Хыпар

29 Юпа, 2014

Вĕренÿ тытăмĕ бюрократи читлĕхĕнчен хăтăлĕ-и?

Хальхи вăхăтра педагог сăнарĕ обществăн ăнлавĕнче еплерех калăпланать? Çакăн çинчен шухăша путатăн та - эпир ача-пăча пулнă вăхăт хыçа юлнине, паянхи ÿкерчĕк ун чухнехинчен пачах урăхлине куратăн. Уççăн калам: пирĕн йăхра учительсен династийĕ темиçе ăруран тăрать - танлаштарма пушшех меллĕ. Асанне каласа панисем - хăлхарах, аннен ĕç-хĕлĕ - асрах, пичче-аппан педагог каçалăкĕ - куç умĕнче. Виçĕ ăрăва çыхăнтараканни - кашниех хăйсенчен мĕн çирĕп ыйтнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшни.

29 Юпа, 2014

Çемьесене савăнтарчĕç

«Чăваш Республикин территорийĕнчи пурăнма юрăхсăр çуртсенчен куçарасси» программа ĕçлеме пуçланăранпа чылай çемье хăтлă хваттер илчĕ. Патшалăх пулăшăвне çак кунсенче Элĕк салинче пурăнакансем те туйса илчĕç. Колхоз урамĕнчи виçĕ хутлă вĕр çĕнĕ çурт 24 çемьене йышăнчĕ.

29 Юпа, 2014

Александр ЯКОВЛЕВ: «Халĕччен курман кайăксене ÿкерсе илтĕм»

Шупашкар районĕнчи Çĕньялти Александр Яковлев орнитолог иртнĕ çулла федерацин Зея патшалăх заповедникĕнче /Амур облаçĕнчи Зея хулинчен инçе мар/ пулнă, халĕччен курманнине нумай пĕлнĕ.

29 Юпа, 2014

Пĕве урамне çаврăннă Уреткекасси

Пулăçăшăн, сунарçăшăн, хурт-хăмăрçăшăн кунта - чăн-чăн çăтмах.  Камшăн мĕнле те - эпĕ пĕчĕк ялсене кайсан чунпа канатăп. Унта хуçаланакан лăпкăлăхпа шăплăх тыткăнлать мана. Çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнакан çынсен хăйне евĕрлĕхĕ хĕпĕртев кÿрет. Кăмăлĕпе те хитре вĕсем.

Pages