапла çырупа калаçсах ĕмĕр иртрĕ. Эпĕ çакна хам ăшăмра калатăп: çамрăк ĕмĕр пустуй иртет, шухăшласан пуçа ниçта хума çук. Мĕн ачаран пурăнтăмăр иксĕмĕр. Никам та пирĕн пек пурăнман пулĕ. Халĕ эпĕ килтен тухни 3 çул çинче пырать, чăтан çав Альтук, ним тума та çук. Ну, Альтук тата ял хыпарне пĕлтер, тăвансен хыпарне пĕлтер. Петя кумпа халĕ пĕр-пĕрне çыру çыратпăр. Çук, курасси те пулас çук. Нимĕн те тума çук. Çур çĕр иртни 2 сехет. 1943, 25-мĕш март.»

Тамара МОЖАЕВА, библиотекарь.
Шăмăршă районĕ, Пăчăрлă Пашьел ялĕ.


Наци фильмĕсене ÿкерекенсен камран вĕренмелле?

Вун виççĕмĕш хут йышăнчĕ Чăваш Ен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале. Ытти тăрăхри фестивальтен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха вăл? Пирĕн патра иртекеннинче тĕрлĕ халăхăн, регионсен фильмĕсене те кăтартаççĕ.

Ютрисене те хавхалану кӳчĕ

Кăтартаççĕ кăна мар, вĕсен конкурсне те ирттереççĕ. Кинофестиваль пуçламăшĕнче тулли метражлă илемлĕ фильмсен конкурсĕ кăначчĕ. Вăхăт иртнĕ май вырăнти режиссерсем, продюсерсем тата, паллах, куракансем ыйтнипе сахал йышлă халăхсен ĕçĕсене те конкурс йĕркелесе тивĕçлĕ хак пама пуçларĕç. Çакă пирĕннисене кăна мар, ютрисене те хавхалану кӳчĕ пулмалла, çавăнпа кинофестивале хутшăнакансен шучĕ çулленех ӳсет. Сăмахран, кăçал халăхсен тата регион шайĕнчи конкурса Раççейĕн 14 регионĕнчи /Иркутск, Свердловск, Томск, Ярославль облаçĕсем, Кабарда-Балкар, Пушкăртстан, Бурят, Ингуш, Мордва, Чăваш, Саха /Якут/, Çурçĕр Осети, Тутарстан, Тыва/ 24 кинолента хутшăннă.

Чӳк уйăхĕн 5-мĕшĕнче кинофестивалĕн çĕнтерӳçисене савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç. Камсем-ха вĕсем, мĕнле филь-мсем мала тухрĕç, куракансене уйрăмах килĕшрĕç? Тулли метражлă илемлĕ фильмсен хушшинче «Чи лайăх фильм» ята тата «Анне» гран-прие «Нет бога кроме меня» /режиссерĕ Дмитрий Давыдов/ тивĕçрĕ. «Чи лайăх режиссура» — Кăнтăр Корейăра ӳкернĕ «Hello Dayounq» лентăн. «Чи лайăх сценари» ята «Песнь древа» ĕçĕн сценарисчĕсене Айбек Дайырбекова тата Садык Шер-Нияза /Кăркăсстан/ пачĕç. «Чи лайăх оператор» ята Шандор Беркеши «Назад в степь к сарматам» фильмшăн тивĕçрĕ. «Арçын рольне чи лайăх калăплакан актер» хальхинче Александр Карнаушкин /«Седьмой пробег по контуру Земного шара»/ пулчĕ, «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан актриса» — Елена Сусанина /«Керосин»/.

Халăх тата регион кинокартинисене çапла хак пачĕç: «Чи лайăх фильм» ята икĕ ĕç — «Агент Мамбо» фильм /режис¬серĕ Алексей Амбросьев /Якут Республики/ тата «Полем» /режиссерĕ Владимир Синяев, Чăваш Ен/ тивĕçрĕç, «Чи лайăх ре¬жиссура» ята — «Сайти — сын Зоули» /Амур Амерханов, Ингуш Республики/, «Чи лай¬ăх сценари» ята — Виталий Петров сцена¬рист /«Бардо»,Тыва Республики/, «Чи лайăх оператор» ята — Вячеслав Ложковой /«Отряд таганок», Пушкăрт Республики/, «Чи лайăх актер» ята — Варвара Брылина /«Млечная дорога», Свердловск облаçĕ/. Унсăр пуçне темиçе лента ятарлă диплома тивĕçрĕ.

Самана уттипе

Наци кинофильмне мĕнле хакламалла? Вĕсемшĕн мĕнле шай питĕ çӳллĕ шутланĕ: тĕнче цивилизацийĕнни е хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăраканни? Камран вĕренмелле вĕсене ӳкерекенсен: Голливудран е вырăнти ахах-мерчентен? Манăн шухăшпа, наци кинокартинисенче, тем тесен те, халăхсен менталитечĕ, ăс-хакăлĕ, кăмăлĕ сăнланмалла кăна мар, вĕсен тĕп вырăнта пулмалла. Çак ĕçе пурнăçлакансен, режиссерсен, операторсен, продюсерсен, актерсен ăсталăхĕ кирли — тепĕр ыйту.

Шупашкарти кинофестивале тăратнă ĕçсенчен чылайăшĕнпе паллашма май килчĕ. Мĕн çинчен-ха вĕсем? Тӳрех палăртмалла: саманаран юлмаççĕ. Наци сĕмне тĕпе хурса ĕçлеççĕ, çав вăхăтрах паянхи кун ыйтăвĕсене те асăрхамасăр хăвармаççĕ: ыттисене мĕн шухăшлаттарать, канăçсăрлантарать — вĕсем те çавнах хускатаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, бурят режиссерне, сценаристне Баир Уладаевах илер. Унăн «На берегу мечты» драми икĕ çыннăн шăпине уçса парать. Вĕсем — ача çуртĕнчен тухса тарнă 7 çулти хĕр пĕрчи Настя тата Чечня вăрçинчен аманса таврăннă 23-ри Володя. Кашнин хăйĕн пурнăçĕ, ĕмĕчĕ: Настя асамлă тĕнчене лекесшĕн, Володя хăйĕн йăмăкне — вăл вăрçăра пулнă тапхăрта ача çурчĕпе сыв пуллашнă Даринăна — шыраса тупасшăн. Кунашкал самантсем ытти халăхăн та пулаççĕ, бурятлăха вара унти кĕвĕ-çемĕ, йăла-йĕрке, пурнăç майĕ уçса парать.

Пушкăртстанри Динара Абдрашитова режиссер ӳкернĕ «Асия» мелодрама пирки те çавнах каламалла. Тăлăх ача шăпи нихăш халăхшăн та ют мар. Асияна та амăшĕ унăн ашшĕ летчик пулнă тесе юмах юптарса улталанă. Ашшĕпе амăшĕ пĕр чĕлхе тупаймасăр уйрăлнă-мĕн. Анчах пепке летчик ашшĕне курас ĕмĕтпе пу¬рăнать, кулленех тӳпере вĕçсе иртекен самолета алă суллать, ашшĕ ăна асăрхасса шанать. Хур тĕкĕсене пуçтарса çунатсем ăсталать, вĕçме ĕмĕтленет. Пĕр кунхине амăшĕ ашшĕ вĕсем патне хăнана килессе пĕлтерет. Асия чăтăмсăррăн кĕтет: ашшĕ тинех таврăнĕ. Анчах ку çын амăшĕн çĕнĕ юлташĕ иккен… Вара шăпăрлан ашшĕ патне хăй вĕçсе хăпарма тĕв тытать, çӳллĕ ту тăррине чупса хăпарать те чăнкă çырантан… «вĕçет».

Надежда СМИРНОВА

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.