Кил-çурт, хушма хуçалăх

20 Раштав, 2013

Лаша çулĕ çывхарать

Кĕçех Çĕнĕ 2014 çула кĕретпĕр. Тухăç календарĕ тăрăх вăл Кăвак Лаша çулĕ шутланать. Саккунлă вăя 2014 çулхи кăрлачăн /январĕн/ 31-мĕшĕнче кĕрет те 2015 çулхи нарăсăн /февралĕн/ 18-мĕшĕччен «хуçаланать». Хăш-пĕр астролог çитес çула Симĕс Лаша çулĕ тесе те калать. Кăвак тĕс лăпкăлăх, кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕн символĕ шутланать.

Çак çулăн вăй-хăвачĕ /стихия/ - йывăç. Çавăнпа та Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ чух хăвăр ума тĕп тĕллев лартăр. Каярахпа пĕтĕм вăй-хăвата ăна пурнăçлама усă курăр.

20 Раштав, 2013

УКСУС ПУЛĂШАТЬ

Кашни килтех уксус пулмаллах. Мĕншĕн тесен вăл кирек хăçан та кирлĕ пулма пултарать.

Пÿлĕмри табак шăршине пĕтерме те уксусах пулăшать. Çак ĕç килте тин çеç табак туртма пăрахнă чухне питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен тивĕçлĕ «мерăсем йышăнмасан» табак шăрши килте темиçе уйăх та упранса юлма пултарать.

Чи малтанах турилккесене е тарăн мар анлă савăта çурринчен ытларах чухлĕ уксус ярăр. Унтан пÿлĕмри тĕрлĕ вырăна лартăр. Талăк иртиччен пÿлĕмри сывлăш тасалать.

Çак меслетпех плита çинчи апат-çимĕç çунăкĕн шăршине те пĕтерме пулать.

20 Раштав, 2013

Çĕнĕ çулта мĕн парнелеме хушмаççĕ

Çĕнĕ çул парнисене суйланă чух халăхра сарăлнă хăш-пĕр паллăна та шута илме сĕнеççĕ.

Калăпăр, çĕçĕ парнелесен - çынсем пĕр-пĕринчен уйрăлса каяççĕ имĕш.

Çавăн пекех сехет те парнелеме хушмаççĕ – вăл та уйрăлăва пĕлтерет тесе шутлаççĕ.

Парнелекен шарф пирки те юлашки вăхăтра çавăн евĕрлĕ шухăшах çÿрет, вăл та мăшăр е хĕрпе каччă пĕр-пĕринчен уйрăлса каяссине пĕлтерет теççĕ. Анчах та ку асăрхаттару алăпа çыхнă шарф пирки кăна теççĕ, шăпах вăл уйрăлу палли имĕш.

Тутăр парнелени – тунсăха пĕлтерет.

13 Раштав, 2013

Хĕлле урапа хатĕрле...

Урамра хĕлĕн пĕрремĕш уйăхĕ хуçаланать. Çанталăк самаях сивĕтрĕ, кун кĕскелсех пырать. Чылай вăхăт хуп-хура тумлă пулнă сад-пахча шурă юрпа хупланни пахчаçă чĕринче кăштах юлхавлăх та çуратать, тинех канма, хĕрÿ ĕçсене çуркуннене хăварма юрать темелле пек. Анчах ку туйăнать çеç, пахчаçăшăн кирек епле ĕç те çулталăкĕпех тăсăлать, пухса илнĕ тухăçа лайăх упрамалла, çитес çулхи тухăç пирки халех, пушаннă çĕр мамăк кĕрĕк айĕнче тĕлĕрнĕ чухнех шухăшламалла.

13 Раштав, 2013

КАЛЕНДУЛА - СИВĔРЕН ХĂРАМАН ЧЕЧЕК

Календулăна ноготки тесе те калаççĕ. Вăл чи авалхи сиплĕ чечексенчен пĕри. Ун çинчен Авицена ĕçĕсенче асăннине те асăрхама пулать. Çак чечек Маргарита Наваррская Королева /1492-1549/ чи юратнă чечекĕ тесе хăйĕн пахчинче çитĕнтерме хушнă хыççăн уйрăмах палăрма тытăннă. Унпа тĕрлĕ чирсене сиплеме, ыратнине ирттерме усă кураççĕ. Уйрăмах вăл пыр ыратнине сиплеме май парать.

Календула - сивве тÿсĕмлĕ, ачаш мар, çутта юратакан, анчах типĕ тăпрана килĕштермен ÿсен-тăран.

Pages