Кил-çурт, хушма хуçалăх

15 Юпа, 2015

Çамрăк улмуççисене хÿтĕлемелле

Çамрăк улмуççисене пĕлтĕр хĕле кĕреспе пластик савăтсене касса чĕркенĕччĕ. Кăшлакан чĕрчунсенчен хÿтĕлеме пулăшрĕ-ха вăл, анчах çамрăк вулăшăн аванах маррине асăрхарăм: çуркунне йывăррăн вăй илчĕç улмуççисем. Хĕллене мĕнпе чĕркемелле-ши вулăна?

Валерий ИЛЬИН.

Шăмăршă районĕ.

15 Юпа, 2015

Пулă апачĕ усăллă

Диетологсем çирĕплетнĕ тăрăх, пулă пирĕн рационра эрнере икĕ хутран кая мар пулмалла. Пулăра этем организмне кирлĕ япала питĕ нумай. Тĕслĕхрен, шăла пулăра /судак/ белок виçи чăх ашĕнчинчен те нумайрах, сазанра вара белок виçи ĕне ашĕнчинчен те ирттерет. Кальципе фосфор виçи пулăра иçĕмпе курагаринчен 40: ытларах. Чи хакли, çапах та, пулăра Омега-3 текен çуллă йÿçек. Вăл эпир çиекен ытти çимĕçсенче пачах та çук тесен те йăнăш мар. Çуллă йÿçек Омега-3 чĕре тата юн çаврăнăш ĕçне тĕрĕс йĕркелесе тăма кирлĕ. Вăл юнри холестерин шайне чакарать, атеросклероза аталанма памасть.

8 Юпа, 2015

Чÿречесене хĕле хатĕрлетпĕр

Чÿречесене хĕле мĕнле хатĕрлемелли çинчен В.В.Иванов инженер-строитель каласа пачĕ.

Ăшшăн иккĕ виççĕмĕш пайĕ чÿрече кантăкĕпе рама, икĕ рама, рамăпа коробка хушшинчи çурăксенчен тухса каять. Кантăка пĕлсе лартни тата чÿречесене хĕл каçма хатĕрлени ăшă перекетлеме пулăшать. Чÿречесене питĕрес умĕн коробкăпа рамăсене тата вĕсен хушшинчи хушăксене тĕплĕн тĕрĕслемелле, кирлĕ пулсан - юсамалла.

8 Юпа, 2015

Кĕрхи ыхра лартма вaхaт

Кĕрхи ыхрана мĕнле хатĕрлесе хăçан лартмаллине çырсан аванччĕ.

Геннадий НИКОЛАЕВ.

Шупашкар районĕ.

Ыхра валли йăрана тĕрĕс суйламалла. Пăрçа-фасоль, хăяр, помидор, купăста, çĕрулми ÿснĕ вырăн аван. Сухан хыççăн ыхра лартмалла мар. Хĕлле çил çапакан, çуркунне шывланса тăракан е юр вăрах выртакан лаптăк та ыхрашăн юрăхлă мар. Ыхра ир тухакан ÿсен-тăран. Çуркунне юр айĕнчен тухаймасăр çĕрсе путланма пултарать.

Pages