Самант

1 Çурла, 2017

Сăрт-туллă Кăркăсстанра…

Мускавра пулатăп-и, Питĕрте-и, Сочире-и е тата Хусанта-и — çул çÿреве тухма май тупăннăшăн савăнатăп. Мĕншĕн тесен инçе çула парăнтарса хуласемпе паллашни, унта пурăнакан халăхпа калаçни-хутшăнни, вырăнти музей-театр таврашне çитсе курни хамăрăн çак тĕнчери пĕлтерĕше ăнланса илме, çĕр çине мĕн тĕллевпе килнине туйма пулăшать.

Сăрт-туллă Кăркăсстанра…

1 Çурла, 2017

Кадет шкулĕ пурнăç çулне суйлама пулăшнă

18 çулти Егор Михайлов пĕчĕк чухне кукашшĕн калавĕсене итлеме юратнă. Çарта Китайпа Раççей чиккинче службăра тăнăскер интереслĕ историсем каласа панă. Егор тимлĕн итлесе ларнă та ĕмĕчĕсенче вĕçнĕ.

31 Çу, 2017

Пурнăç тунă, ташă каçне çÿремен

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистне Сергей Павлова час-часах тĕп рольсенче курма пулать. Унăн дебючĕ 2011 çулта, театра ĕçлеме вырнаçсанах, Л.Сачковăн «Пĕртен-пĕрскерĕм» пьесинче Женя ролĕнче пулнăччĕ.

29 Çу, 2017

"Самант" журнал, 5 №, 2017 çул

* Сергейпа Анастасия Павловсем: «Çамрăк чухне дискотекăна, кинона çÿресе укçа тăккаламан. Хитре тăхăнассине мала хуман. Тĕрĕссипе, пирĕн çимелли те пулман. Эпир стипендипе пурăннă. Юлашки пус вĕçне тăрса юлни те пайтахчĕ…»

* Комсомольски районĕнчи Вутланти Зверевсен 3 хĕрĕ те машинăпа, мотоблокпа, мотоциклапа çÿреме пĕлет. Ашшĕ хĕрĕсене техникăна ăнланма вĕрентнĕ

* Чуна асап кÿрекен хуравсăр юратуран хăтăлмашкăн — психологран сĕнÿ

* Ял çыннине ир-ирех автан вăратать, икĕ уйăх каялла ашшĕ пулса тăнă Сергей Емельянова — ача сасси

* Шадриковпа — Арсентьевăна, Элимепе Кузнецова мĕн çыхăнтарать? Типшĕм Сашукпа Яндуш хушшинче хура кушак каçса кайнă-им? Çак тата ытти ыйтăва «Пăшăл-пăшăл» рубрика уçăмлатать

* Çинçе уявра нимĕн те ĕçлеме юраман. Хĕрарăмсем улача кĕпе те çуман. Кăвак, хĕрлĕ япала çунине курсан хĕрарăмсене питрен çав кĕпепе çапнă, япалисене çырмана ывăтнă

* ЧР халăх артисчĕ Геннадий Большаков аса илĕвĕнчен: «Тетерен клеткăллă шурă костюм, тĕслĕ галстук илтĕм. Эпĕ ăна хитре тесе шутланă. Мускав педагогĕсем манăн тумтире курсан кулсах ячĕç»

Тĕплĕнрех...

 

Pages