Кил-çурт, хушма хуçалăх

23 Утă, 2015

Пуховик çăватпaр

Хĕлле нумайăшĕ пуховик тăхăнса çÿрет. Вăл çăмăл, ăшă, илемлĕ. Анчах ăна мĕнле çумалла? Яланах химчисткăра тасаттарни те хака ларать. Çавăнпа нумайăшĕ килтех çума тăрăшать. Çунана çулла хатĕрлеме хушнă. Апла тумтире çанталăк ăшă тăнă вăхăтра çуса типĕтме аван.

Час-часах пуховик çинчи ярлăкра машинăпа, алăпа çума юраманнине асăрхаттараççĕ. Анчах çакă ниме те пĕлтермест.

16 Утă, 2015

Хурлăханaм,: хурлăхан

Хурлăхан çинчен юрă та хывнă чăвашсем. Вăл космонавтсене те вăй кÿнине палăртаççĕ унта. Апла пулсан ку çырла пуриншĕн те усăллă, сиплĕ. Ахальтен мар çитĕннĕ çын организмне аскорбин йÿçекĕпе тивĕçтерес тесен талăкра 35-40 штук хурлăхан çимелле. Унсăр пуçне хурлăхан Е витаминпа та пуян. Вăл вара çамрăклăха упрама пулăшать. Унти фитонцидсем грипп вирусĕсене пĕтереççĕ. Пахчара çутçанталăк аптеки ÿсет тейĕн.

Хăшпĕр кăтарту тăрăх, хура хурлăхан çĕршывĕ - Ази. Анчах вăл Европăри чылай çĕршывра ÿсет. Унăн нумай сорчĕ Раççейре те çитĕнет.

16 Утă, 2015

Усăллă канашсем

  • Пахчари кăтка пĕтерме авăртнă хĕрлĕ пăрăç пулăшать. Ăна кăткă йăви патне сапмалла. Вăл çавăн пекех купăста, хăяр хуртне те вĕлерет: 10 л шыва 100 г пăрăç ямалла, 2 сехет тытмалла, ÿсен-тăрана пĕрĕхмелле.
  • Помидора чир-чĕртен упрама вĕлтĕрен шывĕпе шăвармалла.
  • Купăста лĕпĕшĕ армутирен хăрать. Çавна май ăна пахчаçимĕç çине хумалла.
  • Пÿлĕмри чечеке ÿсме çумăр шывĕ пулăшать.
16 Утă, 2015

Сăнавсем

  • Пыл юхтарнă чух çынна ăна çитерсен хурт хунать теççĕ.
  • Вĕлле шутне каламаççĕ, каласан - пыл хурчĕн шучĕ чакать имĕш.
  • Пыл хурчĕ ырă çыннăн çеç хунать.
  • Вĕлле хуртне куç ан ÿктĕр тесен карта çумне шăпăр тăратса хумалла.
  • Пыл хурчĕсем сывлăшра сĕрлесе çаврăнсан лайăх çанталăк пулать.
  • Вĕлле хурчĕ ĕрчетесси телей тăрăх теççĕ.
  • Пыл çинĕ хыççăн шыв ĕçсен хурт ăнмасть теççĕ.

Pages