Тантăш

9 Ака, 2015

Ӳркевпе çитĕнӳ пулаймĕ

Вуннăмĕш класра вĕренекен Кристина Кожанова ачаранах спортпа туслă. Хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе шкулта çеç мар, районта, республикăра та чылай палăрнă. Йĕлтĕрпе чупса, уйрăмах биатлонра маттур вăл.

9 Ака, 2015

Чĕрĕ туйăм кивелмест, сÿнмест...

Ачалăхпа яшлăхра сăвă çырман çын сайра-тăр. Чунри савăнăç-пăшăрхану йĕркесемпе çаврасене сăрхăнса тухать. Çитĕнерехпе чылайăшĕ пăрахса ярать ку ĕçе. Чăн-чăн сăвăçсемшĕн вара поэзи пурнăç çулне çутатакан маяк пек пулса тăрать.

9 Ака, 2015

Ĕмĕтленĕр, çырăр, хутшăнăр!

Раççейри Литература çулталăкне тата Пушкин поэзийĕн уявне халалласа Чулхула облаçĕн Культура министерстви 2015 çулхи çĕртме уйăхĕн 5-7-мĕшĕсенче «И пробуждается поэзия во мне» Çамрăк литераторсен слетне ирттересси пирки хыпарлать. Унăн тĕллевĕ - паянхи çамрăк çыравçăсен литературăри пултарулăхне уçасси, яш-кĕрĕме хавхалантарасси. Слета хутшăнакансене (18-35 çулсенчи яшсемпе хĕрсем) виçĕ ушкăнра палăртаççĕ: поэзи, проза тата автор юрри.

2 Ака, 2015

Калем ăстисем - тĕлпулура

Хĕрлĕ Чутай районĕнчен тухнă паллă çын сахал мар. Раççей писателĕсен союзĕн членĕ ятне илнисем - Иван Лисаев, Александр Угольников, Розин Ярандай, Петĕр Ялкир, Николай Сергеев. Вĕсен хайлавĕсене юратса вулатпăр, ăса хыватпăр.

Pages