Тантăш № 41 (4710) 29.10.2020

29 Юпа, 2020

Мăн кукамăшĕ те окоп чавнă

2021 çула пирĕн республикăра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсен ĕç паттăрлăхне халалланă. Асăннă строительствăна пуçарнăранпа çитес çул 80 çул çитет. Çавна май республикăра ку тĕлĕшпе чылай мероприяти йĕркеленет. Унта шкул ачисем те хастар хутшăнаççĕ. Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарти 65-мĕш шкулта окоп чавма çÿренĕ çынсен ĕç паттăрлăхне халалланă тематика кунĕ иртрĕ.

5-мĕш класра Паттăрлăх урокĕ йĕркеленчĕ. Ачасене историре çырăнса юлнă йывăр самантсем пирки ЧР çар комиссарĕн пулăшуçи Вячеслав Илюткин каласа кăтартрĕ. Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен Чăваш Енри тăршшĕ 380 километра яхăн пулнă. Окопсене 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче чавма тытăннă. Хушура çак ĕçе 17 çултан аслăрах çирĕп сывлăхлă çынсене явăçтарма хушнă. Кунсерен 85 пин çын лум, кĕреçе е ытти хатĕр йăтса ĕçе кÿлĕннĕ. Вячеслав Илюткин плана тултарса тăрăшакансем пирки уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Пĕр кунхи норма 3 кубла метрпа  танлашнă. Ăна темиçе хут ытларах пурнăçлакансем те чылаййăн пулнă.

5-мĕш класра вĕренекен Борис Ефимов паттăрлăх урокĕ кăсăклă иртнине пĕлтерчĕ. Унăн мăн кукамăшĕ Валентина Горшкова та окоп чавма хутшăннă. Кун пирки вăл мăнаçланса каласа кăтартрĕ.

10-мĕш класра вĕренекенсем биоло-

ги урокĕнче хăйсен проекчĕпе паллаш-

тарчĕç. Вĕсем Сăр тата Хусан хÿтĕлев

чиккисенчи тăпрана тĕпчеççĕ. Сăнав-

сене пурнăçлама пÿлĕмре хатĕр-хĕтĕр

çителĕклĕ. Чи пахи — ачасен кăсăклăхĕ

пурри, куçĕ савăнăçпа çиçни. Çак клас-

ра вĕренекен Нина Волинăпа Полина

Абаськина биологи урокне чăтăмсăр

кĕтнине пытармарĕç. Галина Мох учи-

тель пĕлтернĕ тăрăх, окоп чавнă вы-

рăнти тăпрана тĕпчес ĕçе аслă клас-

сем хаваспах хутшăнаççĕ.

Любовь ПЕТРОВА.


Команда юных журналистов

Я являюсь участником команды юных журналистов 47-й школы г. Чебоксары. Мы работаем над созданием школьного журнала «Вестник 47».

А началось все с того, что учитель русского языка Зоя Андреевна решила собрать креативных ребят, которые будут работать над созданием этого проекта. Самые активные сразу согласились в этом участвовать. Я тоже вступила в ряды юных журналистов, потому что описывать события, которые происходят в школе – очень интересно. Разные конкурсы, олимпиады, праздники и другие события – это важная часть школьной жизни. Мне нравится работать в команде.

Ведь мы узнаем много нового и интересного. Мои статьи печатаются в каждом новом номере журнала. Статью «Берегите в себе человека» я подготовила в честь 160-летия русского писателя Антона Чехова. Я считаю, что его рассказы всегда будут актуальны и наполнены смыслом.

Когда работаешь над созданием статьи, важно написать так, чтобы было интересно читать. Еще достаточно часто приходится брать интервью. А это весело и интересно. В этом году нашей школе исполнилось 35 лет. Юбилей – это повод оглянуться назад и искренне изумиться, какой был пройден путь и сколько всего было достигнуто! Именно это событие стало значимым стимулом для печати спецвыпуска школьного журнала «Вестник 47». Статью «Те, кто стоит у истоков...» мы посвятили учителям, которые долгое время работают в школе. Они рассказывали о том, как пришли работать и что для них значит наше учебное заведение.

Мы, юные журналисты, очень дружны и всегда стараемся помогать друг другу. Очень трепетно и серьезно относимся к созданию школьного журнала. Я считаю, что наша команда – самая лучшая, а каждый ее участник очень важен.

Злата РЕЗЮКОВА, 8-й класс.

Чебоксары, 47-я школа.


Активная, позитивная

Ученица 7-го класса 8-й гимназии города Шумерля Дарья ПАВЛОВА удостоилась стипендии Главы Чувашской Республики. Активная, позитивная, талантливая ученица обладатель 2-го юношеского разряда по аэробике. Неоднократная победительница и призер спартакиады среди школьников, открытого чемпионата Чувашской блики по фитнес-аэробике, четырежды лауреат 1-й степени международного конкурса-фестиваля исполнительного искусства «Алые паруса 2020г. Санкт-Петербург, победитель всероссийской патриотической акции «Письмо Победы» в 2020 году. Многократный лауреат 1,2,3 степени международных, республиканских и муниципальных вокальных конкурсов. Дарья является членом волонтерского движения, а также членом отряда космонавтов «Земляне» имени Бударина.


Защитит честь Чувашии

Воспитанница республиканской школы плавания, кандидат в мастера спорта Анна будет защищать спортивную честь Чувашии в казанском Дворце водных видов Будут разыграны награды чемпиона по плаванию.

На дорожки 50-метрового бассейна для участия в главном национальном старте выйдут более 700 сильнейших российских пловцов. Примечательно, что в соответствии с решением FINA, чемпионат России по плаванию является квалификационным соревнованием для выполнения нормативов для участия в Олимпийских играх в Токио в 2021 году.


 

Пултаруллă Алина

Пирĕн шкулта пултаруллă вĕренекен нумай. Вĕсенчен пĕри — 8-мĕш класра ăс пухакан Алина Тимофеева.

Алина пуçламăш класранпах вĕренÿ отличникĕ. Чăваш чĕлхи, математика, биологи, истори, обществознани предмечĕсемпе туслă вăл. Вĕренÿре палăрнисĕр пуçне Алина шкулта иртекен мероприятисене хастар хутшăнать. Пуçарулăхпа палăрать, хушнă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлать.

Пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнче Алина чăваш чĕлхи, вырăс литератури тата ОБЖ предмечĕсемпе иртнĕ олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕсен йышне лекрĕ. Кăçал та шкул шайĕнче иртнĕ предмет олимпиадисемпе лайăх кăтартусем пулчĕç. Халĕ районти конкурссене хатĕрленет. Алина илемлĕ ÿкерме ăста. Ытларах çут çанталăка сăнлама кăмăллать. Шкулти уявсем валли плакатсене те хăех ÿкерет.

Пултаруллăскер «Тантăш» тата «Тетте» кăларăмсемпе туслă. Вĕсене çырăнса илет, кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтет. Хаçат-журнал ирттерекен пултарулăх конкурсĕсенче темиçе те çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕ. Юратнă кăларăмĕсенче сăвăсем, заметкăсем, илемлĕ ÿкерчĕксем пичетленеççĕ. Вăл вĕсене пухса пырать. Хăйĕн пултарулăхне тĕрлĕ конкурсра тĕрĕслет, лайăх кăтартупа савăнтарать. Юлашки икĕ çулта «Чĕвĕлти чĕкеçре» 120 балл пухса çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Çавăн пекех «Пегас», «Кенгуру», «Золотое Руно» конкурссенче те дипломсем илме тивĕçрĕ.

Ирина КОШЕЛЕВА, 6-мĕш класс.

Йĕпреç районĕ, Çăкалăх шкулĕ.

www.hypar.ru 

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.